Кравцов Сергей Сергеевич
Кравцов Сергей Сергеевич (ҫур. 1974 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ, Мускав) — Раҫҫейри патшалӑх ӗҫченӗ. 2020 ҫӳлхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн ҫутӗҫ министрӗ (2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7–13-мӗшӗсенче ҫак тивӗҫе вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан).
Педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (2007), доцент. Раҫҫей Федерацийӗн 3-мӗш класлӑ чӑн патшалӑх канашҫи (2013). 2013 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗччен Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх сферинче тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ службӑн (Рособрнадзорӑн) ертӳҫи пулнӑ. 2021 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнчен пуҫласа «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тӗп канашӑн членӗ шутланать[1].
Кун-ҫулӗ
Сергей Кравцов 1974 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ[2]. Ашшӗ — инженер, «Энергия — Буран» космос карапӗн проекчӗпе ӗҫленӗ. Амӑшӗ — преподаватель, «Информатика в школе» журналӑн тӗп редакторӗ[3].
1996 ҫулта Кравцов Мускаври патшалӑх уҫӑ педагогика университетӗнчен (2006 ҫултанпа — М. А. Шолохов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх гуманитари университечӗ, 2015 ҫулта вузран Мускаври патшалӑх педагогика университечӗпе пӗрлештернӗ) вӗренсе тухнӑ, «математикӑпа информатика вӗрентекенӗ» специальноҫе алла илнӗ[2]. 1994—1996 ҫулсенче — Мускав хулин 176-мӗш шкулӗнче математика учителӗ пулса ӗҫленӗ[4].
1997 ҫултанпа 2002 ҫулччен Кравцов Раҫҫейӗн вӗрентӳ академийӗн вӗрентӳ управленийӗн институтӗнче ӗҫленӗ, кӗҫӗн ӑслӑлӑх сотрудникӗ, ӑслӑлӑх сотрудникӗ, аслӑ ӑслӑлӑх сотрудникӗ, лаборатори заведующийӗ пулнӑ. 2000 ҫулта Раҫҫей МИДӗн Мускаври тӗнчери хутшӑнусен патшалӑх институтӗнчен «ют чӗлхе пӗлӳллӗ патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ[2].
2002 ҫулта Кравцов Раҫҫей Федерацийӗн Вӗренӳ министерствинче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2004 ҫултан пуҫласа 2008 ҫулччен Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх сферинче тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба ертӳҫин Виктор Болотовӑн пулӑшуҫи шутланнӑ[2].
2008 ҫулта ӑна ППЭ ирттермелли процедурӑна хатӗрлекен «Тестлакан федераллӑ центр» федераллӑ патшалӑх учрежденийӗн директорӗ пулма лартнӑ. 2009 ҫулта Раҫҫейӗн вӗрентӳ академийӗн вӗрентӳ управленийӗн институтне ертсе пыма пуҫланӑ[2].
2011 ҫулхи ака уйӑхӗнче Кравцова РФ Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх министерствин регионсен аталанӑвӗн департаменчӗн директорӗ пулма шанса панӑ; ҫавӑн пекех 2011 ҫулта «Вӗрентӳ ӗҫченӗсен квалификацине ӳстерекен тата професси тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗрен вӗрентекен академи» федераллӑ патшалӑх учрежденийӗн ректор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ[2]. 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӑна Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳпе ӑслӑлӑх министерствин программӑсен тата конкурс процедурисен управлени департаменчӗн директорне лартнӑ[2].
2013 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗнче правительство хушӑвӗпе ӑна Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх сферинче тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ службӑн ертӳҫи вырӑнне йышӑнма ҫирӗплетнӗ, ҫак постра вӑл Иван Муравьёва(выр.)чăв. улӑштарнӑ. 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗччен Кравцов Рособрнадзор ертӳҫин вырӑнне йышӑннӑ май (ведомство Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх министерствине пӑхӑннӑран) Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳпе ӑслӑлӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ. 2018 ҫулта Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх сферинче тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба каллех правительствӑна пӑхӑнма пуҫланӑ. 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Кравцова каллех унӑн ертӳҫи пулма ҫирӗплетнӗ.
2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Кравцов Раҫҫей Федерацийӗн ҫутӗҫ министерствине(выр.)чăв. ертсе пыма пуҫланӑ[5].
2021 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Кравцов «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тӗп канашӗн йышне кӗнӗ, ертсе пыракан органта ротаци ирттернӗ май унӑн кандидатурине партин пухӑвӗнче сасӑлав ирттерсе ҫирӗплетнӗ[6]. Ҫак ларурах Кравцова «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин билетне панӑ[7].
2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Патшалӑх Думи Кравцова Ҫутӗҫ министрӗн вырӑнӗнче хӑварса ҫирӗплетнӗ[8], ҫак кунах РФ президенчӗ хушӑва алӑ пуснӑ[9].
2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа Украинӑн Шалти ӗҫсен министерстви тата Хӑрушсӑрлӑх служби Кравцова «Украинӑн территори пӗр пӗтӗмлӗхне тата унӑн ҫирӗплӗхне тапӑннӑшӑн» тата «Раҫҫей ӗҫӗсене тӳрре кӑларнӑшӑн» шырава кӗртнӗ. Вӑл «Миротворец» сайтра та пур[10].
Ӑслӑлӑхри ӗҫӗ-хӗлӗ
1999 ҫулта Кравцов «Методика проведения занятий с отставляющими учащими по математике с технологием мультимедиа» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ[2].
2007 ҫулта Кравцов педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ӑслӑлӑх ятне илме Раҫҫей вӗрентӳ академийӗн содержанипе меслетсен институтӗнче «Теория и практика организации профильного обучения в школах Российской Федерации» темӑпа[2] (официаллӑ оппонентсем — А. В. Баранников, В. И. Блинов тата В. С. Дюшенников) диссертаци хӳтӗленӗ. 2013 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче доктор диссертацийӗнче плагиат пурришӗн Кравцова Патшалӑх думин депутачӗ В. В. Бурматов(выр.)чăв. айӑпланӑ[11].
Ҫемье
Сергей Кравцов авланнӑ, икӗ ача пур: ывӑлпа хӗр[2].
Санкцисем
Украинӑра хирӗҫӳ пуҫланнӑ хыҫҫӑн Кравцова Европӗрлӗх[12], Канада, АПШ, Аслӑ Британи, Швейцари, Австрали, Ҫӗнӗ Зеланди санкцийӗсене кӗртнӗ.
Хисепсем
Кравцов чылай наградӑна тивӗҫнӗ, вӗсен хушшинче:
- Раҫҫей Федерацийӗн правительство тав хучӗ (2016 ҫулхи акан 6-мӗшӗ) — «тӑван ҫӗршыври вӗрентӗвӗн пахалӑхне хакламалли тытӑма аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне объективлӑ ирттермелли механизмсене лайӑхлатнӑшӑн»[2][13];
- «РФн аслӑ професси пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят[14];
- РФ Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх министерствин Хисеп хучӗ[14];
- «Чыспа хӑюлӑхшӑн» медаль (Кемӗр облаҫӗ; 2015)[15];
- «Патшалӑх ӗҫ-хӗлӗ» номинацири Раҫҫейри еврей общинин федерацийӗн премийӗ (2021) — «пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тытӑмра Раҫҫей халӑхӗсен наципе культура йӑли-йӗркине тӗрев панӑшӑн»[16];
- Пушкӑртстан Республикин Халӑхсен туслӑхӗн орденӗ — вӗренӳ системине аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[17].
Ӑнлантарусем
- ^ Энциклопедия ТАСС, 2024. Кравцов, Сергей Сергеевич. Министр просвещения РФ
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Кравцов, Сергей Сергеевич. Энциклопедия. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
- ^ Борисов А. От учителя до министра // Санкт-Петербургские ведомости. — 2020. — 7 февр.
- ^ Сергей Сергеевич Кравцов - Правительство России. government.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
- ^ Что известно о новом министре просвещения. ТАСС (21 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Сергей Кравцов вошёл в состав Генсовета «Единой России». Официальный сайт Министерства просвещения РФ (4 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Медведев вручил партбилеты "Единой России" руководству ДНР и ЛНР. ТАСС (4 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Госдума утвердила Кравцова на пост министра просвещения России. РИА "Новости" (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Украина объявила в розыск руководителей Минпросвещения и Банка России (2025-07-09). 2025 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Депутат обвинил нового главу Рособрнадзора в плагиате. РБК (12 ҫурлан 2013). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ.
- ^ Official Journal of the European Union // COUNCIL REGULATION (EU) 2022/2474. — 16 раштавӑн (т. Volume 65). — . 2022 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Распоряжение Правительства Российской Федерации от 06.04.2016 № 599-р "О поощрении Правительством Российской Федерации". pravo.gov.ru. Официальный интернет-портал правовой информации. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Кравцов Сергей Сергеевич. Официальный сайт Министерства просвещения РФ. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Глава Рособрнадзора награжден медалью Кемеровской области «За честь и мужество». informio.ru (11 раштавӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Академик Гинцбург и министр Кравцов стали лауреатами премии Федерации еврейских общин. Интерфакс (29 чӳкӗн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Гульфия Акулова. Радий Хабиров встретился с министром просвещения РФ Сергеем Кравцовым (выр.). ИА «Башинформ» (21 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- ТАСС энциклопедийӗ, 2024. Кравцов, Сергей Сергеевич. РФ ҫутӗҫ министрӗ
- Кравцов Сергей Сергеевич. Официальный сайт Министерства просвещения РФ. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.