Дегтярёв Михаил Владимирович
Дегтярёв Михаил Владимирович (ҫур. 1981 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ, Самар) — Раҫҫейри патшалӑх, политика тата общество ӗҫченӗ. 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн спорт министрӗ[1]. 2021 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗччен Хабаровск крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ (2020 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ — 2021 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗсенче — кӗпӗрнаттӑр тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан)[2][3]. 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх канашӗн пайташӗ. Юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (2020). 2024 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Олимп комитечӗн президенчӗ[4].
Патшалӑх Думин VI тата VII суйлавӗсен депутачӗ (2011, раштав, 21 — 2020, утӑ, 20). Физкультурӑпа спорт, туризмпа ҫамрӑксен ӗҫӗсен комитечӗн председателӗ (2016, юпа, 5 — 2020, утӑ, 20)[5]. VI суйлаври Патшалӑх Думин ӑслӑлӑхпа технологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗ (2011, раштав, 21 — 2016, юпа, 5)[5].
ЛДПР Аслӑ канашӗн пайташӗ (2013—2017) тата VII суйлаври Патшалӑх Думинчи ЛДПР фракцин президиумӗн пайташӗ (2017—2020)[5][6].
2021 ҫултанпа — ЛДПР Хабаровскри регион уйрӑмӗн председателӗ, 2023 ҫулта ҫак поста тепӗр хут суйланӑ[7].
Фехтовани енӗпе спорт мастерӗ, фехтовани енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери ӑмӑртусен призёрӗ, Самар тата Самар облаҫӗн нумай хут чемпионӗ[5].
2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей теннис федерацийӗн пуҫлӑхӗ Шамиль Тарпищев Раҫҫей Олимп комитечӗн президенчӗн вырӑнне Михаил Дегтярёвӑн кандидатурине сӗннӗ[8].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Ачалӑх
1981 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Куйбышевра (халӗ — Самар) медиксен ҫемьинче ҫуралнӑ[5]. Ашшӗ — Владимир Иванович Дегтярёв (1949 ҫулта ҫуралнӑ) акушер-гинеколог, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ, «Самар облаҫӗнчи клиника кардиологийӗн диспансерӗ» патшалӑх сывлӑх сыхлав учрежденийӗн тухтӑрӗ[5][9]. Амӑшӗ — Светлана Михайловна Дегтярёва (1953 ҫулта ҫуралнӑ), врач-гастроэнтеролог, Самарти «4 управленин клиники» харпӑр медицина компанийӗнче ӗҫленӗ[5][10].
Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх ӗҫӗ-хӗлӗ
1998 ҫулта Дегтярёв лайӑх паллӑсемпе Самарти тӗнче аэрокосмос лицейӗнчен вӗренсе тухнӑ, 2004 ҫулта — Самар патшалӑх аэрокосмос университетӗнчен. Ҫак университетрах 2004 ҫулта — инженер, 2005 ҫулта менеджер квалификацисене илнӗ[11].
2012 ҫулта Тӗнче цивилизацийӗсен институтӗнчен вӗренсе тухса юрист квалификацине илнӗ[12].
2015 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен Тӗп штабӗн Ҫар академийӗнче ҫар ӗҫӗсене планлассипе хушма программӑпа вӗренсе тухнӑ[13].
2017 ҫулта Раҫҫей халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академине (РАНХиГС) вӗренсе тухса «патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» енӗпе специалист квалификацине илнӗ[5][14].
1999 ҫултанпа Дегтярёв радиостанци агенчӗ, туризм агенчӗ, «Билайн-Самара» УАО инженерӗ, Самар патшалӑх аэрокосмос университетӗнче «Энергетика установкисен автоматика тытӑмӗсем» (АСЭУ) кафедра инженерӗ пулса ӗҫленӗ[5].
2000 тата 2001 ҫулсенче — Владимир Потанинӑн Ыр кӑмӑллӑх фончӗн федераллӑ программин стипендиачӗ[15].
2004 ҫулта Самар патшалӑх аэрокосмос университетӗнче «Энергетика установкисен автоматика тытӑмӗсем» (АСЭУ) кафедрин аспиранчӗ пулса тӑрать, 2008 ҫулта техника ӑслӑхӗсен кандидачӗн ӑсчах степенӗн хӳтӗлевҫин статусне куҫнӑ. РИНЦ пӗлтернӗ тӑрӑх 22 ӑслӑлӑх публикацийӗ пур, ҫав шутра 5 патент[16][17][18].
2019 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнчен Дегтярёв аспирантурӑра вӗренмесӗрех РАНХиГС патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн кафедринче ӑслӑлӑх хӳтӗлевҫи пулнӑ[14].
2020 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче РАНХиГС профессорӗ И. В. Понкин ӑслӑлӑх ертӳҫипе Дегтярёв «Спортра антидопинг мерисене административлӑ право тӗлӗшӗнчен йӗркелесе пырас ӗҫри ют ҫӗршыв опычӗ» темӑпа диссертаци хӳтӗленӗ[19][20].
2020 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче Дегтярёва юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн ӑслӑлӑх степеньне панӑ[21].
Общество ӗҫӗ-хӗлӗ
2009 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнче Дегтярёва Самар облаҫӗн фехтовани федерацийӗн президентне суйланӑ[5][22][23]. 2018 ҫулхи акан 12-мӗшӗнче Раҫҫей хоккей федерацийӗн правлени йышне кӗнӗ[5][24].
2013 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнчен — Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Пӗтӗмӗшле тивӗҫтерӳ авиацине аталантарас ыйтусемпе ӗҫлекен комисси членӗ[5][25]. 2018 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче ГЛОНАСС никӗсӗ ҫинчи навигаципе информаци технологийӗсен авиацине аталантарас ыйтусемпе РФ Президенчӗ ҫумӗнчи комисси йышне тепӗр хут кӗртнӗ[5][26].
2013 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнчен пуҫласа — Раҫҫей ӑслӑлӑх фончӗн попечительсен канашӗн йышӗнче[5][27]. 2018 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗнче Раҫҫей ӑслӑлӑх фончӗн попечительсен канашӗн йышне тепӗр хут кӗртнӗ[5][28].
2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Дегтярёва Раҫҫей инженерӗсен пӗрлӗхӗн вице-президентне суйланӑ[5][29].
2017 ҫултанпа — РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Физкультурӑпа спорта аталантарас енӗпе ӗҫлекен канашӑн пайташӗ[5][30]. 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа — РФ Президенчӗ ҫумӗнчи физикультурӑпа спорта аталантарас енӗпе законодательствӑна лайӑхлатассине тимлекен ӗҫ ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ[5][31].
2019 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче Вырӑс православи чиркӗвӗн хӳттипе йӗркеленӗ тӗнчери пӗрлӗх организацийӗн Пӗтӗм тӗнчери вырӑс халӑхӗн соборӗн президиумӗн йышне кӗнӗ[5].
Космос енӗпе ӗҫлекен «Роскосмос» патшалӑх корпораци ҫумӗнчи обществӑлла канашӑн пайташӗ[5][32].
Кӗнекесем
Ҫак кӗнекесен авторӗ:
- «От самодержавия личности к самодержавию императора»;
- «Пророк в своём Отечестве»;
- «Пророк 2.0»
Юлашки икӗ кӗнекине Владимир Жириновские халалланӑ. Ӑслӑлӑх статйисен авторӗ[33][5].
Политика ӗҫӗ-хӗлӗ
2001—2003 ҫулсенче — Самарти ҫамрӑксен «Пӗрле утакансем» юхӑмӗн регионти уйрӑмӗн председателӗ[5]. 2003 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партие тата «Ҫамрӑксен пӗрлӗхӗ» (каярах — МГЕР) юхӑма кӗнӗ[5]. «Лента.ру» журналистне Илья Азара панӑ интервьюра Дегтярёв ҫакна палӑртнӑ: парти ретне кӗнӗ, мӗншӗн тесен инженер пулса ӗҫленӗ чухне генеральнӑй директор пур сотрудника та пухнӑ та партие кӗмелле тенӗ, «эпӗ хирӗҫ тӑмарӑм, мӗншӗн тесен партие Путин хӑй ертсе пынӑ, ман президент патне ун чухне те, халь те нимӗнле хирӗҫле шухаш-камӑл пулман» тенӗ, тата ҫакна та палӑртса хӑварнӑ: «Унта икӗ ҫул пулнӑ, мана икӗ хутчен кӑларса яма хӑтланнӑ»[34].
2003 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2005 ҫулхи раштав уйӑхӗччен — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗн Самар уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ, ертӳҫи, Самар Кӗпӗрне думи ҫумӗнчи ҫамрӑксен парламенчӗн пайташӗ, 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна ҫамрӑксен парламенчӗн председателӗн ҫумӗ пулма суйланӑ. Самар облаҫӗсенчи ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсен ӗҫ-хӗлне хутшӑннӑ[5][35][36].
2004 ҫулта Самар хула думин депутатне Октябрь округӗнчен (№ 9) суйланнӑ[5][37].
ЛДПРта
2005 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЛДПРӑн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи кураторӗ тата Патшалӑх Думин депутачӗ Юрий Коган координатор должноҫне йышӑнма ҫӗнӗ кандидатура шыранӑ, ҫак вырӑна Дегтярёва та сӗннӗ[5][38][39]. 2005 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Дегтярёв ЛДПР ретне тӑнӑ. 2006 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче ЛДПР Самар регион уйрӑмӗн координаторне суйланӑ. ЛДПР лидерӗн, РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Владимир Жириновскин пулӑшуҫи пулнӑ[5].
2007 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗнче Дегтярёва ЛДПР партин Самар регион уйрӑмӗнчен пӗрлехи суйлав округӗпе Самар Кӗпӗрне думин тӑваттӑмӗш суйлавӗн депутатне суйланӑ[40]. Самар Кӗперни думин депутачӗ, сывлӑх сыхлав, демографи тата социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗн ҫумӗ, культура, спорт тата ҫамрӑксен политикин комитечӗн пайташӗ, Самар облаҫӗнчи депутатсен Ҫамрӑксен регион пухӑвӗн председателӗн ҫумӗ. ЛДПР фракцийӗн пайташӗ[5].
2009 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Дегтярёва Самар облаҫӗнчи депутатсен Ҫамрӑксен регион пухӑвӗн председателӗн ҫумӗ пулма суйланӑ[5].
2013 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ЛДПР партин тӗп хулари уйрӑмӗ Мускав мэрӗн суйлавне хутшӑнма Дегтярёва тӑратнӑ. Жириновский Дегтярёва тӗп хулан пӗтӗм историйӗнчи Мускав мэрӗсен чи ҫамрӑк кандидачӗ тата «кристалл пекех таса» тесе хакланӑ[41].
2016 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Владимир Жириновский Дегтярёва Раҫҫей Президенчӗн 2018 ҫулхи суйлавӗнче ЛДПР-тан тӑратма тивӗҫлӗ кандидатсенчен пӗри тенӗ[42].
Дегтярёв 2006 ҫулта Самар хула округӗн пуҫлӑхӗ[5][43], 2013 тата 2018 ҫулсенче Мускав мэрӗ пулма суйлавсене хутшӑннӑ[5].
Суйлавсене хутшӑнни
Хӑйӗн политика карьеринче тӑватӑ хутчен хуласемпе регионсен пуҫлӑхӗсен суйлавне хутшӑннӑ:
Патшалӑх Думин депутачӗ
2011 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнчен — РФ Патшалӑх Думин VI тата VII суйлавӗсен депутачӗ[5].
2011—2016 ҫулсенче — VI суйлаври Патшалӑх Думин ӑслӑлӑхпа технологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗ[5].
2016 ҫулта федераллӑ списокпа VII суйлари Патшалӑх Думин депутатне суйланнӑ, Физкультурӑпа спорт, туризмпа ҫамрӑксен ӗҫӗсен комитечӗн председательне лартнӑ[5].
Хабаровск крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ
2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче унчченхи кӗпӗрнаттӑра Сергей Фургала арестленӗ хыҫҫӑн Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Дегтярёва Хабаровск крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакана лартнӑ[5].
2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Хабаровск крайӗн правительствине Дегтярёвпа паллаштарнӑ[46].
Кӗпӗрнаттӑр постӗнче Дегтярёв хирӗҫлекенсем тӗлӗшпе ҫирӗп позици йышӑннӑ, вӗсем патне тухма килӗшмен, мӗншӗн тесен «кунта ертӳҫӗн урама чӳрече патӗнче кӑшкӑрса таракансем патне тухиччен те ӗҫлемелли пур» тенӗ, ҫавӑн пекех протестлекен халӑхпа тухса калаҫине пит аванах формат пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Дегтярёв хирӗҫлекенсем патне пӗрремӗш хут лартнӑ хыҫҫӑн тепӗр эрнерен, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, тухнӑ[47]. Каярахпа Дегтярёв хирӗҫлекенсене провокаторсем ертсе пыни пирки темиҫе хутчен те каланӑ[48][49].
2020 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче Дегтярёв Халӑх канашне туса хурасси ҫинчен пӗлтернӗ, унта Хабаровск крайӗн хирӗҫлекен ҫыннисене те кӗртме сӗннӗ.
Лартнӑ хыҫҫӑн малтанхи кӗпӗрнаттӑрӑн команди малалла ӗҫлессине пӗлтернӗ[50]. Тепӗр уйӑхран Дегтярёв Хабаровск крайӗн министрӗсем саботаж тунӑшӑн ӳпкелешнӗ, правительство председателӗн икӗ ҫумне, кӗпӗрнаттӑр канашҫине тата сывлӑх сыхлав министрне улӑштарнӑ[51][52][53].
2021 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче Дегтярёва Хабаровск крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗн суйлавӗнче кандидата тӑратнӑ[54][55].
2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Дегтярёв суйлавра ҫӗнтернӗ, уншӑн суйлавҫӑсен 56,81 % сасӑланӑ[56][57].
2021 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче Дегтярёв Хабаровск крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗн должнӑҫне йышӑннӑ[58].
2021 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн хушӑвӗпе Дегтярёва РФ Патшалӑх Канашӗн йышне кӗртнӗ[59].
РФ спорт министрӗ
2024 ҫулхи майӑн 11-мӗшӗнче РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин Дегтярёва спорт министрне лартма сӗннӗ. Дегтярёв шантарнӑ тӑрӑх, вӑл спорт министерствине ертсе пырсан ведомство массӑллӑ спорта аталантарма тытӑнӗ, пӗлтерӗшлӗ ӗҫсен шутӗнче Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусен курӑмлӑхӗ тата спортпа айланакан ҫынсенчен тӳлев илме пӑрахӑҫласси те пулӗ[60].
2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Михаил Дегтярёва спорт министрне ҫирӗплетнӗ[61], ҫак кунах РФ Президенчӗ хушӑвне алӑ пуснӑ[62].
2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей теннис федерацийӗн пуҫлӑхӗ Шамиль Тарпищев Ӗпхӳри физкультурӑпа спорта аталантарас енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче тухса калаҫнӑ май Раҫҫей Олимп комитечӗн президенчӗн вырӑнне Михаил Дегтярёвӑн кандидатурине сӗннӗ. Ларура пулнӑ Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫак шухӑша тимлӗ пӑхса тухма тивӗҫли тесе палӑртнӑ[8].
2024 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗнче Михаил Дегтярёва Мускаври ҫулсерен иртекен Олимп пухӑвӗнче Раҫҫей Олимп комитечӗн президентне суйланӑ[4].
2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Дегтярев Швейцарири Лозанна хулинчи Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗн штаб-хваттерне ҫитсе килнӗ, унта вӑл Раҫҫей спортсменӗсен малашлӑхра Олимп ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнма пултарасси пирки тӗлпулусем тата калаҫусем ирттернӗ.
2025 ҫулхи ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Сергей Кравцов вӗрентӳ министрӗпе тӗл пулнӑ, вӗсем пӗрлехи шкул спорт лигине йӗркелесси пирки килӗшсе татӑлнӑ[63].
Харпӑр пурнӑҫ
Тӗнче шайӗнчи санкцисем
Евросоюз (2014 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗнче)[65][66][67], Австрали (2014 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗнче)[68][69], Швейцари (2014 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче)[70] тата Канада (2014 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗнче) санкцисен списокне кӗртнӗ[71].
2022 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа Европа Пӗрлешӗвӗн мӗнпур ҫӗршывӗсен санкцийӗсенче, 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа Аслӑ Британи санкцийӗсенче, 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа Швейцари санкцийӗсенче, 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Австрали санкцийӗсенче тӑрать.
2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа Украина санкцийӗсенче, 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Зеланди санкцийӗсенче.
2023 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче АПШ Дегтярёва санкцисен списокне кӗртнӗ[72].
2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Венгри ыйтнипе Европа пӗрлешӗвӗ Дегтярева санкци списокӗнчен кӑларнӑ[73].
2025 ҫулхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Швейцари те Михаил Дегтярева санкци списокӗнчен кӑларнӑ[74].
Хисепӗсем
- Туслӑх орденӗ[75];
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Хисеп грамоти (2014 ҫулхи акан 4-мӗшӗ)[76] — нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата обществӑлла хастар ӗҫленӗшӗн;
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Тав хучӗ (2014 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ)[77] — саккун тӑвакан ӗҫ-хӗлри хастарлӑхшӑн, саккунлӑха ҫирӗплетессинче, граждансен прависемпе интересӗсене хӳтӗлессинче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн;
- Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министерствин «Крыма тавӑрнӑшӑн» медалӗ (2014 ҫулхи акан 17-мӗшӗ)[78];
- Раҫҫей МЧСӗн медалӗ (2017 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ);
- Раҫҫей Федерацин Хӳтӗлев министерствин «Сириири ҫар операцине хутшӑнакана» медалӗ;
- II степеньлӗ Сӑваплӑ тӳрӗ кӑмӑллӑ аслӑ кнеҫ Александр Невский орденӗ (2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ)[79].
Ӑнлантарусем
- ^ Госдума утвердила кандидатуры министров. РИА "Новости" (14 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Инаугурация Губернатора Хабаровского края М.В. Дегтярева(паллӑ мар). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Михаил Дегтярев вступил в должность губернатора Хабаровского края. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Михаила Дегтярева избрали президентом Олимпийского комитета России. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37 Дегтярёв, Михаил Владимирович , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнчи копийӗ // Энциклопедия ТАСС
- ^ В ЛДПР создан Президиум фракции , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнчи копийӗ — Официальный сайт политической партии ЛДПР
- ^ Михаил Дегтярёв переизбран координатором Хабаровского регионального отделения ЛДПР (11 нарӑсӑн 2023).
- ^ 1, 2 Путин назвал оправданной идею выдвинуть Дегтярева на пост главы ОКР. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента РФ от 25 апреля 2011 г. N 523 «О награждении государственными наградами Российской Федерации» , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнчи копийӗ — Официальный сайт Президента Российской Федерации
- ^ Дегтярёва Светлана Михайловна , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнчи копийӗ // Kleos.ru
- ^ Губернатор. www.khabkrai.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Дегтярев, Михаил Владимирович. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Дегтярёв Михаил Владимирович (выр.). www.pnp.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Заключение федерального государственного бюджетного образовательного учреждения высшего образования Российская академия народного хозяйства и государственной службы при Президенте Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Самарский международный аэрокосмический лицей г.Самара-Выпускники. edc-samara.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Биография губернатора Хабаровского края Михаила Дегтярева - ТАСС. TACC.
- ^ *Патент на полезную модель № RU 49210 U1 от 10.11.2005. Автор(сем): Изжеуров Евгений Александрович, Дегтярёв Михаил Владимирович, дата прекращения действия патента: 31.05.2006
- Патент на полезную модель № RU 82149 U1 от 20.04.2009. Автор(сем): Изжеуров Евгений Александрович, Дегтярёв Михаил Владимирович, дата прекращения действия патента: 17.04.2009
- Патент на полезную модель № RU 121462 U1 от 27.10.2012 . Автор(сем): Изжеуров Евгений Александрович, Дегтярёв Михаил Владимирович, дата прекращения действия патента: 04.11.2012
- Патент на изобретение № RU 2532736 C2 от 10.11.2014. Автор(сем): Изжеуров Евгений Александрович, Дегтярёв Михаил Владимирович, Ревякин Александр Владимирович, Федяев Игорь Михайлович, Колганов Игорь Николаевич, дата прекращения действия патента: 23.01.2015
- Патент на изобретение № RU 2540315 C2 от 10.02.2015. Автор(сем): Изжеуров Евгений Александрович, Дегтярёв Михаил Владимирович, Ревякин Александр Владимирович, Федяев Игорь Михайлович, Колганов Игорь Николаевич, Сафин Артур Ильгизарович, дата прекращения действия патента: 16.03.2015
- ^ Дегтярёв, Михаил Владимирович. elibrary.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Дегтярёв Михаил Владимирович , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнчи копийӗ // Российская академия народного хозяйства и государственной службы
- ^ Дегтярёв, Михаил Владимирович. Зарубежный опыт административно-правового регулирования антидопинговых мер в спорте , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗнчи копийӗ : дисс. … канд. юрид. наук : 12.00.14 / Дегтярёв Михаил Владимирович; [Место защиты: Российская академия народного хозяйства и государственной службы при Президенте Российской Федерации]. — Москва, 2020. — 213 с.
- ^ Приказ ректора РАНХиГС при Президенте РФ от 29.06.2020 № 01-5480 «О выдаче диплома о присуждении ученой степени кандидата наук» , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Профиль на официальном сайте Самарской Губернской Думы , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнчи копийӗ — Официальный сайт Самарской Губернской Думы
- ^ Фехтование , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗнчи копийӗ — Официальный сайт министерства спорта Самарской области
- ^ Глава комитета ГД по спорту Дегтярев вошёл в состав правления ФХР , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнчи копийӗ // ТАСС, 12.04.2018
- ^ Состав Комиссии при Президенте Российской Федерации по вопросам развития авиации общего назначения. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 10.02.2018 г. № 65 (выр.). Президент России. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 13.12.2018 № 715 «О попечительском совете Российского научного фонда». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Президент определил новый состав попечительского совета РНФ. Российский научный фонд. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Официальный сайт Российского союза инженеров. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 27.12.2017 № 633 , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнчи копийӗ — Официальный портал правовой информации.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 30.10.2018 № 319-рп , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнчи копийӗ — Официальный интернет-портал правовой информации
- ^ Общественный совет - Госкорпорация «Роскосмос». www.roscosmos.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи акан 13-мӗшӗ.
- ^ Михаил Дегтярёв назвал Владимира Жириновского пророком (21 нарӑсӑн 2022).
- ^ Илья Азар «Россия будет флагманом борьбы с Антихристом». Интервью с кандидатом в мэры Москвы Михаилом Дегтяревым , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнчи копийӗ // Лента.ру, 16.08.2013
- ^ Идущие вместе провели в Самаре заключительную акцию проекта Единение поколений
- ^ Молодёжный парламентаризм в современной России , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнчи копийӗ ГБУ СО «Агентство по реализации молодёжной политики»
- ^ Итоги голосования на выборах депутата Самарской городской Думы по округу № 9 , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗнчи копийӗ // Официальный сайт Избирательной комиссии Самарской области
- ^ Соколы заклевали варяга (выр.). www.kommersant.ru (16 чӳкӗн 2005). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ «Соколы Жириновского» нацелились на «медведя» (выр.). www.kommersant.ru (2 нарӑсӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Михаил Дегтярев (выр.). Газета.Ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ.
- ^ Жириновский выдвинул в мэры Москвы молодого депутата Дегтярёва , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнчи копийӗ// НТВ
- ^ Жириновский пойдёт на выборы президента с четырьмя преемниками (выр.). Life.ru (2 пушӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Общие сведения о кандидате на должность главы г. о. Самара Михаиле Дегтярёве , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗнчи копийӗ — Официальный сайт Избирательной комиссии Самарской области
- ^ 1, 2, 3 Биография врио губернатора Хабаровского края Михаила Дегтярева. 2020 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^
- ^ Врио главы Хабаровского края представили правительству региона (выр.). РИА Новости. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Дегтярев впервые вышел к участникам акций в поддержку Фургала, Коммерсантъ (2020--07-26). 2020 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Врио бьет по своим, Коммерсантъ (2020-07-25). 2020 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Дегтярев заявил о провокаторах из Грузии на акциях в Хабаровске, Коммерсантъ (2020-07-30). 2020 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Врио хабаровского губернатора Дегтярев сохранит команду Фургала (2020-07-30). 2020 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Дегтярев уволил трех человек из команды Фургала, Коммерсантъ (2020-07-24). 2020 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Дегтярев уволил главу минздрава Хабаровского края, Коммерсантъ (2020-09-01). Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ Дегтярев пожаловался на саботаж со стороны хабаровских министров, Forbes (2020-09-01). Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ ЛДПР выдвинула Дегтярева на выборы губернатора Хабаровского края. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
- ^ Хабаровское отделение ЛДПР выдвинуло Дегтярева на выборы губернатора (выр.). РИА Новости. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
- ^ Дегтярев победил на выборах главы Хабаровского края. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Егор Измалкин. Дегтярев выиграл выборы губернатора Хабаровского края в первом туре (выр.). Пятый канал. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Дегтярев вступил в должность губернатора Хабаровского края (выр.). Interfax.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 15.11.2021 № 653 ∙ Официальное опубликование правовых актов ∙ Официальный интернет-портал правовой информации. publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ.
- ^ Дегтярев рассказал, чем займется на посту главы Минспорта. РБК (12 ҫӑвӑн 2024).
- ^ Госдума утвердила Дегтярева на пост главы Минспорта. РИА Новости (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Михаил Дегтярёв провел встречу с министром просвещения Кравцовым и обсудил создание единой школьной лиги (выр.). Матч ТВ (16 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ Михаил Дегтярёв: горжусь, что я и моя семья стали хабаровчанами. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Council Implementing Regulation (EU) No 810/2014 of 25 July 2014 , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнчи копийӗ//EUR-Lex
- ^ Михаил Дегтярев попал в «черный список» ЕС , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи акан 10-мӗшӗнчи копийӗ//Коммерсант
- ^ Дегтярев: «Санкции ЕС — это конец свободной Европы» , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗнчи копийӗ//Известия
- ^ Австралия обнародовала фамилии россиян из нового санкционного списка , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнчи копийӗ//РБК
- ^ Autonomous Sanctions (Designated Persons and Entities and Declared Persons — Ukraine) Amendment List 2014 , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнчи копийӗ//ComLaw
- ^ Правительство Швейцарии расширило санкционный список против РФ , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнчи копийӗ//ИТАР-ТАСС
- ^ Канада расширили санкционный список в отношении России , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнчи копийӗ//РИА Новости
- ^ The United States Takes Sweeping Actions on the One Year Anniversary of Russia’s War Against Ukraine. United States Department of State (24 нарӑсӑн 2023).
- ^ ЕС снял санкции с четырех россиян. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Швейцария исключила из санкционного списка семерых россиян (2025-03-20). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Михаил Владимирович Дегтярёв, Официальный сайт Правительства Хабаровского края. 2021 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2021 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 4 апреля 2014 года № 96-рп. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 25 сентября 2014 года № 309-рп «О поощрении». Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ.
- ^ Михаил Дегтярев (выр.). РИА Новости. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Патриарх Кирилл наградил министра спорта РФ церковным орденом Александра Невского (2025-08-27). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Профиль VII созыва , VI созыва на сайте Государственной Думы