Файзуллин Ирек Энварович

Файзуллин Ирек Энварович (ҫур. 1962 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ, Хусан) — Раҫҫейри патшалӑх ӗҫченӗ, 2020 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнчен Раҫҫей Федерацийӗн строительствӑпа коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ[1].

Маларах, 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен, РФ строительствӑпа коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ[2][3][4]. Файзуллин министерствӑна тӑватӑ ҫул ертсе пынине ӑнӑҫлӑ тесе йышӑннӑ, 2024 ҫу уйӑхӗнче РФ правительствин ҫӗнӗ йышне йӗркеленӗ чухне ӑна ҫӗнӗрен федераци министрӗн должноҫӗнче ҫирӗплетнӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1985 ҫулта Ирек Файзуллин Хусанти инженерипе строительство институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, «промышленноҫпе граждансен строительстви» специальноҫӗ алла илнӗ; экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ; доцент. Унтан 35 ҫул хушши вӑл хӑйӗн карьерине Тутарстанра тунӑ.

1985—1989 ҫулсенче Хусанти инженерипе строительство институчӗн металл конструкцисемпе сооруженисене тӗрӗслевӗн кафедрин инженерӗ, аслӑ инженерӗ. 1989—1993 ҫулсенче — «Татстройпроект» проектпа строительство организацийӗн тӗп инженерӗ, директорӗ. 1993—1995 ҫӳлсенче — «Татстройпроект» АО правлени председателӗ. 1995—1997 ҫулсенче — «Казстройдекор» ХАО правлени председателӗ. 1997—2002 ҫулсенче — «Татавтодор» ГПРСО пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ.

2002–2005 ҫулсенче Файзуллин «Патшалӑхӑн территорири пуҫ пулса тӑракан «Татинвестгражданпроект» проектпа тӗпчевӗн ӑслӑлӑхпа производство фирми» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗн тӗп директорӗ пулса ӗҫленӗ.

2005–2010 ҫулсенче Тутарстан Республикин строительство, архитектура тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ, Тутарстан Республикин тӗп архитекторӗ, «Татинвестгражданпроект» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн тӗп директорӗ пулнӑ.

2010–2020 ҫулсенче Файзуллин Тутарстан Республикин строительство, архитектура тата ҫур-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулнӑ, Тутарстан Республикин тӗп архитекторӗн вырӑнне йышӑннӑ.

2020 ҫулта — РФ Строительствӑпа коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ — РФ Регионсен аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн президиум (штаб) председателӗн ҫумӗ[2].

2020 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗн хушӑвӗпе Файзуллина Раҫҫей Федерацийӗн строительствӑпа коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ пулма лартнӑ. 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Патшалӑх Думи ӑна РФ Строительствӑпа коммуналлӑ хуҫалӑхӗн министрӗн вырӑнӗнче тепӗр хут ҫирӗплетнӗ[5], ҫав кунах Путин президент ӑна ҫак вырӑна лартасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ[6][2].

2020 ҫултанпа Файзуллин — «Раҫҫей чукун ҫулӗсем» УАО директорсен канашӗн пайташӗ[2][7].

Раҫҫейӗн мотоцикл спорчӗн федерацийӗн попечительсен канашӗн председатель ҫумӗ[2].

Ҫемье

Ирек Файзуллин авланнӑ, ывӑлпа хӗр пур.

Хисепӗсем

  • «Дагестанӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн» медаль (2024 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ) — Дагестан Республикин экономика вӑйне аталантарас ӗҫре самай тӳпе хывнӑшӑн тата патшалӑх ӗҫ-хӗлӗнче тивӗҫлӗ ӗҫленӗшӗн[8].
  • Раҫҫей Федераци Правительствин Хисеп хучӗ (2024 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ) — 2023 ҫулта Санкт-Петербург хулинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери III строительство чемпионатне хатӗрлес тата ирттерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[9].
  • «Астрахань облаҫӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2024 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ) — Аҫтӑрхан облаҫӗн социаллӑ-экономика аталанӑвне тухӑҫлӑ пулӑшу кӳнӗшӗн[10][11];
  • III степеньлӗ «Калуга облаҫӗ умӗнчи уйрӑмах пысӑк тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (2024 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ) — Калуга облаҫӗн социаллӑ-экономика аталанӑвне ӳсӗм кӳрекен уйрӑмах пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн[12];
  • Раҫҫейӗн хисеплӗ строителӗ;
  • Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ;
  • Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ строителӗ;
  • Туслӑх орденӗ;
  • Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министерствин «Ҫар туслӑхне ҫирӗплетнӗшӗн» медалӗ;
  • Раҫҫей строителӗсен пӗрлӗхӗн «Строитель мухтавӗ» хисеп палли;
  • «Тутарстан Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден[13].

Кӑсӑклӑ фактсем

Ирек Файзуллин пулӑ тытма тата сунара ҫӳреме юратать.
Политик — профильлӗ пӗлӳпе тата специальность тӑрӑх ӗҫленӗ опытпа строительство министрӗ пулма тивнӗ пӗрремӗш ҫын. Унччен ку постпа Михаил Мень (режиссер, юрист) тата Владимир Якушев (экономист, юрист) йышӑннӑ.
Чиновник РЖД директорӗсен канашӗн йышне кӗрет[14].

Ӑнлантарусем

  1. ^ ТАСС. Файзуллин назначен врио главы Минстроя (2020-11-09). 2020 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Файзуллин, Ирек Энварович. 2022 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
  3. ^ РБК. Изменения в правительстве. Что известно про новых кандидатов в министры (2020-11-09). 2020 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
  4. ^ Комсомольская правда. Экс-министр Татарстана Ирек Файзуллин выдвинут на пост главы Минстроя РФ (2020-11-09). 2020 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
  5. ^ Госдума утвердила Файзуллина на пост министра строительства и ЖКХ. РИА "Новости" (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  6. ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  7. ^ Совет директоров ОАО «РЖД»
  8. ^ Указ Главы Республики Дагестан от 13 сентября 2024 года № 115 «О награждении медалью «За вклад в социально-экономическое развитие Республики Дагестан» Файзуллина И.Э.» Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
  9. ^ Распоряжение Правительства Российской Федерации от 02.10.2024 № 2733-р ∙ Официальное опубликование правовых актов (выр.). publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  10. ^ Министр строительства и ЖКХ Файзуллин получил медаль ордена (выр.). ast.mk.ru (12 пушӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  11. ^ Распоряжение Губернатора Астраханской области от 11.03.2024 №175-р «О награждении медалью ордена «За заслуги перед Астраханской областью» Файзуллина И.Э.» (выр.). pravo-astrobl.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
  12. ^ Постановление № 453 от 20 августа 2024 года О награждении медалью Калужской области «За особые заслуги перед Калужской областью» (выр.). docviewer.360.yandex.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
  13. ^ Файзуллин Ирек Энварович (выр.). minstroyrf.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  14. ^ Ирек Файзуллин (выр.). 24СМИ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.