Колокольцев Владимир Александрович

Колокольцев Владимир Александрович (ҫур. 1961 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ, Нижний Ломов[d], Пенза облаçĕ) — Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ, правӑна сыхлакан органсен ертӳҫи. 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен — Раҫҫей Федерацийӗн шалти ӗҫсен министрӗ[1]. Раҫҫей Федерацийӗн полици генералӗ (2015)[2]. Раҫҫей Федерацийӗн шалти ӗҫсен органӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (2005). 2012 ҫултанпа — Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх канашӗн яланхи членӗ.

Унччен — 2009 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 2011 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗччен Мускавӑн шалти ӗҫсен тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ. 2011 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗччен Раҫҫей ШӖМӗн Мускав енӗпе ӗҫлекен тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ[3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Владимир Колокольцев 1961 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Пенза облаҫӗнчи Анат Ломов хулинче рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Погрузчик водителӗнче, кайран Пенза облаҫӗнчи «Власть труда» фанера завочӗн котельнӑй цехӗнче насус установкин машинистӗнче ӗҫленӗ. 1979 ҫулта ҫара илнӗ, СССР тата Афганистан чиккинчи чикӗ ҫарӗсенче хӗсметре тӑнӑ.

1982 ҫулта Колокольцев шалти ӗҫсен органӗсен Мускавра аккредитациленӗ ют патшалӑхсен дипломати представительствисене сыхлакан милици уйрӑмне ӗҫе вырнаҫнӑ. 1984 ҫулта Мускаври Гагарин райӗҫтӑвкомӗн УВД милицин патрульпе пост службин уйрӑм батальонӗн взвод командирне лартнӑ.

1985 ҫулта Колокольцев СССР ШӖМӗн ВЛКСМ 60 ҫул тултарнӑ ячӗллӗ Аслӑ политика училищине вӗренме кӗнӗ, ӑна 1989 ҫулта хӗрлӗ дипломпа вӗҫленӗ. Училище пӗтерсен Мускава таврӑннӑ, Мускаври Кунцево райӗҫтӑвкомӗн шалти ӗҫсен управленийӗн уголовнӑй шырав пайӗн оперуполномоченнӑйӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Каярахпа Мускаври милицин 20-мӗш уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ, унтан — милицин 8-мӗш уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ.

1992 ҫулта Колокольцев Мускав ГУВД 2-мӗш пайӗн аслӑ оперуполномоченнӑйӗ пулса уголовнӑй шырав управленине куҫнӑ. 1993 ҫул пуҫламӑшӗнче Мускаври милицин 108-мӗш уйрӑмӗн пуҫлӑхне лартнӑ.

1995 ҫулта Тӗп административлӑ округӑн 2-мӗш РУВД уголовнӑй шырав управленийӗн пуҫлӑхӗн должноҫне лартнӑ. 1997 ҫулта Колокольцев Раҫҫей ШӖМӗ(выр.)чăв. ҫумӗнчи Мускаври РУОП регионти 4-мӗш пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. 1999 ҫулта Раҫҫей ШӖМӗн йӗркеленнӗ преступноҫпа кӗрешекен Тӗп управленийӗ ҫумӗнчи организациленнӗ преступноҫпа кӗрешекен регионти Тӗп регион управленийӗн Кӑнтӑр-Тухӑҫ административлӑ округӗпе регионти оперативлӑ шырав бюровӗн пуҫлӑхӗн должноҫне лартнӑ.

2001 ҫулта Раҫҫей ШӖМӗн Тӗп федераллӑ округри тӗп управленийӗн оперативлӑ-шырав бюровӗн 3-мӗш пайӗн пуҫлӑхне лартнӑ. 2003 ҫулта бюро пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. 2007 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Орёл облаҫӗнчи шалти ӗҫсен управленийӗн пуҫлӑхне лартнӑ[4][5]. Облаҫра ӗҫленӗ тапхӑрта икӗ вице-губернатора — Кочуевпа Сошникова, ҫавӑн пекех область администрацийӗн подразделенийӗсен темиҫе пуҫлӑхне айӑпланӑ[6]. Ҫавӑн пекех «воробьёвсем» текен ОПГ хӑш-пӗр хастарӗсене тытса тӗрмене хупнӑ. 2009 ҫулхи ака уйӑхӗнче Колокольцева Раҫҫей ШӖМӗн Уголовлӑ шырав департаменчӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ[7].

2009 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе Мускаври шалти ӗҫсен тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма ҫирӗплетнӗ[8]. Колокольцев отставкӑна янӑ Владимир Пронина(выр.)чăв. улӑштарнӑ. Маларах, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, «Царицыно» ОВД пуҫлӑхӗ Денис Евсюков Мускаври супермаркетра пеме тытӑннӑ хыҫҫӑн Пронина должноҫран кӑларнӑ. Колокольцева лартиччен тӑватӑ уйӑха яхӑн ГУВД пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пӗрремӗш ҫумӗ Александр Иванов пурнӑҫланӑ[6].

2010 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Колокольцева «милици генерал-лейтенанчӗ» ятарлӑ звани панӑ[9].

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2011 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Колокольцева полици генерал-лейтенанчӗ ятарлӑ звани панӑ[10], Раҫҫей ШӖМӗн Мускав хулинчи тӗп управленийӗн пуҫлӑхне лартнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Владимир Колокольцева РФ шалти ӗҫсен министрне лартнӑ[11][12], вӑл ертсе пынипе право хуралӗн тытӑмӗн реформи малалла тӑсӑлнӑ.

Правительствӑна 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче отставкӑна янӑ хыҫҫӑн, Колокольцева 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Михаил Мишустинӑн ҫӗнӗ кабинетӗнче каллех министр должноҫне сӗннӗ. Ҫӗнӗрен ШӖМ пуҫлӑхӗн вырӑнне 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ[13].

Ытти постсем

  • Наркотика хирӗҫ патшалӑх комитечӗн председателӗ (2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен, должноҫпа).
  • Правительствӑн право йӗркине пӑсассипе профилактика ӗҫӗн комиссийӗн пуҫлӑхӗ (2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен).
  • РФ Президенчӗ ҫумӗнчи коррупципе кӗрешекен тата РФ Президенчӗ ҫумӗнчи физкультурӑпа спорта аталантарас енӗпе ӗҫлекен канашсен пайташӗ (иккӗшӗ те — 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен).
  • РФ Ҫарпа промышленность комиссийӗн пайташӗ (2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен)[3].

Санкцисем

2018 ҫултанпа Колокольцева хирӗҫ АПШ санкцисем йышӑннӑ, 2022 ҫулта Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан — Канада, Евросоюз, Аслӑ Британи, Швейцари, Австрали, Япони тата Ҫӗнӗ Зеланди санкцисем йышӑннӑ.

Санкцисене пӑхмасӑр, 2018 ҫулта Колокольцев АПШна ООН ирттерекен мероприятисене хутшӑнмашкӑн ҫитнӗ, ун чухне ним тумхахсӑрах америка визине илнӗ. 2022 ҫулта Колокольцев ертсе пыракан Раҫҫей ШӖМӗн делегацине АПШ виза паман, ҫавӑнпа вӑл ООНа полици службисен пуҫлӑхӗсен саммитне килеймен. 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Колокольцев Нью-Йорка ООН пайташӗ патшалӑхсен полици органӗсен ертӳҫисен IV саммитне хутшӑнма вӗҫсе килнӗ. АПШ Госдепӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Раҫҫейри вӑй ведомствисен пуҫлӑхӗсем тӗлӗшпе санкцисене вӑхӑтлӑх чарса лартнӑ. АПШ ООН ҫумӗнчи элчелӗхӗнче виза парас енӗпе хӑйсен обязательствисем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнине ӑнлантарса панӑ. АПШ Госдепӗнче ООН мероприятийӗсене хутшӑнакан делегацисене виза пама тивӗҫ пулнине палӑртнӑref>Колокольцев прилетел в Нью-Йорк. 2024 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ. </ref>.

Критика

  • 2013 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Колокольцев НТВ каналӑн «Сегодня. Итоговая программа» кӑларӑмӗнче Кирилл Позднякова панӑ интервьюра йывӑр преступленисемшӗн тата террористсем тӗлӗшпе Раҫҫейре вӗлермелли приговора тавӑрассине хирӗҫ нимӗн те курманнине пӗлтернӗ, ҫапла каланӑ:

«Боюсь навлечь на себя гнев противников смертной казни, но если не как министр, а как простой гражданин, я не видел бы ничего предосудительного [в таком наказании] для подобного рода преступников».

Ҫак заявление Ҫырчаллинчи 8 ҫулхи Василиса Галицынӑна вӑрланӑ тата вӗлернӗ, Чечняра тепӗр хӗрачана вӑрланӑ тата вӗлернӗ хӑрушӑ преступленисем тунӑ хыҫҫӑнхи общество резонансне кура тунӑ. Ун сӑмахӗсене «Панулми» парти сивленӗ, партин сайтӗнче министра отставкӑна яма сӗнсе каланӑ[14], тепӗр енчен, идейӑна тата министрӑн хӑйӗн шухӑшне пӗлтерме ирӗк пуррине ырласа калакансем те йышлӑ пулнӑ.

  • Колокольцев — юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, диссертаци теми — «Обеспечение государственных интересов России в контексте концепции национальной безопасностисти» (2005)[15]. Диссернет тишкерӗвӗпе килӗшӳллӗн, Колокольцевӑн доктор диссертацийӗнче тӑватӑ диссертацирен ҫырса илнӗ вырӑнсем пур[16].

Ҫемье

Авланнӑ, икӗ ача пур.

  • Арӑмӗ — Вера Ивановна Колокольцева.
  • Ывӑлӗ — Александр Владимирович Колокольцев (1983), предприниматель[17].
  • Хӗрӗ — Екатерина Владимировна Колокольцева (1988), МГИМО вӗренсе пӗтернӗ.

Кинороль

1994 ҫулта Колокольцев «На углу, у Патриарших» детективлӑ телесериалти оперативлӑ уполномоченнӑйӑн эпизодлӑ ролӗнче ӳкерӗннӗ[18].

Званисем

  • Милици генерал-майорӗ (2008, пуш, 5).
  • Милици генерал-лейтенанчӗ (2010, ҫӗртме, 10).
  • Полици генерал-лейтенанчӗ (2011, пуш, 24)[19].
  • Полици генерал-полковникӗ (2013, ҫӗртме, 12)[20].
  • Раҫҫей Федерацийӗн полици генералӗ (2015, чӳк, 10-мӗшӗ)[21].

Хисепӗсем

Патшалӑх

  • «Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӑн III тата IV степенӗсем;
  • Раҫҫей Федерацийӗн шалти ӗҫсен органӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ[22];
  • «Обществӑлла йӗркелӗхе сыхлассинче палӑрнӑшӑн» медаль;
  • Александр Невский орденӗ (2014)[23].

Ведомство

  • «ШӖМӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» кӑкӑр палли.
  • «Службӑра хастарлӑхшӑн» медаль (ШӖМ).
  • «Службӑра палӑрнӑшӑн» медалӗн I тата II степенӗсем (ШӖМ).
  • «Кӑлтӑксӑр службӑшӑн» медалӗн III степенӗ .
  • «Управлени ӗҫӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медалӗн II тата III степенӗсем (ФСКН) .
  • «Раҫҫей ШӖМӗ 200 ҫулта» медаль (ШӖМ).
  • «Ҫар туслӑхӗшӗн» медаль (ФСО).
  • «Пулӑшушӑн» медаль (Раҫҫей ГФСӗ).
  • «Уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ патшалӑх объекчӗсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерес ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн» медаль (МЧС).
  • «Ҫар туслӑхӗшӗн» медаль (ШӖМ).
  • «Раҫҫей ШӖМӗ 200 ҫулта» кӑкӑр палли (ШӖМ).

Чиркӳ

  • Преподобный Сергий Радонежский орденӗн II степенӗ (Вырӑс Православи чиркӗвӗ, 2012)[24];
  • Сӑваплӑ благоверный аслӑ кнеҫ Димитрий Донской орденӗн I степенӗ (Вырӑс Православи чиркӗвӗ, 2022) — чиркӳпе патшалӑх хутшӑнӑвӗсене ҫирӗплетессинче тӳпе хывнӑшӑн тата ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ май[25].

Регионсен

  • «Мускав хулишӗн XX ҫул пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫленӗшӗн» паллӑ (2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗ).
  • «Мускав 850 ҫул тултарнине асӑнса» медаль.
  • Анат Ломов хулин хисеплӗ гражданинӗ.
  • Орёл облаҫӗн хисеплӗ гражданинӗ (2018)[26].
  • «Карели Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗ) — Карели Республикипе унӑн ҫыннисем умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн, республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата республика йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрлекен патшалӑх комиссийӗн йышӗнче хастар ӗҫленӗшӗн[27].

Ют ҫӗршыврисем

Кӑсӑкланӑвӗсемпе хоббисем

Министрӑн сӑнарлӑ ӳнерпе питӗ кӑсӑкланнӑ. Владимир Колокольцев хӑй те хобби шайӗнче картинӑсем ӳкернӗ, анчах вӑхӑт ҫитменнипе вӑл унпа нумаях аппаланайман. Мотогонкӑсене, уйрӑмах, каҫхи трасса тӑрӑх кирлӗ чухлӗ хӑвӑрт ҫӳреме юратать. Кану вӑхӑтӗнче кӳлӗсемпе юханшывсем ҫинче пулӑ тытма юратать, ҫаван пекех сунара ҫӳрет: Ярославль облаҫӗнче унӑн хӑйӗн сунар хуҫалӑхӗ пур[29].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Правительство РФ подало в отставку (2020-01-15). 2025 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  2. ^ Указ Президента Российской Федерации от 10.11.2015 г. № 554. 2025 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Колокольцев, Владимир Александрович. 2023 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  4. ^ Указ Президента Российской Федерации от 15.01.2007 г. № 33. 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  5. ^ В УВД Орловской области назначен новый начальник(паллӑ мар). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Начальником ГУВД Москвы назначен экс-глава УВД Орловской области - Российская газета (2009-09-08). 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  7. ^ Указ Президента Российской Федерации от 08.04.2009 г. № 365. 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  8. ^ Указ Президента Российской Федерации от 07.09.2009 г. № 1013. 2025 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  9. ^ Главе ГУВД Москвы Колокольцеву присвоено звание генерал-лейтенанта. РИА Новости (11 ҫӗртмен 2010). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  10. ^ Указ о назначении начальника Главного управления МВД по Москве и Министра внутренних дел по Чеченской Республике. 2012 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  11. ^ Указ Президента Российской Федерации от 21.05.2012 г. № 645. 2024 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  12. ^ Владимир Колокольцев назначен министром внутренних дел РФ - Российская газета (2012-05-21). 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  13. ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  14. ^ Алексей Мельников: Колокольчик смертной казни | Партия ЯБЛОКО. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
  15. ^ Глава МВД представил Владимира Колокольцева личному составу. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  16. ^ «Сплошные совпадения» генерала Колокольцева привели в Петербург. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  17. ^ Сын министра внутренних дел оказался бизнесменом. 2025 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  18. ^ На углу у Патриарших (1995). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  19. ^ Указ Президента Российской Федерации от 24.03.2011 г. № 350 «О присвоении специального звания высшего начальствующего состава сотрудникам органов внутренних дел Российской Федерации и назначении на должность сотрудников органов внутренних дел Российской Федерации»
  20. ^ Указ Президента Российской Федерации от 12.06.2013 г. № 556 «О присвоении воинских званий высших офицеров, специальных званий высшего начальствующего состава, высших специальных званий и классных чинов»
  21. ^ Указ Президента Российской Федерации от 10.11.2015 г. № 554 «О присвоении специального звания Колокольцеву В. А».
  22. ^ Колокольцев Владимир Александрович (выр.). xn--b1aew.xn--p1ai. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
  23. ^ Фото Министра внутренних дел РФ генерала полиции Российской Федерации В. А. Колокольцева с орденскими планками. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
  24. ^ Официальный сайт Русской Православной Церкви / Патриархия.ru. Патриархия.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.
  25. ^ Официальный сайт Русской Православной Церкви / Патриархия.ru. Патриархия.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.
  26. ^ Владимир Колокольцев стал «Почетным гражданином Орловской области» (выр.). "ВЕЧЕРНИЙ ОРЁЛ". Орловская электронная газета (21 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 26-мӗшӗ.
  27. ^ Указ Главы Республики Карелия от 08.06.2020 № 58 ∙ Официальное опубликование правовых актов (выр.). publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ.
  28. ^ Колокольцев Владимир Александрович
  29. ^ Владимир Колокольцев Министр внутренних дел России (выр.). Свободная пресса -общественно-политическое интернет- издание. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем