Пенза облаçĕ
Пенза облаçĕ, — Раççей Федерацин субъекчĕ[1]. РФ Европăри пайĕнче вырнаçнă, Атăлçи федераци тăрăхне кĕрет.
Администраци центрĕ — Пенза хула.
Географи
- Çак категорин тĕп статьи çук — Пенза облаçĕн географийĕ. Ăна çырса Эсир проекта пулăшма пултаратăр.
Географи
Лаптăкĕ 43,3 пинĕ тăваткал çухрăм.
Пурăнан халăх
Халăх йышĕ 1 млн 422,7 пинĕ çын (2005). Халăх йышлăхĕ: 32,9 çын/тăваткал çухрăм (2005), хулара: 65,6 % (2005).
Чăвашсен йышĕ — 8595 çын (2010 çул). Илемлĕ ту чăваш ялĕ вырнаçнă. "Асамат" фольклор ушкăнĕ пур. Пенза облаçĕн Чăваш наци тата культура центрĕ (2003 çултанпа) ĕçлет, ертӳçи — Николай Чирков.
Наци йышĕ
Пурăнан халăх йышĕнче чылайрахăшĕ — вырăссем. Пысăк этнос ушкăнĕсем — тутарсемпе ирçĕсем.
Тĕп халăхсем, 1939—2010 пурăнан халăха çырнипе
| Халăх | 1939[2] | 1959[3] | 1970[4] | 1979[5] | 1989[6] | 2002[7] | 2010[8] |
|---|---|---|---|---|---|---|---|
| Вырăссем | 1 484 300 (86,8 %) | 1 311 909 (86,9 %) | 1 323 489 (86,2 %) | 1 306 093 (86,5 %) | 1 296 143 (86,1 %) | 1 254 680 (86,4 %) | 1 165 668 (86,8 %) |
| Ирçĕсем | 132 752 (7,8 %) | 109 442 (7,2 %) | 106 485 (6,9 %) | 95 718 (6,3 %) | 86 370 (5,7 %) | 70 739 (4,9 %) | 54 703 (4,1 %) |
| Тутарсем | 64 660 (3,8 %) | 62 224 (4,2 %) | 74 835 (4,9 %) | 78 236 (5,2 %) | 81 307 (5,4 %) | 86 805 (6,0 %) | 86 431 (6,4 %) |
| Чăвашсем | 7535 (0,4 %) | 6050 (0,4 %) | 7433 (0,5 %) | 7121 (0,5 %) | 7075 (0,5 %) | 6738 (0,5 %) | 8595 (0,7 %) |
Хулисем
- Беднодемьяновск
- Белински
- Хулаш
- Заречнăй
- Каменка
- Кузнецк
- Анат Ломов
- Никольск
- Пенза
- Çăрттанлă
- Сурск
Паллă çынсем
- Скумин, Виктор Андреевич – вырӑс ăсчахĕ, пĕрлĕхлĕх ĕçченĕ, медицина ăслăхĕсен тухтăрĕ, педагогика тата психологи профессорĕ, „Сывлӑх патне культура урлӑ“ халӑхсен хушшинчи пĕрлĕхлĕ юхӑмăн президенчĕпе пуçласа яраканĕ.
Ӑнлантарусем
- ^ Калуцкова Н.Н., Горячко М.Д. и др. . — Мускав: Научное издательство «Большая российская энциклопедия». — Т. 25. П - Пертурбационная функция. — С. 557-567. — 764 с. — 26 000 экз. — ISBN 978-585270-362-0.
- ^ Демоскоп Weekly — Приложение. Справочник статистических показателей
- ^ Демоскоп Weekly — Приложение. Справочник статистических показателей
- ^ Демоскоп Weekly — Приложение. Справочник статистических показателей
- ^ Демоскоп Weekly — Приложение. Справочник статистических показателей
- ^ Демоскоп Weekly — Приложение. Справочник статистических показателей
- ^ Демоскоп Weekly — Приложение. Справочник статистических показателей
- ^ Информационные материалы об окончательных итогах Всероссийской переписи населения 2010 года 2012 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ.