Мари Эл (улăхри мариМарий Эл, ту çинчи мариМары Эл, выр.Марий Эл) — Раççейĕн Европа пайĕн варринче вырнаçнă республика. Тĕп хули — Йошкар-Ола. Мари Эл шутне 3 распубликă хули, пĕр район хули, 14 район, 16 хула евĕр поселокĕ, 180 ял тăрăхĕ тата 1632 ял кĕрет.
Атăлăн сылтăм çыранĕнче республикăн 14 районĕнчен пĕри кăна — Туçи Мари — вырнаçнă. Вăл Атăлçи çӳллĕшĕн кăнтăр айккине йышăнать. Кунта Атăла юпписем — Сăр, Сумка, Ункă, Кĕçĕн Ункă, Сĕнтĕр — юхса кĕреççĕ.
Атăл çинче республика çĕрĕнче Шупашкар тата Куйбышев шывуправĕсем пур.
Климат вăтам континентлă, тăсăлуллă сивĕ хĕлпе ăшă çу. Çуллахи вăтам температура +18...20 °С. Чи шăрăх çанталăк — утăн варринче. Сывлăш +24...28 °С çити вĕриленет. Кĕркунне çанталăк нӳрĕк сивĕ, касăм çумăрлă, çиллĕ. Ирех шăн илнипеюр çуни те пулать. Чӳк — чи çи-тăвăл уйăхĕ. Хĕл, яланхилле, чӳк уйăхĕнче тапранать. Хĕллехи вăтам температура −18...-19 °С. Чи сивĕ уйăх — кăрлач. Мари Эл Республикинче тĕрлĕ тĕслĕ хĕллехи спортпа: йĕлтĕрпе, конькипе хăтланма ансат. Çуркунне, пĕтĕмĕшле, сивĕрех типĕ.
Республикăра çын тĕкĕнмен тайга çут çанталăкĕ сыхланса юлнă, кунта республикăри хула тата кӳршĕ çĕрсенчи халăх чунна кантарма килет. Çуран çулçӳрев, ут маршручĕ чылай, кулленех шыв тăрăх байдаркăпа Мăн Кокшага анаççĕ , кӳлĕсем (Яльчик, Таир) тата юханшывсем çинче кану çурчĕсене, санаторисене тата çуллахи лагерьсене туса лартнă.
Йошкар-Олапа Волжск хулисенче, çаплах Йошкар-Ола хутлăхĕнче тата республикăн анăç çĕренче вырăссем чылайрах. Ялсенче мари халăхĕ йышлă, Туçи Мари районĕнче — туçи марисем, вĕсем чĕлхепе те, культурипе те улăх марисенчен уйрăлса тăраççĕ. Чăваш Утар районĕнче темиçе чăваш ялĕ вырнаçнă.
Финн-укăр йăхĕсем хальхи Раççейĕн анăçри, çурçĕрти тата варринчи территоринче сĕм тахçанах пурăннă. Мари Эл çĕрĕнче пирĕн эрăччен пĕрремĕш пинçуллăх вăхăтĕнчи археологи япалисем тупнă. Çапла, çармăс çырăвĕпе (тиште) хуçалăх ĕçĕсенче çех усă курнă, тутар çыру çăлкуçĕсене Хусана илнĕ чух çунтарса янă, çавăнпа Вăтам Атăлçи кун-çулĕн пур çыру пĕлтерӳлĕхне вырăс чĕлхипе çырнă.
IX ĕмĕртенпе çармăссем çавăн пекех тухăçалла куçса пыракан Кейӳ Руçĕн славян йăхĕсемпее тĕл пулнă, анăç çармăс çĕрĕсенче Ростов, Галич, Ярославль, Суздаль, Улатимĕр хулисене тата 1221 çулта Чулхулана туса лартнă. Майĕпен анăç çармăссем христиан тĕнне кĕрсе славянланаççĕ, килĕшменнисем мари енĕн варрине тарса каяççĕ. Вăтам ĕмĕрсем тапхăрĕнче яланхилле вырăс-тутар хирĕçĕвĕсем çармăс çĕрĕнче (кун чух çармăссем тутар енче çапăçнă) пулса иртеççĕ. Малтан тутарсемпеçармăссем çĕнтерсе пыраççĕ, анчах та Хаяр Иван вăрçă тапратать: 1551 çулта туçи çармăс (Атăлăн сылтăм çыранĕ) çĕрĕсем Мускав айне пулаççĕ, 1552 çулат патша çарĕсем Хусана илеççĕ, йăлăм çармăссем Мускава куланай тӳлеме тытăнаççĕ. Хыççăн колонизаци тапхăрĕ пуçланать: çапла, 1555 çулта Шупашкар, 1583 — Чикмĕ, 1584 — Царевококшайск (халĕ Йошкар-Ола) хулисене никĕслеççĕ.
Хĕстерсе христианланине пула çармăссем ялсене пушă хăварса вăрмана тараççĕ. Петре Первом мари халăхне çара хĕсмете илеççĕ, территорие тĕпчеме тытăнаççĕ, кириллица шрифчĕпе мари чĕлхи нче пĕрремĕш çыру ĕçесем çуралаççĕ. Пĕрремĕш мари Пуцек-Григорович грамматики1775 çулта çутта тухать. Пурнăç лару-тăрăвĕ çапах йывăр тăрать, 1775 çулта çармăссем кар тăрса Пăкач пăлхавнее хутшăнаççĕ.
1872 çулта атăлçи халăхсене, çармăссене çав шутра, вĕрентес тĕллевпе Хусанри вĕрентӳçĕсен семинарийĕ уçăлать. Çакăн хыççăн халăх чĕрĕлме тытăнать, мари шкулĕсем уçăлаççĕ, çармăс чĕлхипе кĕнекесем, çав шутра вĕренӳ кĕнеки те, пичетленеççĕ.
1920-мĕш çулсенче икĕ тан шайлă чĕлхе литература виçине: йăлăм мари чĕлхи тата туçи мари чĕлхи йышăнаççĕ. 1930-мĕш çулсенче, ытти наци республикисенчи пекех, наци интеллигенцине пурне те тенĕ пекех, пĕтернĕ. Майĕпен çармăссем республикăра сахал йышлă халăх вырăнне ӳкеççĕ, политика пусăмне пула çармăс чĕлхине вырăс чĕлхи ылмаштарать.
Мари Элре республика хушшинчи шайра 1 аэропорт пур. Республикăра чукун çул вокзалĕ тата икĕ автовокзал, 14 чукун çул чарăнăвĕ, 51 пассажир автобус чарăнăвĕ, Чикмере Атал çинчи юханшыв порчĕ, тăватă вырăнти порт, баржăна тиемелли-антармалли хатĕр вырăн. АтӑлпаВетлуга тăрăх карап çӳрет.
Ертсе пыракан промăçлă пайĕ — машина тăвасси тата металл хатĕрлесси (металл касакан хатĕр-хĕтĕр, приборсем, автоматизаци хатĕрĕсем, сутă-илӳ тата этем пĕрлĕ апатлану предприятисем, вăрман, йывăç тăвасси тата целлюлоза-хут, çăмăл тата апат-çимĕç (аш-какайпа сĕт-çу). Паллă промăç тĕпĕсем —Йошкар-Ола, Волжск.