Ветлуга (юханшыв)
Ветлуга ((ту çинчи мари Вӹтлӓ; улăхри мари Вӱтла, маларах Энер[çăлкуç?])) — Раççейĕн тĕп пайĕ тăрăх юхакан юханшыв, Атӑл юппи. Юханшыв Киров, Кострома, Чулхула облаçĕсем тата Мари Эл республики тăрăх юхать.
Юханшыв тăршшĕ 889 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 39 400 çх2. Атăла юхса кĕнĕ вырăнта пĕр çеккунтра 255 м3 шыв юхать.
Ытларах енĕпе юр шывĕпе тулать. Чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче пăрланса ларать те ака уйăхĕнче пăртан тасалать.
Тавралăхĕ
Юпписем
Ял-хуласем
Юханшыв хĕрринче Шарьйăпа Ветлуга ятлă хуласем, Варнавино, Ветлужски, Хĕрлĕ Бак, Воскресенски хула евĕрлĕ посёлоксем вырнаçнă. Шупашкар шывуправне юхса кĕнĕ вырăнта Юрино хула евĕрлĕ посёлок ларать.
Ӑнлантарусем
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 10. Верхне-Волжский район / под ред. В. П. Шабан. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 528 с.
Вуламалли
Каçăсем
Ветлуга в «Словаре современных географических названий»( ӗҫлемен каҫӑ)
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |