Киров облаçĕ

Киров облаçĕ (выр. Кировская область) — Раҫҫей Федерацийӗн субъекчĕ. Атăлçи федераци тăрăхне кĕрет.

Территорийĕ — 120,8 пин çм²
Облаçри халăх йышĕ — 1426,9 пин çын (2006). Йышлăхĕ: 11,8 çын/çм² (2007), хулара: 71,7 % (2007). Ӗçлекен халăх йышĕ — 911 пин çын.

Кунта вырăссем — 91,8 %, марисем — 2,6 %, тутарсем — 2,2 %, удмуртсем — 1,4 % тата ыттисем пурăнаççĕ.

Администраци центрĕ — Киров хули.

Кун-çулĕ

Киров облаçне Чулхула енчен уйăрса раштав, 7 1934 çулта туса хунă. 1936 çулчен— Киров крайĕ шутланнă, 1936, раштавран — Киров облаçĕ пулать.

Климат

Климат облаçре лăпă континентлă. Кăрлачри вăтам температури -14°С, утăри вăтам температури +17°С; нӳрĕк шайĕ - 500 мм яхăн çулта. Облаç çĕрĕ нӳрĕклĕ шутланать.

Тавралăхĕ

Раççей Федерацин хура тăпраллă кассинче, Раççейĕн европа енĕн çурçĕр-тухăç пайĕнче вырнаçнă. Облаçĕн рельефĕ — сăртлă, варринче - Вятка Увалĕсем, çурçĕр-тухăçĕнче - Тури Чулман Атăл сăртлăхĕ, çурçĕрте - Çурçĕр Увалĕсем. Паллă шывĕсем: Вятка, Чулман Атăл.

Транспорт

Киров хулинче аэропорт Победилово ĕçлет.

Киров облаçĕ витĕр чукун çулĕсем Раççейĕн тĕп çĕрĕсене Уралпа, Ҫӗпӗрпе тата Инçет Тухăçпа (Транссиб), çурçĕрпе кăнтăр регионĕсене Киров-Котлас магистралĕ çыхăнтарать. Чукун çулсен пĕтĕм тăсăлăвĕ - 1098 çм.

Автотрассăсен тăсăлăвĕ — 9086 çм.

Шыв тĕп çулĕ Нухрат. Шыв çулĕсен пур вăрăммăшĕ - 1800 çм.

Промăçлăхĕ

Калăплă савутсем

Машина тăваслăх тата металлобработка:

Химипе нефтехими промăçлăхĕ:

Апат-çимĕç промăçлăхĕ:

Темӑпа ҫыхӑннисем