Нолински районĕ
Нолински районĕ — Киров облаçĕн (Раççей) варринчен кăнтăралла вырнаçнă пайĕ. Административлă тĕпĕ — Нолинск хула. Çĕр-шыв лаптăкĕ —2140 çм2. Паллă юханшывĕсем — Вояпа юпписем. Район витĕр Хусан тата Лудянски автотракчĕсем пыраççĕ.
Истори
Района 1929 ç. йĕркеленĕ.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
Районта 25 пин çын пурăнать (2006), çав шутра хуласенче 15 пин çын. Пурĕпе 72 пурăнӳ вырăнĕ шутланать.
Каçăсем
- Облаç администрацийĕн сайчĕ 2007 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗнче архивланӑ.