Сарăту облаçĕ (выр.Саратовская Область)— Раççей ФедерацинЕвропа пайĕн кăнтăр-тухăçĕнче, Анат Атăлçин çурçĕрĕнче вырнаçнă федераци субъекчĕ. Лаптăкĕ 100,2 пин тв.çм. Çĕрĕсем анăçран тухăмалла çити 575 çухрăм, çурçĕртен кăнтăра — 330 çухрăм сарăлса выртаççĕ. Атӑлҫи Федераци тӑрӑхӗнче йышне кӗртет.
Сарăту облаçĕ Раççей Федерацин Евроăри кăнтăр-тухăç çĕрĕнче, Анат Атăлçин çурçĕрĕнче, вырнаçнă. Анăçран тухăçалла 575 çм, çурçĕртен кăнтăралла — 330 çм территори.
Чикĕ вăрăммăшĕ 3500 çухрăмран чылай. Хĕвелтухăçĕнче Казахстанпа, кăнтăрта — Волгоград облаçĕпе, хĕвеланăçĕнче ВоронежпаТамбов облаçĕсемпе, çурçĕрте- Пенза, Самар, Чĕмпĕр тата Ăренпур çĕрĕсемпе юнашар. Сарăту çĕрĕсем витĕр мăн Атӑл юхать. вăл облаçе иккĕне пайлать: Сулахай çыран ен тата Сылтăм çыран ен.
Облаçре тупса тĕпченĕ 40 ытла пĕчĕк нефть тата газ (Степновское тата Урицкое уйрăмах калăплă) çĕрай управĕсем, ытти нумай пуян пуласлăхлă районсене тишкермен. Шыраса тĕпченĕ Озинкское пысăк çунăк сланец çĕрай управĕ, паха цемент чĕр таварĕ, фосфорит, çурт-йĕр тăвас, балласт тата кантăк хăйăрĕ, çурт-йĕр тумалли тăм тата чул управĕ нумай.
Климат облаçре вăтам континентлă: типĕ вăрăм çу, Сулахайçырĕнче 30 °C температурăллă кун чылай, сивĕ хĕлсем, нӳрĕклĕ кунсем уйăхне 12—15, тĕтреллисем уйăхне 4—10 кун, уйăхра 4 — 10 кун çил-тăвăл вĕçтерет. Çуркунне кĕске иртет. Пуш уйăхĕнче те çилсем вĕркеççĕ, çул çине юр тултарать – вăтамран уйăхра 5—7 кун. Пуш уйăхĕнче тĕтреллĕ кунсем, вăтамран, 5—9 кун. Кĕркунне пĕрпек çанталăк килмест. Тăнăç юр витĕмĕ çĕре çурçĕр районĕсенче чӳкĕн 25-мĕшĕ тĕлне, вар тата кăнтăр районĕсенче — чӳкĕн 29-мĕшĕ — раштавăн 8-мĕшĕсенче хупăрлать.
Халăх-çын тăвăрлăхĕ: 26,2 çын/тв.çм. 2006 çулхи хыпарпа облаç халăх йышĕ 2608,3 пин çын (2625,7 — 2005). Хула халăхĕ ытларах: 73,7 %, ялти халăх 26,3 % çеç.
Украин ялĕсем Сарăту облаçĕн çĕрĕнче XVIII ӗмӗрĕн пуçламăшĕнче çирĕпленеççĕ. В. Даль çырнипе Сарăту кĕпернин виççĕмĕш пайне украинсем йышăннă пулнă.
Çаплах пурăну вырăнĕсен виççĕмĕш пайне украинсем никĕслесе ят панă, тĕслĕхрен, район тĕпĕсем: Калининск хули (малтан - Баланда), Хĕрлĕ Кут хули, хеп Екатериновка, пос.Дергачи, чиркӳллĕ ялсем Самойловка, Романовка, урăх нумай пурăну вырăнĕсем. Сарăту облаçĕнче тăвар промăçласси Кĕçĕн Раççей хетьмăнлăхĕн ПолтавăпаХарьков çĕрĕсенчен куçса килнĕ чумаксем аталантарса янă, вĕсемех çĕнĕ вырăнсенче, çав шутра Пукрав слободи (кайран Покровск хули, халĕ Атăлăн сулахай çыранĕнчи Сарăтăва хирĕç Энгельс хули), пурнăç никĕсне хунă.
1989 çулхи çыравпа облаçре 100 пинрен кăшт ытларах украин çынни пурăннă. 2002 çулта вара — 67,3 пин кăна. Çакă вара украинсем вырăссемпе хутăшса кайса хăйсен украинлăхне çухатнине кăтартать. Украинсем Польшăра, Словакире тата Канадара çеç вырăссемпе хутăшса каймаççĕ.
Хальхи самантра ФёдоровпаСамойлов районĕсенче украинсем халĕ те нумайрахăш шутланасçĕ.
Сарăту облаçĕн 30% халăхăн украин кăк хушамачĕсем.
Тутарсем пĕрçуммăн Сарӑту облаҫӗн Пасарлӑ Карабулак, Дергачи, Ершов, Петровск, Сарӑту 10 тутар, 19 хутăш ялĕсенче пурăнаççĕ. Тутар гимназийĕ (Сарӑтура, 1992), тутар ача-пăча сачĕ (Сарӑту). Тутарсен наци-культура автономийĕ (1997 çултанпа), Тутар культура центрĕ, Атăлçи ислам центрĕ «Дава», культура-çутĕç пĕрлĕхĕ «Ислам йыхравĕ», облаçри тутар-пушкăрт культура-çутĕç пĕрлĕхĕ «Идель» ĕçлет. «Мăсăльман хыпарçи» (Сарăту), телекăларăм «Аллаху акбар» тухаççĕ. Пултарулăх ансамблĕ (Сафаровка, Дергачи районĕ) пур.
Пушкӑрт ялĕсем Сарăту çĕрĕнче XVIII ĕмĕртенпе пулни паллă. Вĕсем Камелик юханшыв айлăмĕнче вырнаçнă, çаванпа та кунти пушкăртсене камелик пушкăрчĕсем теççĕ. Çак пурăну вырăнĕсем каярах Самар кĕпернин Куçапай вулăсне кĕреççĕ. Халĕ самар пушкăрчĕсем ытларах Перелюба тата Пугачев районĕсенче пурăнаççĕ. Сарăту пушкăрчĕсен мăн асаттисем, самар пушкăрчĕсем пекех, Пушкӑртӑстанӑн кăнтăр-тухăçĕнчен куçса килнĕ. Тăван чĕлхи — пушкăрт чĕлхи.
Облаç 38 района пайланать, вĕсенчен 20 - Сылтăм çыран енче, 18 — Сулахай çыран енче. Облаçре 1805 ял, посёлок, 18 хула (2005), 4 хула тӑрӑхӗсем[2].
2020 ҫулта Сарӑту облаҫӗнче ҫӗнӗ Администрацилӗ пайлани йышӑннӑ. Киввӗ Сарăту районĕСарӑту хулипе ҫӗнӗ Гагарин районӗ хушшинче пайланӑ.
Промăçлăх структуринче чи нумай пайли — хăват-çунăк япала комплексĕ (45,5 %), çаплах машинăтăваслăх (19,1 %), хими тата нефтехими (15,6 %), апат-çимĕç (9,2 %) промăçлăхĕ палăрать.
Облаçре пысăк электростанцисем — Балаково АЭСĕ тата Сарăту ГЭСĕ — электрохăват тупăшлаççĕ, вĕсен суммă хăвачĕ 4000 МВт тата 1360 МВт. Çак электростанцисем Атăлçи регионĕн чĕрĕк пайне тата Раççейĕн 3 % электрохăватне тăваççĕ. Унсăр пуçне, хăватçăсен хулинче БалаковăраТЭЦ-4 (465 МВт, 1532 Гкал/сех), СарӑтураТЭЦ-5 (440 МВт, 1260 Гкал/сех), ТЭЦ-2 (296 МВт, 1077 ГКал/сех), ГРЭС (54 МВт, 506 Гкал/сех) тата ТЭЦ-1 (22 МВт, 255 Гкал/сех), ЭнгельсреТЭЦ-3 (202 МВт, 844 Гкал/сех) хăват парать.
Облаçре тĕрлĕ тĕслĕ транспорт ĕçлет. Автомобиль çулĕсен тăсăлăвĕ — 9940 км, хытă витĕмли — 9540 км (çав шутра 741 км федерации шайĕнчи автотрасса) (2000). Транспорт инфраструктуринче паллă вырăн чукун çул йышăнать, унăн пайне 90 % ытла япала- тата 40 % яхăн пассажир турттаракан транспорт.