Малтан пушкăртсем выльăх тытнă, кĕтӳпе çӳренĕ. Çавăн пекех сунара çӳренĕ, пирпе кавирсем тĕртнĕ, тир тунă. XVII-XIX ӗмӗрсенче пушкăртсем куçса çӳреме пăрахнă, çĕр ĕçĕпе пурăнма пуçланă.
1897 çулта Раççей Федерацинче 1 321 363 çын хăйĕн тăван чĕлхи пушкăрт чĕлхи тесе палăртнă. 1926 çулта пушкăртсен шучĕ Раççейре 712 366 çын, 1939 çулта — 843 648 çын (СССР шутĕнче), 1970 çулта — 1 239 681 çын (СССР шутĕнче), 1989 çулта — 1 449 157 çын (СССР шутĕнче) пулнă. 2002 çулхи халăх çыравĕ тăрăх пушкăртсен шучĕ Раççейре 1 673 389 çын таран çитнĕ. Нумайăшĕ ку çыравра пĕтĕмлетнĕ хисепсене суя вырăнне хураççĕ.
Пушкăрт халăхен этногенезĕ çав тери кăткăс. Кăнтăр Урал тата çум çеçенхирсем, ăçта халах чăмăртанса тĕрекленнĕ, авалах тĕрлĕ чĕлхе-этеплĕхсен хастар хутшăну вырăнĕ шутланнă.
Пирĕн эрăчччен 1 пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕнче Пушкăртăн кăнтăр çĕрĕсенче иран чĕлхиллĕ выльăх-чĕрлĕх усракан сарматсем, çурçĕр енче — анань культурин çĕр ĕçлекен тата сунара çӳрекен финн-укăр йăхĕсем пурăннă.
Пирĕн эрăччен 1 пинçуллăхра Кăнтăр Уралатĕрĕк чĕлхиллĕ куçса çӳрекен йăхсем çитеççĕ, I пинçуллăх тĕлне вĕсем çакăнти пĕтĕм çĕрсене йышăнаççĕ. Вырăнти хăш йăхĕсене хăваласа ярса, теприсемпе хутăшса, тĕрĕк йăхĕсем пушкăрт халăхĕн чĕлхи, этеплĕхĕ тата сăнĕ-пичĕн аталанăвĕнче пысăк ӳсĕм хăвараççĕ.
Урал çине авалхи пушкăрт йăхĕсем, çул çӳревçĕсен çырăвĕсене вуласан, IX ĕмĕрте килсе тухнă.
IX-X ĕмĕрсем тĕлнелле пушкăртсем çинчен çырнисем тĕл пулаççĕ. 840 çул тĕлне пушкăртсен çĕрĕсене арап çулçӳревçи Саллам ат-Тарджуман пушкăртсем пурăннă ареалне кăтартнă. Тепĕр арап çыравçи — ал-Масуди (956 çулта çĕре кĕрет), Арал тинĕсĕ çумĕнчи вăрçăсенче пушкăртсем пулнине палăртать. Пушкăрт йăхĕсем кăнтăр Уралăн вырăнти халăхĕ пулнине урăх авторсем те çыраççĕ. Ибн-Руст (903 ç.) çырнипе, пушкăртсем — «Урал ту хырçин икĕ енĕпе, Чулман Атăлпа, Тобол тата Яикăн çӳлти юхăмĕсен айлăмĕсенче пурăнакан хăй тăрăмлă халăх».
Пушкăртсем пирки тĕп-тĕрĕс хыпарсем Ахмед ибн-Фадлан кĕнекинче пичетленсе тухнă. Вăл 922 çулта Багдад халифĕн элчисемпе Атăлçи Пăлхара çитсе курать. Вăл çырнипе çак хастар тĕрĕк халăхĕ çутçанталăкăн тĕрлĕ тĕслĕ хăвачĕсене, кайăксене чысласа пурăнать. Çав вăхăтрах, тĕпчевçĕ кăтартнипе, пушкăрт тепĕр йăхĕсем Танкăр турăпа пантеона кĕрекен вуникĕ чун-чĕмлĕ турăсене этепленĕ.
Пушкăртсем Вырăс патшалăхне кĕни пĕр самантра пулса иртмен. Чи малтан (1554 çулхи хĕлле) вырăс пăхăнăвне унччен Хусан ханлăхĕнчи анăç тата çурçĕр-анăç пушкăрчĕсем куçаççĕ. Вĕсем хыççăн (1554—1557 çç.) Нухай Уртине кĕнĕ пушкăрт çĕрĕсен варринче, кăнтăрта тата кăнтăр-тухăçра пурăнакан йăхсем те Мускав çумне куçаççĕ. Çĕпĕр ханлăхĕ аркансан, XVI ӗмӗрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче Урал леш енчи пушкăртсем те вырăс кнеçлĕхне кĕреççĕ.