Карачайсем
Карачайсем (къарачайлыла, таулула, аланла) — Карачай-Черкесинче пурăнать, ялĕсем ытларах туçи тата ту умĕн çĕрсенче.
Раççейри йышĕ — 192 пин çын (2002), вĕсенчен 169,2 пинĕ — Карачай-Черкесире, республикăн 38,5 %, чи нумайли. мухаджирсен несĕлĕсем пулаççĕ. Пур йышĕ — 300 пин çын (2008, хаклав).
Тĕрĕссипе, карачайсем Европа расин Кавкасиони антропологи тĕсĕн палкан-кавказ варианчĕ. Тĕрĕк çемйин анăç-кăпчак ушкăнĕнчи Карачай-палкар чĕлхипе калаçаççĕ.
Тавралăхĕ
Карачайсем Вар Кавказ тăвĕн хĕсĕкĕсемпе анатри ту айăккисенче, Зеленчук, Уруп, Малка тата урăх юханшывсен айлăмĕсенче пурăнаççĕ.
Чылай карачай Кисловодскра, Ставропольре пурăнать. Карачайсен чылайрăхăшĕ çаплах Карачай-Черкесири Теберда, Карачаевск тата Усть-Джегута вырнаçнă.
Чĕлхепе тĕнĕ
Карачайсем тĕрĕк чĕлхисен çурçĕр-анăç турачĕнчи карачай-балкар чĕлхин диалекчĕпе калаçаççĕ. Çырулăхне кириллица никĕсĕпе тунă.
Карачайсен друидизм), чулсене, турăсене-пирĕштисене кĕл тăваççĕ. Халĕ пур карачай суннитсем.
Кун-çулĕ
XIII—XIV ĕмĕрсенче аталаннă карачай этносне алансемпе бронза тапхăрĕнченех вырăнта пурăннă ту йăхĕсем чăмăртанă. Карачайсен хальхи территоринче Маас ятлă Вăтам ĕмĕрти Аланин тĕп хули вырнаçнă пулнă.[1]. XIII ĕмĕрте алансем Тамĕрлан хан çарĕсемпе çапăçнă . Алание аркатнă пулсан та, халăхĕ тăшмана пăхăнман. Алан халăхĕн сахал пайĕ кăна çӳлти тусенче çеç сыхланса юлаççĕ.
Эмануэль генерал ертсе пынă, артиллерипе хĕçпăшалланнă патша çарĕ çĕнтерӳ тучнать. Карачай аксакалĕсем хăйсен аулĕсене тустарасран хăтарасшăн тăрашнă. Çапăçу иртсен тепĕр кунне Эмануэль çарĕ Карт-Джурту аулĕ патне çитсен, вĕсене хирĕç аксакалсем тухаççĕ. Калаçусем вĕçĕнче Карачай çĕрне Раççей Империне кĕртме йышăнаççĕ. Карачайри шалти хăй тытăмлăхне (ĕç вырăнĕсем, суд) малтанхи пекех хăварнă. Кӳршĕ мăсăльман халăхĕсемпе хутшăннă чухне халăх йăлипе тата шариатпа усă курнă. Карачай çĕрне пристава хушса лартман, анчах та карачайсенчен аманатсене салука илнĕ.
Карачая империне кĕртни патша генералĕсемшĕн паллă çитĕнӳ шутланнă. Г. А. Эмануэль хăйĕн çĕнтерĕвне паллă Фермопилсене çĕнтерсе илнипе (урăх транскрипципе — «Термопилсем») танлаштарнă [2]
Фашист Германипе пĕр ĕçпе тăрăшнă тесе 1943 çулхи чӳк уйăхĕнче суйса айăпласа, карачайсене Вăтам Азине: Казахстанпа Киргизине куçарнă. Ун чухне пĕтĕм халăх йышĕ 80 пине çитнĕ. Чылайрахăшĕ ача-пăча, хĕрарăм, ватăсем. Арçынсем фашистсене хирĕç Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи фрончĕсенче çапăçнă.
Чир-амакпа выçлăха пула 35 % халăхĕ депортацин малтанхи икĕ çулĕнче вилнĕ. 28 пин ачаран 22 пинĕ (78 % яхăн). Çакна курнă карачай аксакалĕсем каласа кăтартаççĕ: «Çав чухне Вăтам Азире çа тери синкер пулнă. Выçлăх, хăваласа яни тата çар çыннисем ирĕксĕрлени…, анчах карачайсем мăшкăллăх вырăнне вилĕм йышăннă, çакăнпа вĕсем хăйсене тата хăйсен ăрачĕн ятне вараламан».
14 сул депортацире пулна хыççăн, Н. Хрущев тапхăрĕнче, 1957 çулта карачайсем тăван çĕре таврăннă.
Çавăн пекех пăхăр
- Карачай
- Карчи чул