Кубань (юханшыв)
Куба́нь (ав.грек. Гипанис, адыг. Псыж) — Çурçĕр Кавказри юханшыв. Карачай-Черкеси, Ставрополь, Краснодар Енĕсен тата Адыгей территори витĕр юхать.
Кубань Эльбрус тăвĕнчен пуçланать те Азов тинĕсĕ таран (XIX ӗмӗрчен Хура тинĕсе çитнĕ) юхать. Тăсăлăвĕ 870 çм, шыв-çĕр лаптăкĕ — 58 пин çм². Усть-Лабинск хулинчен пуçласа Кубань карап çӳремелли шутланать.
Кубань шывĕ çинчи хуласем: Карачаевск, Усть-Джегута, Черкесск, Невинномысск, Армавир, Новокубанск, Кропоткин, Усть-Лабинск, Краснодар, Славянск-Кубань-çинчи тата Темрюк.
Юханшыв çинче Краснодар шывуправĕ пур.
Кунсăр пуçне, юханшывпа электрохăватлăха тупăçланă чух усă кураççĕ.
Ӑнлантарусем
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 8. Северный Кавказ / под ред. Д. Д. Мордухай-Болтовского. — Л.: Гидрометеоиздат, 1964. — 309 с.
Каçăсем
- РФ çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кубанĕн турисем 2008 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
| Ку гидрологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |