Ишим (юханшыв)

 

Иши́м (казах. Есіл)Казахстанпа Раççей çĕрĕсенче юхакан шыв, Иртышăн сулахай юппи. Тăсăлăвĕ 2450 çм, шыв-çĕр лаптăкĕ 177 пин  çм².

Тавралăхĕ

Юханшыв Нияз тăвĕсенче пуçланать; малтан ытларах анăçалла тата çурçĕр-анăçалла, хĕсĕк айлăмпа юхать, çыранĕсем чуллă. Астанаран анатарах айлăмĕ сарăлать. Державинскран иртсен çурçĕрелле тата çурçĕр-тухăçалла çаврăнать. Тата анатарах юханшыв Анăç-Çĕпĕр айлăмне тухать те яка Ишим çеçенхирĕпе анлăн юхать, чи анатра шурлăх çĕрсенче юхса иртет.

Юханшывпа Петропавловскран 270 çм тата Викуловоран юхса кĕриччен пăрахут çӳреме пултарать. Иртыша Усть-Ишим патĕнче юхса кĕрет.

Юр шывĕпе тулать. Чӳк уйăхĕнче пăрпа витĕнет, ака-çу уйăхсенче пăртан тасалать. Çуркунне 15 çм анлăш саралать. Юхса кĕнĕ çĕртен 215 çм 56,3 м³/çек шыв турттарать, чи пысăкки — 686 м³/çек.

undefined

Тĕп юпписем — Колутон, Жабай, Акканбурлук (сылтăммисем). Юханшыв çинче Вячеслав, Сергеев шывуправĕсем вырнаçнă.

Ишим çинчи хуласем: Казахстанра — Астана, Первомайка, Сергеевка (Акмола облаçĕ), Державинск, Есиль, Сергеевка (Çурçĕр-Казахстан облаçĕ), Петропавловск; Раççейре — Ишим, Балаганы, Каргалы, Усть-Ишим.

Çавăн пекех пăхăр

Каçăсем

  1. ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 15. Алтай и Западная Сибирь. Вып. 3. Нижний Иртыш и Нижняя Обь / под ред. Г. Д. Эйрих. — Л.: Гидрометеоиздат, 1964. — 432 с.