Чулман Атăл

 

Чулман Атăл, е Чулман (тут. Чулман, улăхри мари Чолман, удм. Кам, пушк. Кама) — Атӑлăн сулахай юппи. Атăлăн чи пысăк юппи.

Юханшыв тăршшĕ 1 805 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 507 км2. Тури Чулман сăртлăхĕнче юхма пуçлать те Куйбышев шывуправĕн Чулман кӳлмекне юхса кĕрет.

Юпписем

Пурĕ юханшыв бассейнĕнче 73 718 юханшыв, вĕсенчен 94,5 % — 10 çухрăмран та пĕчĕкрех юханшывсем. Тĕп юпписем:

Атăл е Чулман Атăл

Атӑлпа Чулман Атăлăн пысăкăшĕ пĕр пек, анчах та тĕп юханшыв вырăнне Атăла шутлаççĕ. Ку вăл историпе çыхăннă пулăм. Гидрологи уйрăмлăхĕсене пăхсан вара тĕп юханшыв вырăнне Чулман Атал шутланмалла: унăн бассейн лаптăкĕ пысăкрах, вăтамран шыв калăпăшĕ ытларах юхать, тинĕс шайĕнчи вăтамри çӳллĕшĕ пысăкрах. Çапла вара гидрологи уйрăмлăхĕсене тĕпе хурсан Каспи тинĕсне Чулман Атăл юхса кĕрет теме май пур.

  1. ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 11. Средний Урал и Приуралье. Вып. 1. Кама / под ред. В. В. Николаенко. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 324 с.