Шур Атăл
Шур Атăл (пушк. Ағиҙел, тут. Агыйдел, улăхри мари Ош Виче, удм. Тӧдьы Кам) — Кăнтăр Уралпа Урал умĕнчи юханшыв, Чулман Атăлăн сулахай юппи. Пушкăртстан территорипе юхать.
Таршшĕ 1 430 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 142 пин км2.
Чӳк уйăхĕн варринче шăнса ларать те ака уйăхĕн варринче пăр каять.
Тавралăхĕ
Юханшыв Кăнтăр Урал тăвĕсем çинче пуçланать. Ӗпхӳпе пĕрлешиччен хăвăрт юхать. Ыларах юр шывĕнчен тăрать. Юханшыв вăрăмăшĕ – 1430 çухрăм, шыв тĕкĕрĕ – 142 пин тв. çх. Чӳк уйăх варринче шăнать, ака уйăхĕнче пăр кайса пĕтет. Шур Атăл тăрах карапсем çӳреççĕ.
2005 çултаyпа ГЭС пур.
Кун-çулĕ
Хуçалăх хаклăхĕ
Шур Атăл — Пушкăртстанăн паллă шыв магистралĕ. Юханшывпа карапсем Табынск патĕнчен (656 км) пуçласа çӳреççĕ. Ĕпхӳрен пуçласа пĕрмай куçăмлă пайĕ шутланать. Шур Атăл Мускав — Ĕпхӳ шыв çулĕн пайĕ пулать, ун тăрăх çулçӳрев рейсĕсем хунă.
Юлашки çулсенче юханшыв тарăнăшĕ шыв управĕ туса хунипе чакса пырать.
Виçĕ шыв çыххи каскадне туса хума палăртнă: 2003 çулта пĕрремĕшне — Юмакуçи шыв управне хута янă, 2005 çулта Юмакуçи ГЭСĕн юлашки агрегатне ĕçе кĕртнĕ.
Çутçанталăк
Шур Атăлри пулă
Фотопухăм
Çавăн пекех пăхăр
Ӑнлантарусем
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 11. Средний Урал и Приуралье. Вып. 1. Кама / под ред. В. В. Николаенко. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 324 с.