Вишера (Чулман Атăл юппи)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Вишера
«Нациллӗ ячӗ» параметрта синтаксиса пӑснӑ: ӑна тӗрӗс ҫапла хатӗрлемелле: «чӗлхе кочӗ/ят/иккӗмӗш чӗлхе кочӗ/ят». Тархасшӑн, йӑнӑша тӳрлетӗр!
Vishera.jpg
Уйрӑмлӑхӗсем
Тӑршшӗ 415 км
Бассейн 31 200Чулман Атăл. Атӑл км²
Шыв расхучӗ 457 м³/ҫ
Водоток
Ҫӑлкуҫӗ[?] Çурçĕр Урал
Шыв вӑрри  
 • Координатсем
Вырнаҫӑвӗ
Шыв системи Чулман Атăл → Атăл → Каçпи тинĕсĕ

Патшалӑхсем
Регион Пермь Ен
ГВР-ти кочӗ 10010100212111100004082[1]
ГКГН-ти номерӗ 0723854
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

 

Ви́шераПермь Енĕнчи юханшыв, Чулман Атăлăн сулахай юппи (Чулман Атăл шыв усравĕн Вишера кӳлмекне юхса кĕрет).

Тăршшĕ — 415 çм, бассейн лаптăкĕ — 31 200 çм². Шыв тултарăвĕн вăтам çӳллĕшĕ 317 метр. Юханшывăн вăтам тайлăкĕ — 0,2 метр 1 километр çине.[2]

Пермь Енĕнче вăрăммăшĕпе пиллĕккĕмĕш, Уралти хитре юханшывсенчен пĕрри. Енĕн çурçĕр-тухăçĕнче, Коми Республикипе тата Свердловск облаçĕпе юнашар пуçланать. Ытларах Урал тăвĕн умĕпе юхать, вичкĕн ту юханшывĕ; нумай ăшăх тата юханшыв пусми.


Вишерăн сылтăм çăлкуçĕ — Кĕçĕн Вишера — Яна-Емта ту хысакĕнче, сулахаййи — Мăн Вишера — Поримонгит-Ур отрогĕсенчен, Пиçиххи Чулĕ ту хысакĕн пĕр тăрринчен, Коми Республикин, Свердловск облаçĕн тата Перĕм Енĕн чиккисенче пуçланать. Çăлкуçĕсене Вишера Чулĕ уйăрать, юпăсем Çар тăвĕн çурçĕр тăвĕ умĕнче пĕрлешеççĕ.

Пуçламăшĕнчен Улс вăррине çити Вишера — кĕрлесе юхакан ту шывĕ, тăршшĕпе чылай шарлак. Унăн анлăшĕ 70 метăра таран пулать.

Вăтам Вишера — Улсăн вăрринчен Колвăн вăррине çити — 150 метр саралакăшлĕ, чылай шарлаклă тата çыран çумĕнчи ăшăхлă юханшыв. Юханшыв айлăмĕ кунта чылаях саркаланать, анчах çыран хĕрри çав тери чуллă.

Анат Вишера (Колвăпа пĕрлешсе Чулман Атăла юхса кĕриччен) — айлăмри вырăн-вырăнĕпе 900 метра çити саркаланса юхакан шыв.

Юхăмĕн тăршшипех — чуллă сăртсем, чулсем, чылай пĕчĕк шарлак. Вишера çурхи юр шывĕпе тата çумăр шывĕпе питĕ тулса каять, типĕ чухне кăшт çеç юхать. Вишерăн сулахайри пысăкрах юпписем — Ниолс, Мойва, Велс, Улс, Язьва, Акчим; паллă сылтăмрисем — Лопья, Лыпья, Вая, Колва.

Ытларах юр ирĕлнипе тулать. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче – чӳкĕн пуçламăшĕнче пăрланать, ака вĕçĕнче пăр хуçăлать. Шыв тăрăх çӳреме меллĕ. Пассажирсене Красновишерска çити турттараççĕ. Вишера  бассейнĕнче алмаз çĕр управĕсем пур.

Шывăн тури юхăмĕнче Вишера çутçăнталăк усравне туса хунă.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 11. Средний Урал и Приуралье. Вып. 1. Кама / под ред. В. В. Николаенко. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 324 с.
  2. ^ Энциклопедия Пермской области — Вишера

Вуламалли

Каçăсем

Çăлкусем