Куйбышев шыв управӗ
Куйбышев шыв управӗ — Атӑл юханшывӗ ҫинчи шыв управӗ, Евразире чи пысӑкки шутланать, Вольтӑпа(выр.)чăв. Смолвуд(выр.)чăв. хыҫҫӑн тӗнчере лаптӑкӗпе — виҫҫӗмӗш[2][3]. 1955—1957 ҫулсенче Атӑл ҫинчи Ставрополь (халӗ Тольятти) патӗнче юханшыв айлӑмне пӳлсе лартнӑ хыҫҫӑн В. И. Ленин ячӗллӗ Атӑл ГЭСне (халӗ Жигулёв ГЭСӗ) туса пӗтернӗ хыҫҫӑн йӗркеленӗ. Ятне анатарах вырнаҫнӑ Куйбышев (халӗ Самар) хули ятӗнчен панӑ. Шыв управӗн аялти пайне чылай чухне Жигулёв тинӗсӗ теҫҫӗ[4].
Шыв управӗн вӑрӑммӑшӗ — Атӑлпа 510 км, чи анлӑ вырӑнӗ (40-44 км) Чулман Атӑл вӑрринче (тепӗр питӗ анлӑ вырӑн Чӗмпӗртен кӑӑшт ҫӳлерех вырнаҫнӑ — 27 км), шыв сийӗн лаптӑкӗ — 6450 км² (тӗнче шайӗнче юханшывсем хушшинче иккӗмӗш вырӑнта тӑрать; 50,7 % лаптӑкӗ Тутарстан чиккинче вырнаҫнӑ), шыв калӑпӑшӗ — 58 км³, усӑллӑ калӑпӑшӗ — 34 км³. Плотина патӗнчи шыв шайне тӗревленин ҫӳллӗшӗ — 29 м, Атӑл тӑрӑх вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулине патнех ҫитет, Чулман Атӑл тӑрӑх — Вятка вӑрри таран. Шыв управӗнчи пысӑк кӳлмексем Чулман Атӑл, Сӗве, Мӑн Ҫарӑмсан тата ытти юханшывсен айлӑмӗсенче йӗркеленнӗ.
Шыв управӗн тӗп ӗҫӗ — электроэнерги туса кӑларасси, карапсем ҫӳрессине лайӑхлатасси, шывпа тивӗҫтересси, ирригаци ирттересси. Унсӑр пуҫне унта пулӑ та тытаҫҫӗ.
Шыв управӗ унӑн ҫӳлти пайӗнче те аялтинче Атӑлти шыв юхӑмне самай улӑштарнӑ: ейӳ вӑхӑтӗнче шыв юххи пӗчӗкленнӗ, типӗ ҫанталӑкра вара — ӳснӗ. Хусан ҫывӑхӗнче шыв шайӗ выляни хальхи вӑхӑтра 5-6 м ҫитет, ҫав вӑхӑтрах шыв управне туса хуриччен ку калӑпӑш 10–11 м таран ҫитнӗ. Пӳлмен чухнехипе танлаштарсан шыв управӗ 3–5 кун маларах пӑрланма пуҫланӑ, пӑр кайни те каярах пуҫланать. Шыв управӗнчен 3-6 ҫухрӑм ҫумӗнче вырнаҫнӑ зонӑри микроклимат та пур енчен улшӑннӑ, шыв тӗпӗнчи тата ҫыран хӗрринчи процессем улшӑннӑ, абрази пуҫланнӑ, ҫырансем юхӑнаҫҫӗ, ҫӗр йӑтӑнса анать. Ҫыран хӗрринчи тата шыври ӳсентӑрансен ӳсмелли, кайӑк-кӗшӗкпе пулӑ пурӑнмалли условисем самай улшӑннӑ.
Шыв управӗн хӗрринче вырнаҫнӑ пысӑк хуласем — Хусан, Тольятти, Чӗмпӗр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Димитровград, Ешӗлвар. Шухӑль труби кӳлмекӗн хӗвелтухӑҫ чӑнкӑ ҫыранӗ хӗрринче «I Шухӑль» археологи палӑкӗ (Ылтӑн Урта вӑхӑтӗнчи тӑпраллӑ вилтӑпри) вырнаҫнӑ[5].
Шыв управне туни
Вӑтам Атӑлӑн шывӗпе усӑ курма палӑртнӑ проектсене XVIII ӗмӗртех хатӗрлеме пуҫланӑ. Усӑпа Атӑл юханшывсене пӗрлештерме унӑн анат юхӑмӗнче канал чавма сӗннӗ, ҫакӑ Самар Кукри районӗнче карапсен ҫулне 6 хут кӗскетме май панӑ пулӗччӗ[6].
XIX ӗмӗр вӗҫӗнче тухӑҫлӑ ӗҫлекен гидравлика двигателӗсемпе электрика генераторӗсемпе усӑ курма пуҫланӑ, ҫакна пула шывпа усӑ курасси пирки ҫӗнӗрен кӑсӑкланма тытӑннӑ[7]. Атӑлпа усӑ курса электроэнерги туса кӑлармалли пӗрремӗш проекта 1910 ҫулта хатӗрленӗ, ун чухне Самар инженерӗ К. В. Богоявленский вырӑнти индустри аталанӑвне йӳнӗ энергипе тивӗҫтермешкӗн Самар Кукри патӗнче[8] гидроэлектростанци тата пӗве ӑсталамалли проектпа ӗҫлеме тытӑннӑ[9].
Самар кӗпернин ертӳлӗхӗ 1919 ҫулхи ака уйӑхӗнче «Самар Лукис районӗнчи Атӑл р-не электрификацилес енӗпе ӗҫлекен комиссине» К. В. Богоявленский ертсе пынипе йӗркеленӗ[10]. Комиссипе Усӑпа Атӑл хушшинчи Переволок патӗнчи тата Атӑлӑн Ставропольтен (Тольятти кивӗ ячӗ) Самар таран, гидротехника сооруженийӗсем тума май пулнӑ вырӑнсенче шыв уйӑракан вырӑна тишкернӗ[11]. Результатсене Тӗп электротехника канашне ӑсатнӑ[12], ҫапах та ЦЭСпа ВСНХ шыв хуҫалӑхне тӑвас управлени тӳрем юханшывсен энергине усӑ курма юраманни пирки пӗтӗмлетӳ тунӑ, мӗншӗн тесен пӗвесене тунӑ чухне анлӑ айлӑм территорисене хутса ӑшӑтаҫҫӗ[7].
1928 ҫулта К. В. Богоявленский брошюра пичетлесе кӑларнӑ: «Волжская районная гидроэлектрическая станция. (К вопросу о Волгострое). Ӗҫре техника тата экономика енчен шутласа кӑларнӑ икӗ хӑватлӑ гидроузелсенчен тӑракан комплекс проектне — тӗпрен илсен Атӑлпа Переволокире — тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ[13]. «Жигулёв хапхи» районӗнче 2800 м тӑршшӗ пӗве, 1280 м тӑршшӗ улах шывлӑскер, хӑпартма палӑртнӑ. Чи пысӑк тӗрев тӑвассине ӳкерӳ е ҫӗклев щичӗсен системипе тумалла пулнӑ. Пӗве районӗнче гидроэлектростанци тунӑ, унта турбинӑсен ӗҫ ҫӳллӗш 8-9 гидроагрегат вырнаҫтарнӑ[13].
Гидроузелӑн тепӗр проектне профессор, Госпланӑн ирригаци комиссийӗн председателӗ А. В. Чаплыгин[14][Комм. 1] хатӗрленӗ. Вӑл Самар Кукрин ҫулти пайӗнче шыв тӗпӗнче тӗрев хатӗрлеме сӗннӗ, вӑл шыв шайне 3 метр ӳстерме май пама пулнӑ. Ҫапла май Переволока патӗнчи гидростанци 9,5 метр ҫӳллӗшпе ӗҫлеме пултарнӑ, ҫакӑ вара унӑн хӑватне 210 пин кВт таран ӳстерме, ҫулталӑкра вӑтамран 1,54 млн электроэнерги утса илме май парать[16]. Ку 575 пин га ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене шӑварма май панӑ пулӗччӗ, ҫитменнине тата энергин ытти ҫӑлкуҫӗсемпе усӑ курнинчен самай йӳнӗрех пулӗччӗ[17].
1920-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче электроэнерги питӗ ҫитменрен влаҫӑн ирӗксӗрех йӳнӗ энерги ҫӑлкуҫӗсене шырас ӗҫе хӑвӑртлатма тивнӗ[18], гидроэнергетика вара ӑна туса илмелли тӗп вариантсенчен пӗри пулса тӑнӑ[19]. 1929 ҫулта Самарти комиссинчен «Тӗрлӗ ҫулсене шыракан «Волгострой» ӑслӑхпа тӗпчев бюровӗ» туса хунӑ[7]. Волгострой тесе Самар гидроузелне тумалли плана та калама пуҫланӑ[18][Комм. 2]. Бюрори тӗп инженер вырӑнне А. В. Чаплыгин йышӑннӑ[20]. Бюро умӗнче Самар Кукри патӗнчи гидростанци проектне туса хатӗрлеме тӗллев лартнӑ, вӑл 20 метр ҫӳллӗшӗнче ӗҫлесе 8–9 млрд кВт·ч энергипе тивӗҫтермелле пулнӑ[21].
1930 ҫулта бюро Шухӑль тӑвӗсен гидроузелӗ валли 15 тата 20 метрлӑ пӗвеленин икӗ ҫӗнӗ вариантне пичетлесе кӑларнӑ. Ҫӗре шӑтарса пӑхни Жигулёв хапхи таврашӗнче гидрогеологи условийӗсем кӑткӑс пулнине тата чылай хушма тӗпчевсем кирлине кӑтартса панӑ[8], ҫавна май Чаплыгин плотинӑна юханшывӑн ҫӳлерех пайӗнче, Ставрополь таврашӗнчи хӑйӑрлӑ вырӑнсенче тума сӗннӗ[22].
1931 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче СССР Госпланӗн капиталлӑ ӗҫӗсен секторӗ ҫумӗнче Мӑн Атӑл проблемипе пӗрмай ӗҫлекен канашлу йӗркеленӗ[23]. Атӑла реконструкцилеме палӑртакан анлӑ плана хатӗрленӗ «Волгострой» нуработкисене суйласа илнӗ. 1931 ҫултан пуҫласа 1936 ҫулччен Атӑла ҫӗнетмелли нумай тӗрлӗ вариант хатӗрленӗ, ҫак тӗллевпе ҫӗршер ларупа канашлу ирттернӗ. «Мӑн Атӑлӑн» пӗтӗмӗшле схеминче унӑн йышӗнчи гидроузелсен шучӗ те, вӗсен параметрӗсем те пӗрмай улшӑнса тӑнӑ[24]. Апла пулин те кашни схемӑра Самар гидроузелӗ пулнӑ, ӑна уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ — вӑл шыв тата чукун ҫул магистралӗсем ҫыхӑннӑ вырӑнта, вӗсемпе чылай чӗртавар куҫаракан вырӑнта вырнаҫнӑ тата нумай, 9,2 млрд кВт·ч таран, йӳнӗ энерги пама пултарнӑ[25][26][27].
Пӗве плотинине Ставрополь патӗнчи вырнаҫтарас шухӑша проектировщиксен пӑрахӑҫлама тивнӗ, ҫӗршывра ҫавӑн йышши проекта тума ни теориллӗ, ни экспериментлӑ даннӑйсем пулман, унсӑр пуҫне ҫемҫе тӑпрасем ҫинче ҫавнашкал пысӑк гидросооружени тӑвас енӗпе те чӑн-чӑн опыт ҫук пулнӑ[27]. Пӗве валли хытӑ никӗслӗ вырӑнсем шырама тивнӗ. Царевщинӑпа Хӗрлӗ Глинка ҫывӑхӗнчи Молебен ҫырми патӗнчи лаптӑксене тӗпченӗ, унта гидроузел схемине вырнаҫтарма шухӑшланӑ. Унсӑр пуҫне унӑн параметрӗсене те тӗпченӗ[28]. Майӗпен-майӗпен шыравсем Шухӑль хапхи тавра, Атӑл Шухӑль тӑвӗсене касса тухнӑ вырӑнсем тавра иртме пуҫланӑ. Ку вырӑнта, Шухӑль тӑвӗсене Атӑл Сокольи тӑвӗсенчен уйӑрнӑ лаптӑкра, сылтӑм енчи Сернӑй тупа сулахай енчи Тип-Тяв тӑвӗ хушшинче чи ансӑр тӑрӑх вырнаҫнӑ[20].
1936 ҫулта СССР Госпланӗн эксперт комиссийӗ «Мӑн Атӑл» схемине ҫирӗплетнӗ, ун тӑрӑх чи пысӑк тимлӗхе пысӑк гидроузелсем ҫине уйӑрнӑ, вӗсенчи шыв ҫӳллӗшӗ, пылӑ ӗрчетес хуҫалӑха сиен кӳнӗ пулин те, чылай лаптӑк шыв айне юлсан та, май ҫитнӗ таран пысӑкрах пулмалла пулнӑ — ҫапла май энергине те чи нумай туса илме май пулнӑ, карапсем ҫӳреме те шыв тарӑнрах пулса тӑнӑ[29]. Ҫав ҫулах хатӗрленӗ «Мӑн Атӑл» бюровӗн схематикӑллӑ проекчӗ ГЭС-а Царёвопа Курган створӗнче вырнаҫтармаллине палӑртнӑ, унта бетон сооруженийӗсем вырнаҫтармашкӑн чуллӑ никӗссем пулнӑ. Атӑл ҫинче шыва 31 метр ҫӳллӗше хӑпартакан бетонран тата тӑпраран тунӑ пӗвесем, гидроэлектростанци тата карап ҫӳремелли шлюзсем вырнаҫмалла пулнӑ. Бетон сооруженисем акшар чулӗсем ҫинче вырнаҫмалла пулнӑ, и тӑпраран хӑпартнисем — хӑйӑр ҫинче[30]. Шыв управӗ карапсене 3–3,5 метр тарӑнӑш ҫулпа Атӑл тӑрӑх тӑвалла та, анаталла та ҫӳреме май парассине палӑртнӑ[31].
1937 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче СССР СНК тата ВКП(б) ЦК 1339 №-лӗ «Атӑл юханшывӗ ҫинче Куйбышев гидроузелне тата Чулман Атӑл юханшывӗ ҫинче гидроузелсене тӑвасси ҫинчен» Постановленийӗ кун ҫути курнӑ[32]. Куйбышев гидроузелне тӑвакан управленине (СКГУ) йӗркеленӗ[33], гидроузел проектне хатӗрлесси те ун ҫинех тиеннӗ. Техника проектне СНК-на 1939 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗрлеме планланӑ[34]. Анчах та чӑн пурнӑҫра проекта чылай вӑхӑт хушши улӑштарнӑ, ҫӗнетсе пынӑ. ВКП(б) XVIII пухӑвӗнче ВКП(б) Куйбышев обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ Игнатов доклад тухса каланӑ хыҫҫӑн пӗр варианчӗ пирки халӑха пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫӳлти бьефра Атӑл шайӗ 32 метра хӑпармалла пулнӑ, ҫапла май 7,5 пин км² лаптӑклӑ шыв управӗ йӗркеленмелле пулнӑ. Ӑна шывпа тултарсан 3 миллион гектар территорири лаптӑка шӑварма майсем тупӑннӑ, ҫапла май кашни гектартан туса илекен тӗш-тырӑ тухӑҫлӑхне 35 центнер таран ӳстермелле пулнӑ[35]. Анчах та проекта улшӑнусем нумай кӗртнине пула проект заданине 1939 ҫулхи ҫу варринче кӑна ҫирӗплетме май килнӗ[36].
Шыв управӗн калӑпӑшӗ 30 млрд куб метртан[37] 53 таран ҫитнӗ, шыв ҫийӗн лаптӑкӗ 6,4 пин м² таран ӳснӗ. Ҫӗнелнӗ гидроузел проекчӗ ҫулсерен 15 млрд кВт⋅ч электроэнерги туса кӑларма, Атӑл тӑрӑх Шупашкара ҫити 600 км тӑвалла, ҫавӑн пекех Чулман Атӑл тӑрӑх ун вӑрринчен 200 км тӑвалла тарӑн шыв ҫулне йӗркелеме, пӗвен аялти пайӗнче фарватера 3 метр тарӑнлатма, Атӑлӑн тепӗр енчи 2,3 гектар лаптӑкри акнӑ ҫӗрсене ирригацилеме майсем тума памалла пулнӑ[38].
1940 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнче Куйбышев гидроузелне тӑвассине чарса лартмалли пирки НКВД приказӗ тухнӑ[39]. Ҫакӑн пек йышӑнӑвӑн сӑлтавӗсем хушшинче специалистсем гидроузел тунӑ ҫӗрте Атӑл тӑрӑхӗнчи аллювиаллӑ тӑпрасенче тата ҫурӑклӑ акшар чулӗсемпе доломитлӑ никӗсе цементлассин хакӗ пысӑк пулни те, Самар Кукри тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ нефть кӑларакан скважинӑсем шыв айне пулассине проектра шута илменни те[40], тӗнче вӑрҫи пыракан тапхӑрта нумай ҫул тӑсӑлакан проекта пурнӑҫлама май ҫукки те пулнӑ.
Шухӑль тӑвӗсем патӗнче гидроэлектростанци тӑвас шухӑш патне Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен таврӑннӑ. 1949 ҫулта «Гидропроект» институт ирттерекен проектпа шырав ӗҫӗсене ҫӗнӗрен пуҫланӑ. Гидроузела вырнаҫтармалли чи лайӑх вариант тесе Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи айлӑма тата Атӑлӑн Телячья Воложка юппин вырӑнне палӑртнӑ, унта пысӑк нагрузкӑсене чӑтма пултаракан тӑмлӑ вырӑнсем вырнаҫнӑ пулнӑ[41].
1951 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче СССР Правительствин «Атӑл ҫинче Куйбышев гидроэлектростанцине тӑвасси ҫинчен» постановлени тухать, унпа килӗшӳллӗн строительство ӗҫӗсене официаллӑ пуҫланӑ[41].
Вӑл вӑхӑтра Куйбышев ГЭСӗ, ӑна пула йӗркеленекен шыв управӗ те тӗнчере чи пысӑкки пулнӑ. Пӗвери шыв шайӗнче 28 метра хӑпартни тӳремлӗ Атӑл ҫинче пӗтӗм Атӑлпа Чулман Атӑл айлӑмне ярса илекен шыв айне юлакан лаптӑк йӗркеленнӗ. Пулас шыв управӗн вырӑнне хатӗрлеме чылай ӗҫ туса ирттернӗ пулнӑ: шыв айне пулакан ялсемпе хуласенчи халӑха куҫарнӑ, ял-хуласене хӳтӗлекен инженери сооруженисене хатӗрленӗ, чукун ҫулпа автомобиль ҫулӗсене улӑштарнӑ, вӑрман касса ҫӗрсене пушатнӑ[42].
Тӗп строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене 1953—1955 ҫулсенче туса ирттернӗ[42]. 1955 ҫулхи ҫулла юханшыва пӳлме пуҫланнӑ, юпан 31-мӗшӗ тӗлне Атӑла пӳлсе пӗтернӗ, шыв управне тултарма тытӑннӑ. 1955 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче алӑпа ӑсталанӑ тинӗсри шыв шайӗ Куйбышев ГЭСӗн пӗрремӗш гидроагрегатне хута яма май панӑ. 1957 ҫу уйӑхӗнче шыв управӗнчи шыв шайӗ проектпа пӑхса хӑварнӑ виҫене ҫитнӗ. 1957 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче юлашки, ҫирӗммӗш гидроагрегата хута янӑ, 1958 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче правительство комиссийӗ Куйбышев ГЭСне куллен эксплуатацилеме пуҫлани ҫинчен калакан акта ҫирӗплетнӗ[43].
Физикӑпа географи уйрӑмлӑхӗсем
Куйбышев шыв управӗ Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхӗн тӗп пайӗнче Атӑлҫи тата Айлӑмлӑ Атӑлхыҫри вӑрманлӑ ҫеҫенхир провинцийӗн чиккинче вырнаҫнӑ. Меридианл енӗпе тӑсӑлса выртать, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче Шупашкар шыв управӗпе, ҫурҫӗр-тухӑҫ енче — Анат Кама шыв управӗпе, кӑнтӑр енче — Сарӑту шыв управӗпе ҫуммӑн вырнаҫнӑ. Шыв управӗн ытларах лаптӑкӗ Тутарстанра (50,7 %) вырнаҫнӑ, Чӗмпӗр облаҫӗнче — 30,9 %, Самар облаҫӗнче — 14 %, ытти Мари Элпе Чӑваш Республикинче. Ҫыран хӗрринче 26 муниципаллӑ район, 55 хулапа хула евӗр посёлок тата 1900 ытла ял вырнаҫнӑ[44].
Куйбышев шыв управӗнче Вӑтам тата Анат Атӑл шывне сезонта, эрнере тата талӑкра йӗркелесе тӑраҫҫӗ[45].
Шыв управӗпе халӑх хуҫалӑхӗнче, энергетикӑра (Жигулёв ГЭСӗнче) усӑ кураҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӑл юханшыв транспортне, ял хуҫалӑхри ирригацине, пулӑ ӗрчетессине, ҫурт-йӗрпе промышленноҫа шывпа тивӗҫтерессине пулӑшать, унпа рекреаципе туризм тӗллевӗпе усӑ кураҫҫӗ, ҫавӑн пекех унта талай шыв юхса кӗрет[45].
Пулӑ пуянлӑхӗ
Вӑтам Атӑлта нумай хут ирттернӗ ихтиологи тӗпчевӗсем ҫакна палӑртнӑ. Маларах Атӑлӑн Куйбышев шыв управӗ вырӑнӗнче 49 пулӑ тӗсӗ пулнӑ. Куйбышев ГЭСне тунӑ хыҫҫӑн, ишсе иртекен тӗсӗсем ҫухалнӑран вӗсен пӗтӗмӗшле шучӗ 39–40 таран чакнӑ. Ҫухалнисенчен хӑшӗ-пӗрисем халӗ те вырӑнӗ-вырӑнӗпе тӗл пулаҫҫӗ пулин те, ни промышленность ҫине, ни экологи ҫине те витӗм кӳмеҫҫӗ. Каярах ҫурҫӗртен шыв управне снеток тата ряпушка ишсе килнӗ, кӑнтӑртан — тюлька, бычок-кругляк, ҫӑлтӑрлӑ пуголовка тата йӗп-пулӑ. Алӑпа баунт сигне, пеляде, шурӑ амура тата толстолобика ӗрчетме хӑтланнӑ. Ҫапла вара тӗсӗсен шутӗ кӑшт ӳснӗ[46][47]: халӗ чи шыв управӗнче 42 тӗс шутланать, 9 тӗсрен кая мар юпписенче кӑна пурӑнать[48]. Анчах та ҫакна та палӑртмалла: ишсе иртекен осётр, сельдь тата лосось йышши пулӑсен паха тӗсӗсем фаунӑран ҫухалнӑ, ҫав вӑхӑтрах кунта куҫса килнисенчен тюлькапа амур тӗсӗсем кӑна промысел енӗпе паха шутланаҫҫӗ, вӗсене те пулин искусствӑлла майпа ӗрчетсе тӑраҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен халӗ шыв управӗнче тӑтӑшах пурӑнакан пулӑсене ӑсчахсем 6 фауна комплексӗ ҫине пайлаҫҫӗ:
- тӳремлӗ бореаллисем (ҫӑрттан, чапак пулӑ, елец, язь, партас, линь, кӗрҫе, ылтӑн тата кӗмӗл тӗслӗ карас, уланкӑ, ёрш, щиповка);
- тӑварсӑр шыври амфибореальнӑйсем (сазан, судак, бёрш, ҫтерлӗ, вьюн, ҫуйӑн);
- тӑварсӑр шыври понтикӑллисем (ҫупах, синец, белоглазка, уклей, густера, хӗрлӗ ҫунат, чехонь, подуст, шӗрӗх);
- тӑварсӑр шыври арктикӑллисем (корюшка, ряпушка, пелядь, шампа);
- тинӗсри понтикӑллисем (тюлька, ҫӑлтӑрлӑ пуголовка, бычок-кругляк, йӗп-пулӑ);
- тӳремлӗ китайрисем (шурӑ амур, шурӑ тата ула толстолобиксем, головёшка-ротан).
Шыв управӗн пулӑ тытӑмӗ йӗркеленес процесӗ тулса ларнӑранпа темиҫе тапхӑрпа иртнӗ, экосистема 1980-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗ тӗлне кӑна йӗркене кӗнӗ, вӑл вӑхӑталла шыв управри шыв пахалӑхӗ лайӑхланса пыни уҫӑмлӑн палӑрнӑ. Анчах та 1980-мӗш ҫулсен варринчен пуҫласа шыв управӗнче антропогенлӑ пусӑм вӑйланнӑ, поллютантсем пухӑнма пуҫланӑ, биогенсемпе органика шучӗ ӳснӗ, шыв йӳҫеклӗхӗ pH ӳсни еннелле куҫнӑ. Пестицидсемпе йывӑр металсен йышӗ ӳсет, зоопланктон чакнӑ хушӑра фитопланктон сарӑлать, ҫакна пула вара шыв вӑйлӑ симӗсленет(выр.)чăв..
Йывӑр метал ҫав тери нумайланнине пула вӗсем пулӑ ӑшӗнче та йышлӑ упранма пуҫланӑ. Сӑмахран, шыв управӗнчи промышленность мелӗпе тытакан тӗп пулӑсенче 1980-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчех цинк (2 ПДК таран), тӑхлан (2,6 ПДК таран), хром (2 ПДК таран) виҫерен нумайрах пулнӑ. Техногенлӑ витӗм кӳрекен лаптӑксенче ҫупахсенче тӑхлана юрӑхлӑ виҫерен 9 хут ытларах, хрома 6 хут ытларах тупса палӑртнӑ[49]. Пестицидпа йывӑр металсен тӑварӗсем пухӑнни пулӑсен чирне ӳстернӗ, вӗсене ӳсме чӑрмантарнӑ тата ытти биологи кӑтартӑвӗсене япӑхлатнӑ. Ахӑртнех, хӑш-пӗр патологисем геном шайне тухнӑ, ҫакӑ пулӑ ӗрчессине чакарнӑ тата пулӑсен пахалӑхлӑ йышне пӗчӗклетнӗ[50]. Лайӑх пулӑмсем шутне шыв управӗн тури юхӑмӗнче ҫупах ӗрченине тат унӑн йышӗ ӳснине кӗртнӗ.
Шыв управӗнче пурӑнакан пур пулӑ тӗсӗсене те мӗнлерех витӗм кӳнине, вӗсем пулӑсене кумулятивлӑ тата синергетикӑллӑ мӗнле витӗмӗ кӳнине хальлӗхе хаклама питӗ йывӑр. Гомеостазӑн тӗп кӑтартӑвӗсенчен пӗри — морфологи аберрацийӗсем, вӗсем час-часах пулӑ популяцийӗн генофондне поллютантсем вӑрах вӑхӑт хушши витӗм кӳнипе ӑруран ӑрӑва куҫакан чирсен кӑтартӑвӗ пулма пултараҫҫӗ. Шыв управӗнчи карпӑн вӑлчаран тин тухнӑ пуллисене тӗпченӗ хыҫҫӑн вӗсен морфологи тӗлӗшӗнчен нумай пӑсӑк пулнине тупса палӑртнӑ. 1996 ҫулта Тольяттин Автозавод районӗ патӗнче таса шыв тесе юхтарнӑ вырӑнта вӑлчаран тин тухнӑ пӗчӗк пулӑсен 49,4 % пӑсӑклӑх палӑрнӑ. Генсем мӗн чухлӗ мутациленине хальлӗхе палӑртма май ҫук, апла пулин те 1937 ҫулта Атӑлпа Ахтуба айлӑмӗнче вӑлчаран тин тухнӑ пулӑсен морфологи енчен пӑсӑклӑх 6 % ытла тӗл пулманни пирки сведенисем пур[51].
Пӗтӗмӗшле илсен, ихтиологсем ҫапла пӗтӗмлетӳ тӑваҫҫӗ: шыв управне ӑсталани пулӑ ресурсӗсемшӗн пӗр лайӑх енпе кӑна палӑрнӑ — хӗллехи вӑхӑтра осётр йышшисене самай сиен кӳрекен пулӑ йышлӑ вилесси ҫук, анчах осётр йышшисем хӑйсем те ҫухалнӑ[52].
2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче шыв шайӗ анни
2019 ҫулхи ака-ҫу уйӑхӗсенче Куйбышев шыв управӗнче шыв шайӗ тинӗс шайӗнчен 49,86 м таран чакнӑ (ҫав вӑхӑтрах ҫурхи шыв аннӑ тапхӑрта шыв управӗн чи пӗчӗк шайӗ гидроузел пӗви патӗнчи 49,0 м паллӑран кая мар пулмалла). Тутарстанра юханшыв ҫыранран 3 ҫухрӑм таран анса кайнӑ, Тольяттире шыв 500 метр чакнӑ. Йывӑр лару-тӑру Хусан тата Сӗве ҫинче йӗркеленнӗ. Росводресурссен шучӗпе (шыв шайне вӑл сӗннипе тытса тӑнӑ), ҫакӑ Атӑла шыв сахал юхса кӗнипе ҫыхӑннӑ пулнӑ, ҫавна пула правилӑсемпе палӑртнӑ Атӑлпа Ахтуба айлӑмӗнчи шыва ытларах ӳстермешкӗн Куйбышев шыв управӗн шывӗпе усӑ курнӑ. Прокуратура ҫавӑн пекех тупӑш тӑвас тесе хӑйӑра виҫесӗр кӑларнине те палӑртнӑ. 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа шыв управне тултарма пуҫланӑ, 2019 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ тӗлне шыв управӗн шайӗ 52,55 м паллӑ ҫинче пулнӑ, ҫакӑ шыв шайӗн ахаль чухнехи виҫерен 0,45 м аяларах пулнӑ[53][54][55][56][57].
РӐА Атӑл бассейнӗнчи экологи институчӗ шыв шайӗ чакнин сӑлтавӗ тӗрӗс мар шутлав тунинче пултарать тенӗ. Ҫавна пула пулӑ валли вӑлча сапма вырӑн юлман, шывра пурӑнакан, экосистемӑна тытса тӑракан ытти микроорганизмсем (планктон, бентос) пӗтнӗ. Ҫавӑн пекех институт Куйбышев шыв управне экологи тӗлӗшӗнчен вараланнин сӑлтавне те асӑннӑ. Тӗпрен илсен, юханшыва диффузлӑ (тӗрӗслемен) шыв тӑкнипе варалаҫҫӗ. Вӗсен шутне уй-хиртен ҫумӑра пула химикатсемпе удобренисем юхса килни, хӑйсен машинисене шыв патӗнче ҫӑвакан автолюбительсем, ялсемпе дачӑсем ҫумӗнчи ҫырма хӗррипе вырнаҫнӑ пӗчӗк ҫӳп-ҫап куписем, вӗсенчи каяш тата сиенлӗ япаласем шыва лекеҫҫӗ. Туалетсен шӑтӑкӗсем те айӑплӑ тенӗ, вӗсенчи шыв тӑпрари ҫиелти шыв таран сӑрхӑнса тухаҫҫӗ. Шыв управӗ симӗсленнин тӗп сӑлтавӗ шутӗнче унта кӑвак-симӗс шыв курӑкӗсем ӗрчесе кайнине каланӑ, Атӑла вӗсем тӗплӗ тасатса ҫитереймен шыва (ытларах фосфорлӑ супӑнь шывӗ) пула аталанса пыраҫҫӗ[58].
Юпписем
(тӑршшӗне вӑрринчен пуҫласа кӑтартнӑ)
- 1474 км: ятсӑр, Шухӑль ту патӗнче (сыл)
- 1489 км: Уса (сыл)
- Уса кӳлмекӗ
- Тайдаково (сыл)
- 1502 км: Маза (сыл)
- 1536 км: Бекетовски (сыл)
- 1541 км: Елаурка (сыл)
- 1551 км: Мӑн Ҫарӑмсан (сул)
- Ҫарӑмсан кӳлмекӗ
- 1569 км: Сенгилейка (сыл)
- 1570 км: Тушенка (сыл)
- 1585 км: Калмаюр (сул)
- Арбуга (сыл)
- 1593 км: Атца (сыл)
- 1657 км: Урень (сул)
- 1669 км: Майна (сул)
- 16 км: Майна кӳлмекӗ: Хӗрлӗ
- 1685 км: Утка (сул)
- 1732 км: Мордовски (сыл)
- 1735 км: Ишимовски (сыл)
- 1741 км: Пасна (сул)
- 1744 км: Карамалка (сыл)
- 1787 км: Мордовка (сыл)
- 1804 км: Чулман Атӑл (сул)
- Чулман Атӑл кӳлмекӗ
- 8,6 км: Актай (сул)
- 11 км: Мёша (сыл)
- 17 км: Мёша кӳлмекӗ: ятсӑр, Нармонка ял патӗнче (сыл)
- 24 км: Брысса (сыл)
- 32 км: Шуранка (сыл)
- 45 км: Курлянка (сул)
- 52 км: Ошняк (сыл)
- 55 км: Бетька (сыл)
- 59 км: Урайка (сыл)
- 67 км: Шентала (сул)
- 68 км: Мӑн Бахта (сул)
- 74 км: Суша (сыл)
- 90 км: Шумбут (сыл)
- 106 км: Берсут (сыл)
- 120,7 км: Шешма (сул)
- 120,9 км: Заборнӑй (сыл)
- 131 км: Омарка (сыл)
- 135 км: Пакшинка (сул)
- 146,5 км: Вязовка (сыл)
- 146,8 км: Уратьма (сул)
- 1826 км: Казанка (сул)
- 1851 км: Сӗве (сыл)
- Сӗве кӳлмекӗ
- Сумка (сул)
- 1875 км: Илеть (сул)
- 1881 км: Енӗш (сыл)
- 1920 км: Кӗҫӗн Кокшага (сул)
- 1921 км: Мӑн Кокшага (сул)
Комментарисем
- ^ Александр Владимирович Чаплыгин (1883—1954) — гидроэлектроэнергетик, профессор. 1930-1936 ҫулсенче «Гидроэнергопроектра» «Куйбышев» разъезд проекчӗн пай начальникӗ тата тӗп инженерӗ пулнӑ. Кайран СССР Госпланра ӗҫленӗ, Куйбышев ГЭСне тума материалсем хатӗрлеме хутшӑннӑ. Шыв комплексӗн задачӑсене наука тӗлӗшӗнчен аталантарас енӗпе ӗҫлекен СОПС комиссийӗн ӗҫне хутшӑннӑ[15]
- ^ Каярахпа ят НКВД управленине куҫӗ, вӑл Атӑлӑн тури юхӑмӗнче Рыбинск тата Углич гидроузелсене тӑвассипе ӗҫленӗ. Волгострой пӑх.
Ӑнлантарусем
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 12. Нижнее Поволжье и Западный Казахстан. Вып. 1. Нижнее Поволжье / под ред. О. М. Зубченко. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 287 с.
- ^ Михайлов В.Н., Михайлова М.В. Водохранилище. Научно-популярная энциклопедия «Вода России». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
- ^ Водохранилище // Вешин — Газли. — М. : Советская энциклопедия, 1971. — (Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров ; 1969—1978, т. 5).
- ^ Шевцов Р., Куклис М. Природа России. Иллюстрированный путеводитель. — Издательство Э, 2016. — С. 38. — 96 с. — (Занимательная энциклопедия). — 4000 экз. — ISBN 9785699907540.
- ^ В Самарской области археологи обнаружили больше ста погребений эпохи Золотой Орды. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ.
- ^ Штеренлихт Д. В. Очерки истории гидравлики, водных и строительных искусств. В пяти книгах. Книга 3. Россия. Конец XVII – начало XIX вв. Учебное пособие для вузов. — ГЕОС, 1999. — С. 253. — 382 с.
- ^ 1, 2, 3 Бурдин Е. А. «Гидростроительство в России…», 2010.
- ^ 1, 2 Бурдин Е. А. «Исторические аспекты…», 2010, с. 108.
- ^ Богоявленский, 1928, с. 22 (Цит. поБурдин Е. А. «Исторические аспекты…», 2010, с. 108)
- ^ Комзин, 1960, с. 14.
- ^ История создания Куйбышевского водохранилища, 2012, с. 222.
- ^ Комзин, 1960, с. 16.
- ^ 1, 2 Вечный двигатель, 2007, с. 29.
- ^ Царёв А. П., Царёва М. А. Орошаемое земледелие в Саратовской области (история, взлёт и падение). — Новый ветер, 2010. — С. 22. — 258 с. — 50 экз. — ISBN 978-5-98116-123-0.
- ^ Чаплыгин Александр Владимирович. Альманах «Россия. XX век». Архив Александра Н. Яковлева. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Чаплыгин А. В. Проблема ирригации Заволжья // Плановое хозяйство : журнал. — М.: Издательство Госплана СССР, 1928. — № 12. — . 2019 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Чаплыгин А. В. Проблема ирригации Заволжья // Плановое хозяйство : журнал. — М.: Издательство Госплана СССР, 1928. — № 12. — . 2019 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 1, 2 Бурдин Е. А. «Разработка планов…», 2010, с. 117.
- ^ Бурдин Е. А. «Основные факторы…», 2010.
- ^ 1, 2 История создания Куйбышевского водохранилища, 2012, с. 223.
- ^ Российский государственный архив экономики (РГАЭ). Ф. 4372. Оп. 28. Д. 456. (Цит. по Бурдин Е. А. «Основные факторы…», 2010)
- ^ Чаплыгин А. В. Волгострой. — Гос. изд-во. Средневолж. краевое отд-ние, 1930. — С. 108. — 126 с.
- ^ Бурдин Е. А. «Разработка планов…», 2010, с. 118.
- ^ Бурдин Е. А. «Разработка планов…», 2010, с. 123—124.
- ^ Кржижановский Г. М. «Проблема социалистической реконструкции и освоения Волго-Каспийского бассейна», С. 13
- ^ Ризенкампф Г. К. «Техническая схема реконструкции Волги», С. 47
- ^ 1, 2 Труды ноябрьской юбилейной сессии 1933 г. Проблемы Волго-Каспия. — Издательство Академии наук СССР, 1934. — Т. I. — 628 с. — 3000 экз.
- ^ Мельник С. Г. Неизвестная ГЭС в Жигулях (Окончание). Забытый Тольятти (28 ҫурлан 2013). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Бурдин Е. А. «Исторические аспекты…», 2010, с. 110.
- ^ Вечный двигатель, 2007, с. 79.
- ^ А. Н. Комаровский. Записки строителя. — Воениздат, 1972. — С. 79—82. — 264 с. — 100 000 экз.
- ^ Российский государственный архив социально-политической истории (РГАСПИ). Ф. 17. Оп. 163. Д. 1160. Л. 18,19. (Цит. по Захарченко, 2008, с. 1114)
- ^ Ерофеев В. Жук Сергей Яковлевич. Историческая Самара. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Захарченко, 2008, с. 1114.
- ^ XVIII съезд Всесоюзной Коммунистической Партии(б). 10-21 марта 1939 г.: Стенографический отчёт. — Госполитиздат, 1939. — С. 379. — 744 с. Архивировано 25 пушӑн 2016 года.
- ^ ГУЛАГ: Главное управление лагерей…, 2002, с. 771.
- ^ ГУЛАГ: Главное управление лагерей…, 2002, с. 713.
- ^ ГУЛАГ: Главное управление лагерей…, 2002, с. 770.
- ^ ГАРФ. Ф. Р—9401. Оп. 1а. Д. 65. Л. 183—185. (Цит. по Заключенные на стройках коммунизма. ГУЛАГ и объекты энергетики в СССР. Собрание документов и фотографий / Отв. ред. О. В. Хлевнюк; Отв. составители О. В. Лавинская, Ю. Г. Орлова. — Российская политическая энциклопедия (РОССПЭН), 2008. — С. 48—49. — 448 с. — 1000 экз. — ISBN 978-5-8243-0918-8.)
- ^ История ГЭС. Жигулёвская ГЭС. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Куйбышевское водохранилище (справочник), 2008, с. 9.
- ^ 1, 2 Куйбышевское водохранилище (справочник), 2008, с. 10.
- ^ Куйбышевское водохранилище (справочник), 2008, с. 11.
- ^ Куйбышевское водохранилище (справочник), 2008, с. 13.
- ^ 1, 2 Куйбышевское водохранилище (справочник), 2008, с. 14.
- ^ Лукин А. В. Итоги ихтиологических работ Татарского отделения ГосНИОРХа на Куйбышевском водохранилище. Тр. совещания по изучению Куйбышевского водохранилища. Гидробиология, ихтиология и гидрохимия. Куйбышев, 1963. Вып. 3
- ^ Шаронов И. В. Расширение ареала некоторых рыб в связи с зарегулированием Волги. // Проблемы изучения и рационального использования биологических ресурсов водоёмов. Куйбышевское книжное издательство. 1971
- ^ Евланов И. А., Козловский С. В., Антонов П. И. Кадастр рыб Самарской области. Тольятти: ИЭВБ РАН, 1998
- ^ Батоян В. В., Сорокин В. Н. Микроэлементы в рыбах Куйбышевского водохранилища // Экология. — 1989. — Вып. 6.
- ^ Кузнецов В. А. Процесс формирования экосистемы Куйбышевского водохранилища //Тр. IV Поволжской конференции «Проблемы охраны вод и рыбных ресурсов». Т. 1. Казань: Казанский университет, 1991.
- ^ Кирпичников В. С. Генетические основы селекции рыб. — Наука, 1987.
- ^ Лукин А. В. Наблюдения над состояние запасов осетровых в Средней Волге после заморов 1939—1942 годов. // Тр. Татарского отделения ВНИОРХ, 1948, Вып. 4
- ^ Изменения уровней водохранилищ ГЭС РусГидро (выр.). www.rushydro.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Водохозяйственная обстановка на водохранилищах Волжско-Камского каскада (выр.). voda.mnr.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Обмеление Волги. Активисты заявили об ошибке, ставшей причиной экологического преступления (выр.). kazanreporter.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Причиной обмеления Волги стала бесконтрольная добыча песка, — транспортная прокуратура (выр.). www.vgoroden.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ.
- ^ Почему катастрофически мелеет самая большая река Европы (выр.). rg.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
- ^ Ситуация с состоянием Куйбышевского водохранилища — критическая. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
Вуламалли
- Куйбышевское водохранилище // Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров. — 3-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1969—1978.
- Богоявленский К. В. Волжская районная гидроэлектрическая станция. (К вопросу о Волгострое). — Гос. изд-во. Средневолж. краевое отд-ние, 1928. — 22 с.
- Бурдин Е. А. Основные факторы сооружения волжского каскада гидроузлов (1930—1950-е годы) // Вестник Чувашского университета : журнал. — Чебоксары: Чувашский государственный университет им. И. Н. Ульянова, 2010. — Вып. 2. — ISSN 1810-1909.
- Бурдин Е. А. Разработка планов хозяйственного освоения водных ресурсов Волги в 1930–1936 гг. // Вопросы истории естествознания и техники : журнал. — 2010. — № 3. — ISSN 0205-9606.
- Вечный двигатель. Волжско-Камский гидроэнергетический каскад: вчера, сегодня, завтра / под общ. ред. Р. М. Хазиахметова. Авт.-сост. С. Г. Мельник. — Фонд «Юбилейная летопись», 2007. — 352 с. — 3000 экз.
- С. В. Козловский. Становление и развитие ихтиологической науки в Среднем Поволжье // Известия Самарского научного центра Российской академии наук : журнал. — Самара, 2001. — Т. 3, вып. 2. — .
- Куйбышевское водохранилище (научно-информационный справочник) / Отв. ред. Розенберг Г. С., Выхристюк Л. А.. — ИЭВБ РАН, 2008. — 123 с. — 200 экз.
- ГУЛАГ: Главное управление лагерей. 1918 – 1960 / Под ред. акад. А. Н. Яковлева; сост. А. И. Кокурин, Н. В. Петров.. — МФД, 2002. — 888 с. — (Россия. XX век. Документы). — 3000 экз. — ISBN 5-85646-046-4.
- Куйбышевское водохранилище. — Наука, 1983. — 213 с.
- Бурдин Е. А. Исторические аспекты и динамика развития российской гидроэнергетики в 1900—1980-х гг. (на примере Волжского каскада гидроузлов) // Известия Самарского научного центра Российской академии наук : журнал. — Самара: Самарский научный центр РАН, 2010. — Т. 12, № 2.
- Бурдин Е. А. Гидростроительство в России: от Самарского Волгостроя к Большой Волге (1930—1980 гг.). — УлГПУ, 2010. — 222 с. — ISBN 978-5-86045-392-0.
- Комзин И. В. Волжская ГЭС имени В. И. Ленина / И. В. Комзин, Е. В. Лукьянов. — Куйб. книжное изд-во, 1960. — 120 с.
- Захарченко А. В. НКВД и строительство гидроэлектростанций в Среднем Поволжье в 1937—1940 гг. // Известия Самарского научного центра РАН : журнал. — Самара: Самарский научный центр РАН, 2008. — Т. 10, № 4. — .
- Носкова О. Л., Розенберг Г. С. История создания Куйбышевского водохранилища // Известия Самарского научного центра Российской академии наук : журнал. — Самара: Самарский научный центр РАН, 2012. — Т. 14, № 1. — .
Каҫӑсем
- Куйбышевское водохранилище: тащить тяжело и бросить нельзя (выр.). media73.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
- Гидроудар. Как уходили под воду сотни поволжских городов и сёл («Совершенно секретно» от 23.03.2015 г. № 09/338, Наталия Фёдорова) (выр.). www.sovsekretno.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.