Кашинка (юханшыв)

 

undefined

Кашинка, — Атӑлăн сулахай юппи, Тверь облаçĕнчи юханшыв.

Юханшыв тăршшĕ 128 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 661 çх2. Çăлкуçĕ Тверь облаçĕн Кесов Сăрчĕ районĕнчи Болдеев ялĕ патĕнче вырнаçнă. Юханшыв çыранĕсем малтан хĕсĕк, каярахпа вара, вăтам юхăма çитсен, сарăлаççĕ. Атăла юхса кĕнĕ çĕрелле юханшыв 500-800 метр таран сарăлать. Тарăнăшĕ 1-2 метр.

Ака уйăхĕн варринче пăртан тасалать те чӳк уйăхĕн вĕçĕнче шăнса ларать. Вăтамран çулсерен пĕр çеккунт хушшинче 4,5 м3 шыв юхать.

Атӑла юхса кĕнĕ вырăнтан 25 çухрăм çӳлелле кимĕсемпе çӳреме юрать.

Хуласем

Юханшыв хĕрринче Кесов Сăрчĕ хула евĕрлĕ посёлокпа Кашин хули вырнаçнă.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 10. Верхне-Волжский район / под ред. В. П. Шабан. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 528 с.