Кесов Сăрчĕ
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчӗксене тата капăрлатусене РУВИКИ йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Кесов Сăрчĕ, — Тверь облаçĕнчи хула евĕр паççулкă, Кесов Сăрчĕ районĕн администраци центрĕ.
Хула Кашин хулинчен 32 çухрăмра вырнаçнă. Облаç тĕпне, Тĕвере çити 180 çухрăм.
Халăх йышĕ
2005 çулта паççулкăра 3,9 пин çын пурăннă.
Паççулкăн кун-çулĕ
Ăна пĕрремеш хут 1238 çулта асăннă. Малтан виçĕ касран тăнă — Хĕрлĕ, Мулкачлă, Курак касĕсем. Каярахпа ял ӳçнĕ май Кесов Сăртне Никольскипе Рассудово ялĕсем кĕнĕ.
Авал ку паççулкăна Киасов Сăрчĕ тенĕ. Сăмахĕ финн-угр чĕлхисенче тăмлă вырăна пĕлтерет.
Яла паççулкă йышне 1975 çулта кĕртнĕ.
Паллă вырăнсем
Паççулкăн чи паллă палăкĕ — Никольски чиркĕвĕ. Ăна 1800 çулта хăпартнă. Вăл вăхăтра Никольски уйрăм ял пулнă. Рассудовăпа Киасов Сăрчĕнчи чиркĕвĕсем упранса юлман — вĕсен ишĕлчĕк тĕпĕ çеç юлнă.
Паллă çынсем
Паççулкăра икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне тивĕçнĕ Алелюхин Алексей Васильевич вĕçевçĕ çуралнă. Кунта унăн палăкĕ пур.
Каçăсем
Кесов Сăрчĕ РУВИКИ.Медиа-ра? |
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |