Хула
Хула (выр. Город) — пысӑк пурӑну вырӑнӗ, унта пурӑнакансем ял хуҫалӑхӗпе ӗҫлемеҫҫӗ. Хуҫалӑхпа экономика комплексӗ аталаннӑ. Хулари ялан тата вӑхӑтлӑх пурӑнакан халӑхӑн пурнӑҫне тивӗҫтерекен архитектура тата инженери сооруженийӗсемлӗ.
Термин историйӗ таврари хӳтӗлев карти — вал е стена — пуррипе ҫыхӑннӑ. Авалхи Руҫре хула тесе ҫавӑн пек карта тытса ҫавӑрнӑ тӗрлӗ пысӑк пурӑнмалли вырӑна каланӑ. Хуласем ӳнер тата алӑсталӑх аталанӑвӗн, техника ҫитӗнӗвӗсен центрӗ пулса тӑнӑ.
Пысӑкланса пырса хуласем хула агломерацийӗсем туса хураҫҫӗ. Ҫӗршывсемпе континентсемшӗн уйрӑмах тӗп хуласем, ҫавӑн пекех миллионниксем е агломерацисем-миллионерсем (халӑх йышӗ 1 миллион ытла ҫын), ҫав шутра мегалополиссемпе глобаллӑ хуласем, пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Хуласенче тӗнчери халӑхӑн ҫурри ытла пурӑнать[1].
Хулана тӗрӗс йӗркелессине тишкерессипе ятарлӑ ӑслӑлӑх — хула тӑвас ӗҫ (градостроительство) — ӗҫлет, вӑл хуласене йӗркелемелли саккунсемпе меслетсене тӗпчет. Градостроительство архитектурӑран ҫуралнӑ, анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн хуласем пысӑкланса кайнӑ, вӗсене планлама хушма пӗлӳ — гигиена, экономика, экологи, транспорт тата чылай урӑххи — кирлӗ пулса тӑнӑ[2].
Истори
Пур хуласемпе пурӑнан вырӑнсен историйӗ вӗсен никӗсӗнчен пуҫланать, вӗсен территорине пӗрремӗш ҫынсем пырса тӗпленнӗренпе тата халӑх вӗҫӗмсӗр пурӑнма пӑрахиччен. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, пурӑнан вырӑнсен историне час-часах вӗсене пӗрремӗш хут ҫыруллӑ ҫӑлкуҫсенче асӑннӑранпа (тӗрӗсрех информаци памалли урӑх майсем хальлӗхе ҫук) шута илсе пыраҫҫӗ. Хулан статусӗ тата унӑн ячӗ пӗрре мар улшӑнма пултарать. Паян археологсем уҫнӑ авалхи тата вӑтам ӗмӗрсенчи пин-пин хула паллӑ. Хӑшӗсен территорийӗнче ҫӗнӗ хуласем туса лартнӑ, хӑшӗсенче вара пурнӑҫ татӑлми тӑсӑлать. Анчах истори вӑл — мӗн пӗлни, тӗпчени ҫинчен каласа пани. Ҫавӑнпа та хуласен историне, тӗпрен илсен, ҫырура пӗрремӗш асӑннинчен илсе пыраҫҫӗ.
Авалхи тӗнче хулисем
Пирӗн эрӑчченхи 5 пин ҫулран пуҫласа Дунайран пулас Греципе Днепр еннелле пысӑк территори центрӗсем сарӑлаҫҫӗ.
Раҫҫей территоринче Аркаим(выр.)чăв. тата Урал пуҫламӑшӗн территори центрӗсем пирӗн эрӑччен 3—2 пинҫуллӑхран аталаннӑ. Дербент (Дагестан) археологи даннӑйӗсем тӑрӑх 5000 ҫул тултарнине палӑртнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 4—3 пинҫуллӑхсенче тӗнчере ҫак паллӑ авалхи территори центрӗсем пулнӑ: Авалхи Месопотамире — Ур, Урук, Ницер; Авалхи Египетра — Мемфис, Фивы; Индире — Мохенджо-Даро, Хараппа; Грецире — Спарта, Афина. Европӑри хуласен историне пирӗн эрӑчченхи VIII—VII ӗмӗрсенчен пуҫлаҫҫӗ: Гадес (Испани), Массили (Франци), Рим (Итали), Ольвия, Пантикапей (Керчь, Крым) тата ыт. те, ҫав тапхӑртах Кавказри хуласем аталаннӑ: Поти, Кутаиси (Грузи), Сухум (Абхази Республики), Ереван (Эрмени). Пирӗн эрӑчченхи VI-V ӗмӗрсенче Фанагори, Гермонасса, Танаис тата хальхи Раҫҫей территорийӗнчи урӑх антика хулисем пулса каяҫҫӗ. Ӗлӗкхи хуласене промысласемпе ял хуҫалӑхӗ тачӑ ҫыхӑнтарнӑ, мӗншӗн тесен час-часах вӗсене ҫӗр ӗҫченӗсемпе выльӑх ӗрчетекенсем йӗркеленӗ те. Ҫак ҫыхӑнӑва пӗчӗк хуласем нумай ҫӗршывра халӗ те упраҫҫӗ, паян та ял хуҫалӑх ӗҫӗпе пысӑк хуласенчи халӑхӑн пӗр пайӗ кӑсӑкланать.
Вӑтам ӗмӗрсенчи хуласем
Вӑтам ӗмӗрсенчи хуласем пирӗн эрӑри V ӗмӗртенпе, Рим, Константинополь, Херсонес(выр.)чăв. (Севастополь, Крым) тата ытти нумай пысӑк тата пӗчӗк территори центрӗсен кунҫулӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, чылай чухне йӑлана кӗнӗ обществӑн тенденцийӗ аталанса пынӑ. XI—XII ӗмӗрсенче Европӑри чи пысӑк хуласем: Венеци, Флоренци, Рим, Париж, Лондон, Кёльн, Киев тата ыттисем.
Хуласем час-часах хӳтӗленмелли (замоксем, крепоҫсем тата ыт. те) вырӑнсенче ӳссе ларнӑ. Ку вырӑс сӑмахӗн этимологийӗнче палӑрать: «город» (чиркӳ славян чӗлхингче градъ) карта тытнӑ, хӳтӗленӗ вырӑна пӗлтерет (поляксен gród — крепость). Скандинавире Руҫӑн ячӗ — «Гардарики» — «хуласен патшалӑхӗ» тенине пӗлтерет. Ҫынсем хуласем тавра пурӑнма тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесен вӗсен кирлӗ чухне тӑшмансенчен хуласенче пытанма май пулнӑ.
Анӑҫ Европӑри тата АПШ-ри хуласен XIX—XX ӗмӗрсенчи аталанӑвӗ
XIX ӗмӗрте промышленнӑҫ революцине(выр.)чăв. пула хуласем хӑвӑрт ӳсме пуҫланӑ. Пысӑк хуласен ҫумӗнче малтан чи чухӑн сийсем пурӑннӑ. Анчах та XIX ӗмӗрте Европӑра тата АПШ-ра чукун ҫул транспорчӗ аталаннине пула пысӑк хуласен ҫумӗнче хулаҫумсем пулса кайнӑ, унта пуян ҫемьесем вырнаҫнӑ.
АПШра Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн пуҫланнӑ субурбанизаци(выр.)чăв. вӑйлӑ аталаннӑ. Халӑха хулаҫум вырӑнсене куҫма харпӑр автомобильсен шучӗ ӳсни тата ҫул-йӗр сетьне, ҫав шутран хӑвӑрт магистральсене, аталантарни май туса панӑ. Ҫав вӑхӑтрах АПШри пысӑк хуласен центрӗсенче нумай хваттерлӗ кивелекен ҫуртсенче ытларах сахал тупӑшлӑ халӑх пурӑнма пуҫланӑ.
Субурбанизаци хула агломерацийӗсем патне илсе ҫитернӗ. Лаптӑкӗпе тӗнчери чи пысӑк хула агломерацийӗ — виҫӗ штат территоринче вырнаҫнӑ Нью-Йорк агломерацийӗ. Халӑхпа чи пысӑк агломераци — Токио таврашӗнчи регион, унта 35 млн ҫын пурӑнать. [[Файл:St Mary's Church, Castle Street 1.jpg|мини|right|Рединг (Англи) Европӑри хула агломерацийӗсем АПШпа Канадӑран уйрӑлса тӑраҫҫӗ: Европӑри пысӑк хуласен ҫывӑхӗнчи хуласем ытларах чухне хӑйсем тӗллӗн пурӑнакан пӗчӗк хуласем е ялсем пулнӑ, вӗсем ҫывӑрмалли районсем пулса тӑнӑ, унта пурӑнакансем кунсерен ҫывӑхри пысӑк хулана ӗҫлеме каяҫҫӗ.
Аталанакан ҫӗршывсенчи XX—XXI ӗмӗрсенчи хуласем
Аталанакан ҫӗршывсенчен нумайӑшӗнче урбанизацин пысӑк хӑвӑртлӑхпа палӑрса тӑрать. Аталанакан ҫӗршывсенче нумай миллионлӑ хула агломерацисем (тӗслӗхрен, Мехико, Буэнос-Айрес, Сан-Паулу, Рио-де-Жанейро, Калькутта, Мумбай тата ур.) йӗркеленнӗ. Анчах ял халӑхӗ хуласене куҫни ӗҫ вӑйӗ кирлинчен вӑйлӑ иртсе каять, урбанизаци ӗҫсӗррисемпе ҫурма ӗҫсӗррисен шутне ӳстерет, хула районӗсене трущобӑсем йышланаҫҫӗ (суя урбанизаци).
Планлӑ хуласем
XX ӗмӗрте тӗрлӗ ҫӗршывсенче, ытларах чухне йывӑр условисемлӗ е пурӑнма юрӑхсӑр регионсенчи ҫынсене куҫарас тӗллевпе е ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласем тупнӑ май, патшалӑх тӳрремӗнех хутшӑннипе, пысӑк концернсен капиталӗпе тата вӗсем пӗрле вӑй хунипе хуласене планлӑ йӗркелеме пуҫланӑ.
1960-мӗш ҫулсенче Бразилин тӗп хулине тӗп хула функцийӗсем валли ятарласа Бразилиа ҫӗнӗ хулана ҫӗршывӑн сахал халӑхлӑ анӑҫӗнче тунӑ.
Аталану
Индустри самани пуҫлансан хуласенчи халӑх пур ҫӗрте те хӑвӑрт ӳссе пынӑ, мӗншӗн тесен ялсенчен нумайӑшӗ хӑтлӑ ҫурт-йӗршӗн тата пысӑкрах ӗҫ укҫишӗн пысӑк хуласене куҫма тӑрӑшать.
XIX ӗмӗрте промышленнӑҫ хулисен ӳсӗмӗ массӑллӑ пулса тӑнӑ, ҫавӑнпа та шӑпах XX ӗмӗр урбанизаци(выр.)чăв. ӗмӗрӗ шутланать:
| Ҫул | Хулара пурӑнакан халӑх йышӗ[3] | Хулара пурӑнакансен Ҫӗр ҫинчи халӑх йышӗн пайӗ[3] |
|---|---|---|
| 1900 | 220 млн[4] | 13 %[4] |
| 1950 | 736,796 млн | 29,1 % |
| 1960 | 996,298 млн | 32,9 % |
| 1970 | 1 331,783 млн | 36 % |
| 1980 | 1 740,551 млн | 39,1 % |
| 1990 | 2 274,554 млн | 43 % |
| 2000 | 2 853,909 млн | 46,6 % |
| 2005 | 3 164,635 млн | 48,6 % |
| 2015 | ~ 4 млрд[5] | |
| 2050 (прогноз ООН) | 6,3 млрд | 66 %[5] |
1900 ҫулта хуласенче пӗтӗм халӑхӑн 13 % пурӑннӑ, 2000 ҫул тӗлне — 47 %. Хальхи вӑхӑтра хуласенче планета ҫинче пурӑнакансенчен ҫурри ытла пурӑнать.
Раҫҫейре (1994 пуҫламӑшӗ тӗлне) хула халӑхӗ 108,5 млн ҫын, е пӗтӗм халӑхӑн 73 % шутланнӑ.
1950 ҫулта 1 миллион ҫын ытла пурӑнакан 83 хула шутланнӑ, 2000 ҫулта — 411, 2010 ҫулта — 800 ытла.
2000 ҫулта 10 миллион ытла ҫын пурӑнакан 18 хула шутланнӑ, 2005 ҫулта — 20 (кунсӑр пуҫне 22 хула 5—10 млн ҫын, 370 — 1—5 млн, 433 — 500 пинрен 1 млн ҫити) пурӑнать. 2010 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне вӗсем 23-ӗн.
Тӗпчевҫӗсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, хальхи тенденци малалла тӑсӑлсан хуласенчи халӑх кашни 38 ҫулта икӗ хут нумайланӗ.
Европӑра хула халӑхӗн 50 % пысӑках мар хуласенче (5—10 пин ҫын) тата 25 % 10—250 пин ҫынлӑ тата 250 пин ытла ҫынлӑ хуласенче пурӑнать.
Хальхи вӑхӑтра пур хула типҫӗр лаптӑкӗн 1 % ытла мар йышӑнать.
Хуласенчи демографи
Вӑтам ӗмӗрсенче хула ҫыннисен ҫемйисем хушшинче нумай ача ҫуратса та 2-3 ачаран ытла чӗрӗ юлман. Чылай ҫемьере вара 1-2 ача юлнӑ. Арле хулинче 1340—1440 ҫулсенче ҫемьери ачасен вӑтам шучӗ иккӗрен ытла пулман, XIV ӗмӗр вӗҫӗнчен ҫемьери ачасен шучӗ чакма пуҫланӑ. Тулузӑра XV ӗмӗрӗн пӗрремӗш пайӗнче кашни пехиллевҫӗ пуҫне вӑтамран вӑл вилнӗ вӑхӑта икӗ ачаран пуҫласа виҫӗ чӗрӗ ача таран тивнӗ. Нюрнбергра XV ӗмӗр варринче пӗр ҫемьере вӑтамран икӗ ачаран та сахал — 1,64; Фрейбургра — 1,74, Ипрта — 2[6].
Испани хулисенче 1510 ҫултан пуҫласа 1840 ҫулччен тата 1850 ҫултан пуҫласа 1859 ҫулччен Мадрид, Барселона, Гранада, Вальядолид, Севильи тата Кадис кӑтартӑвӗсене пӗтӗмӗшпе илсен ҫуралнӑ ачасен шучӗ вилнисенчен сахалтарах пулнӑ, ҫакна тулашри миграци саплаштарнӑ[7].
Вӑтам ӗмӗрсенчи Германире хуласенче кашни мӑшӑрлану пуҫне 3,5 ача ҫуралнӑ, ял хутлӑхӗнче вара ҫураласлӑх пысӑкрах пулнӑ: Тольц округӗн темиҫе ял прихучӗсенче XVII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче 63 мӑшӑрӑн 327 ача ҫуралнӑ — тепӗр майлӑ каласан пӗр ҫемьере 5,2 ача[8].
1859—1863 ҫулсенче Раҫҫейри хуласенче ача ҫураласси 1000 ҫын пуҫне 45,9 ача пулнӑ, ялсенче вара 1000 ҫын пуҫне 50,9 ача — 1,1 хут нумайрах. 1909—1913 ҫулсенче Раҫҫей хулисенче 33,9 ача 1000 ҫын пуҫне, ялсенче 44,3 ача ҫуралнӑ[9].
1960—1980-мӗш ҫулсенче ялсенче ача ҫуралассин коэффициенчӗ хуларипе танлаштарсан 1 ача ытларах пулнӑ пулсан, 2001—2006-мӗш ҫулсенче — 0,4 кӑна[10].
Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей ача ҫураласлӑх вӑтам коэффициенчӗ 1,75, хуласенче — 1,59, ял тӑрӑхӗнче — 2,34.
Хальхи хуласем
1980-мӗш ҫулсенче тӗнчере 220 яхӑн хула-миллионер шутланнӑ.
Чылай пысӑк хуласен спутник-хуласем пулса каяҫҫӗ. Час-часах хуласемпе спутник-хуласем пӗрлешсе каяҫҫӗ, агломерацисем туса хураҫҫӗ, каярах мегалополиссене пӗрлешме пултараҫҫӗ.
Раҫҫейри хуласем
1990-мӗш ҫулсенче Раҫҫей Федерацийӗнче 1030 ытла хула пулнӑ, вӗсенче ҫӗршыври халӑхӑн 73 % пурӑннӑ, 2012 ҫул тӗлне Раҫҫейӗн 1092 хулинче 106,1 млн ҫын (халӑхӑн 74 %) пурӑннӑ[11].
Раҫҫейре хула статусне РФ субъекчӗсен саккунӗсемпе палӑртаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах икӗ йышши хуласем пулаҫҫӗ: регион (облаҫ, край, республика пӗлтерӗшлӗ) тата район пӗлтерӗшлӗ. Сӑмахран, Волгоград облаҫӗнче халӑх пурӑнакан вырӑна район пӗлтерӗшлӗ хула тесе йышӑнма ҫак условисене пурнӑҫламалла: халӑх йышӗ 10 пинрен кая мар; ҫав шутран рабочисен, служащисен тата вӗсен ҫемйисен пайташӗсен пӗтӗм халӑхан 85 % кая мар; пурӑну вырӑнӗ промышленноҫпа культура центрӗ пулмалла[12]. Паллах, облаҫ пӗлтерӗшлӗ хуласемшӗн требованисем ҫӳлерех.
Анчах та ҫак требованисем хытӑ мар, пурӑну вырӑнӗн хула статусне илнӗ хыҫҫӑн пӗр-пӗр критерийӗ (чи малтанах, унта пурӑнакансен шучӗпе) чаксан хула статусне тӳрех ҫухатмасть, мӗншӗн тесен ҫакӑн пирки тивӗҫлӗ нормативлӑ право актне (облаҫ саккунне) йышӑнмалла.
Раҫҫейри чылай хуласем (2012 ҫулхи 1092-рен 208-шӗ) вӗсенче 12 пин ҫынран сахалрах пурӑнсан та хӑйсен статусне упраса хӑвараҫҫӗ[11].
Сӑмахран, Волгоград облаҫӗнчи Серафимовичра 2013 ҫул тӗлне 9300 яхӑн ҫын кӑна пурӑннӑ.
Хула статусӗ пӗр-пӗр политика вӑйӗсен интересӗсемпе килӗшсе тӑма пултарать, тӗслӗхрен — Ингуш Республикин тӗп хули Магас — Раҫҫей регионӗсен чи пӗчӗк тӗп хули, вӑл федераци субъекчӗн административлӑ тӗпӗ шутланать. Чекалин хули Иннополиса хула статусне париччен Раҫҫейӗн чи пӗчӗк хули пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах Раҫҫейре 200-тен кӑшт сахалрах ялта тата 200-тен кӑшт ытларах хула евӗр посёлокра 10 пин ытла ҫын пурӑнать.
Хула тытӑмӗ
Хуласене ялан тенӗ пекех районсене е округсене (2-рен 18-а ҫити) пайланӑ. Лешсем, хӑйсем енчен, уйрӑм ҫуртсенчен тӑракан микрорайонсем е кварталсем ҫине пайланаҫҫӗ.
Кварталсем тӑватӑ енлӗ, вӗсен кашнин чикки — пӗр-пӗр урам (вӗсенчен пысӑккисене проспектсем теҫҫӗ, пӗчӗккисене — тӑкӑрлӑксем). Кварталӑн шал енне картиш теҫҫӗ.
Урамсен пӗр пайӗ транспорта ҫӳреме кирлӗ, тротуарсене ҫуран ҫӳрекенсем валли уйӑрнӑ. Хула варринчи урамсем йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫурт-йӗр лартман лаптӑка (форум) пӗрлешеҫҫӗ.
Хуласенчи ҫуртсем пурӑнмалли тата обществӑллӑ ҫуртсем ҫине пайланаҫҫӗ, унсӑр пуҫне промышленность ҫурчӗсем те пур.
Хуласенчи ҫуртсен тӗсӗсем:
- промышленность ҫурт-йӗрӗ
- заводсем
- портсем
- складсем
- пурӑнмалли тата халӑха кирлӗ ҫуртсем:
- небоскрёбсем
- ҫӳллӗ ҫуртсем
- хӑна ҫурчӗсем
- отельсем
- мотельсем
- ҫуртсем
- лавккасем
- суту-илӳ центрӗсем
- пасарсем
- апатлану вырӑнӗсем:
- кафесем
- ресторансем
- столовӑйсем
- кану вырӑнӗсем:
- парксем
- кинотеатрсем
- ресторансем
- куравсем
- музейсем
- барсем
- дискотекӑсемпе ташӑ вырӑнӗсем
- спорт сооруженийӗсем:
- стадионсем
- бассейнсем
- пульницӑсемпе поликлиникӑсем
- вӗрентӳ сооруженийӗсем:
- ача пахчисем
- шкулсем
- колледжсем
- лицейсем
- университетсем
- тӗн сооруженийӗсем:
- соборсем
- чиркӳсем
- часавайсем
- масарсем
- администраци, ведомство тата правительство ҫурчӗсем
- офис ҫурчӗсем:
- бизнес центрӗсем
- небоскрёбсем
Кашни хулан юридици (административлӑ) чикки е хула йӗрӗ пур, анчах хула хула халӑхӗ йышланса пынипе ҫурт-йӗр тӑвасси ӳснӗ май юридици чиккинчен тухса каять, малтан тӗп ҫулсем хӗррипе ҫурт-йӗр ҫавӑраҫҫӗ, кайран вӗсен хушшинчи хушӑсене тултарма тытӑнаҫҫӗ, хула-спутниксемпе ҫывӑхри ялсене ҫӑтса ярать. Юридици тата чӑн чикӗсем пӗр пулманни хула хуҫалӑхне тытса тӑма йывӑрлатать. Хула администрацин транспортпа тата коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемпе унӑн административлӑ чиккисенче хулара пурӑнакансене кӑна мар, хулаҫумӗсенче пурӑнакан ҫынсене те, хулана куллен ӗҫе килекен ҫынсене, тивӗҫтерме тивет. Маятник миграцийӗ транспорт инфраструктурине чылай укҫа хывма хистет — ҫӗнӗ магистральсем, ҫав шутра хулан историллӗ пайӗнче, транспорт пайлавӗсем, хӑвӑрт транспорт линийӗсем тума тивет. Ҫак ҫивӗч ыйтӑва хула тӑкакӗсене хула ҫыннисемпе пӗрле хула ҫумӗнче пурӑнакансем те хутшӑннипе е хулан административлӑ чиккине анлӑлатнипе татса пама пулать[13].
Хуласене аталантаракан факторсем
Генуя, Венеци, Париж, Амстердам, Аслӑ Новгород, Данциг пек хуласене тӗрлӗ вӑхӑтра тӗп наци е тӗнчери суту-илӳ ҫулӗсем ҫинче вырнаҫни аталанма пулӑшнӑ.
Ҫавӑн пекех ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласен вырӑнӗсем тупса кӑларма пуҫлани те пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Тӗслӗхрен, массӑллӑ производствӑсем тума никӗс хывнӑ чул кӑмрӑкӗпе тимӗр тӑприн вырӑнӗсене пӗр-пӗринчен ҫывӑх вырнаҫнӑ ҫӗрте хуласем тӗвӗленнӗ. Ҫакӑ, тӗслӗхрен, Германири Рур облаҫӗнчи (Эссен, Дуйсбург) хуласене XIX ӗмӗрте аталантарнӑ[14].
Хуласен экологийӗ
Хуласенче хӑйнеевӗр микроклимат йӗркеленет. Сывлӑш температури хуласенче яланах таврари вӑтам температурӑран кӑшт пысӑкрах. Хула атмосфери ӑшӑнасси топливо ҫуннипе, ҫуртсене хутса ӑшӑтнипе тата вӗсем кайран ӑшӑ панипе пулса пырать. Хуласенче юр маларах ирӗлет, ӳсентӑрансем маларах ешереҫҫӗ, час-часах урӑх тӑрӑхра хӗл каҫакан вӗҫен кайӑксем, хӑйсен инстинкчӗсем ҫинчен «манса кайса» хулара хӗл каҫма юлаҫҫӗ.
Хуласем промышленноҫ производствине тата автомобиль транспортне пула тавралӑха варалакан ҫӑлкуҫсем шутланаҫҫӗ. Ҫурт-йӗр нумай туни ҫил хӑвӑртлӑхне чакарать, ҫакӑ сывлӑшра варалакан япаласене пухӑнма пулӑшать. Хула территорийӗ тата хула ҫывӑхӗнчи ҫӗрсем ӳссе пыни ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене, вӑрмансене чакарать[15].
2012 ҫулта пичетленнӗ «Хабитат» докладра — ООН халӑх пурӑнакан вырӑнсен программисем — хуласенче парник газӗсене сахаллатма чӗнсе калани пур. Ҫакна тумалли сӗнӳсем:
- энерги перекетлес енӗпе мероприятисем ирттермелле;
- харпӑр автомобильсене сахаллатас тӗллевпе общество транспортне аталантармалла;
- нумай хутлӑ ҫуртсем тумалла, мӗншӗн тесен тачӑ ҫурт-йӗрлӗ территорисем ҫын пуҫне шутласан парник газӗсене кӑларса пӑрахасси сахалрах[16].
«Фостер тата партнёрӗсем» компани Пӗрлешӗннӗ Араб Эмирачӗсен(выр.)чăв. Абу-Даби(выр.)чăв. эмиратӗнче вырнаҫнӑ «Инициатива Масдар» пуласлӑх хулин проектне туса хатӗрленӗ. Вӑл йӑлтах хӗвел энергийӗпе е ҫунтармалли япалапа ҫыхӑнман ытти энергипе тивӗҫтерекен тӗнчери пӗрремӗш хула пулмалла. Ҫавӑн пекех хула ӗҫ-хӗлӗн каяшӗсене туллин тирпейлемелли тытӑмпа тивӗҫтерме палӑртаҫҫӗ[17].
Ӑнлантарусем
- ^ Шестой оценочный доклад МГЭИК: изменение климата в 2022 году (2022-02-28). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ А. Гутнов, В. Глазычев. Мир архитектуры. — Молодая гвардия, 1990. — 351 с. — 200 000 экз. — ISBN 5-235-00487-6.
- ^ 1, 2 World Population Prospects: The 2006 Revision and World Urbanization Prospects: The 2007 Revision (англ.). Population Division of the Department of Economic and Social Affairs of the United Nations Secretariat. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи акан 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 World Urbanization Prospects: The 2005 Revision (англ.). Population Division of the Department of Economic and Social Affairs of the United Nations Secretariat. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 New thinking urgently required to shift urbanisation onto a more sustainable path | ANU Fenner School of Environment & Society. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Средневековый город: низкая брачность, малая детность, общество среднего возраста.. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Antonio Moreno-Almárcegui, Jesús J. Sánchez-Barricarte. Demographic causes of urban decline in 17th century Spain(акăлч.) // Annales de démographie historique. — Vol. n° 130, iss. 2. — ISSN 0066-2062.
- ^ Б.Ц. Урланис. Рост населения в Европе. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Российскому городу - деревенскую рождаемость! // Демоскоп Weekly : журнал. — 2008. — 15 акан (№ 329-330).
- ^ Екатерина Щербакова. Несмотря на сближение, различия в рождаемости и смертности городского и сельского населения сохраняются // Демоскоп Weekly : журнал. — 2010. — Январь (№ 407-408).
- ^ 1, 2 Коломак Е. Развитие городской системы России: тенденции и факторы (выр.). Демоскоп Weekly (2015). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Об административно-территориальном устройстве Волгоградской области от 07 октября 1997 - docs.cntd.ru. docs.cntd.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Где проходит граница города? web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Почему одни города растут, а другие — нет? web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Как города влияют на окружающую среду? web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Город на выброс // Владимир Тихомиров: придут ли на смену мегаполисам экотауны. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Gulfnews: UAE to host Irena HQ. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
Вуламалли
- Иванов Вяч. Вс. К семиотическому изучению культурной истории большого города // Иванов Вяч. Вс. Избранные труды по семиотике и истории культуры. Т. 4. — М., 2007, с. 165—179
- Макс Вебер. Город
- Chandler, T. 1987. Four Thousand Years of Urban Growth: An Historical Census. Lewiston, NY: Edwin Mellen Press.
- Modelski, G. 2003. World Cities: −3000 to 2000. Washington: Faros2000.
- А. Гутнов, В. Глазычев. Мир архитектуры. — Молодая гвардия, 1990. — 351 с. — 200 000 экз. — ISBN 5-235-00487-6.Мир архитектуры. Лицо города
- Хайдуков Д. С. Университетские города — обучение будущему // Мировой опыт и отечественные традиции управления человеческими ресурсами: Сб. материалов III Международной научно-практической конференции. МГУ / Под общ. ред. д. ф. н., проф. В. П. Пугачёва;. — М.: МАКС Пресс, 2012.