Рур облаҫӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Дата.РУВИКИ-ре элемент ҫук

Рур облаҫӗ е Рур регионӗ (ним. Ruhrgebiet) е Рурштадт (ним. Ruhrstadt) — Ҫурҫӗр Рейн-Вестфали (Германи) федераллӑ ҫӗрти ҫӑтӑ вырнаҫнӑ хула агломерацийӗ-конурбацийӗ. Лаптӑкӗ 4435 ҫм², халӑх йышӗ 5,3 млн яхӑн ҫын, ӑна мегалополис теме пулать, вӑл ҫӳллӗ шайри Рейн-Рур регионӗн агломерацин ҫурҫӗр пайӗ, унсӑр пуҫне вӑл Европӑри чи пысӑк хула агломерацисенчен пӗри шутланать. Конурбацире пӗр-пӗринпе тупӑшакан, ҫав вӑхӑтрах пысӑкӑшӗпе пӗрешкел икӗ центр пур — Дортмундпа Эссен.

Хальхи вӑхӑтра Рур облаҫӗ тесе Рур регионсен пӗрлешӗвӗн (ним. Regionalverband Ruhr) территорине калаҫҫӗ, унта Бохум, Боттроп, Гельзенкирхен, Дортмунд, Дуйсбург, Рур-ҫинчи-Мюльхайм, Оберхаузен, Хаген, Хамм, Херне, Эссен лаптӑк ҫӗрӗсене пӑхӑнакан хуласем, ҫавӑн пекех Везель, Реклингхаузен, Унна тата Эннепе-Рур округсем кӗреҫҫӗ.

Тӑрӑх историйӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рур облаҫӗн пысӑк центрӗсем Вӑтам ӗмӗрсенчех йӗркеленнӗ, хальхи калӑпӑшпа тытӑма XIX ӗмӗрти индустриализаци тапхӑрӗнче аталанса ҫитнӗ.

1920-мӗш ҫулсенче Германи репараци тӳлеме килӗшменннине пула Рур облаҫне Франци оккупациленӗ. Репарацие Франци кӑмрӑкпа илме пуҫланӑ. Нимӗҫ шахтёрӗсем пассивлӑ забастовка йӗркелени те пулӑшман — вӗсем вырӑнне урӑххисене ӗҫлеттернӗ. Рур хирӗҫӗвӗ пирки пӑхӑр.

Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи
Структура улшӑнӑвӗсем
Оберхаузен — ҫӗнӗ центр

Кӑмрӑкпа (1958) тата хурҫӑ (1975) кризисӗсем тӗнчипе сарӑлма пуҫланӑ хыҫҫӑн Рур облаҫӗнче структура тӗлӗшӗнчен улшӑнусем пулса иртнӗ, вӗсене пула экономикӑра пысӑк йывӑрлӑхсем те сиксе тухнӑ. Патшалӑх субсидипе пулӑшнӑ пулин те хальхи вӑхӑтра кокс туса кӑларакан 3 предприяти кӑна тӑрса юлнӑ, юлашки кӑмрӑк кӑларакан шахтӑна 2018 ҫулӑн вӗҫӗнче хупнӑ.

1980-2002 ҫулсенче ҫӗр айӗнчи пурлӑха кӑларакан отрасльти 500 000 яхӑн ӗҫ вырӑнӗ ҫухалнӑ, ҫав вӑхӑтрах пулӑшу секторӗнче 300 000 яхӑн ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ ҫеҫ йӗркеленнӗ.

Индустриллӗ (авто- тата машина туса кӑларасси, электротехника, тӗрӗс механика) тата индустриллӗ мар (банк секторӗ, информаци технологийӗ) отрасльсем регионта чылай кая юлса аталанма пуҫланӑ.

1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчен Эмшер юханшывӗн ҫутҫанталӑкне чӗртсе тӑратнӑ — унччен чылай вӑхӑт хушши унпа предприятисемпе организацисен каяш шывне юхтарса кӑлармалли вырӑн пек кӑна усӑ курнӑ пулнӑ.

Администраци тытӑмӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рур облаҫӗн администраци тӗлӗшӗпе аслӑ органӗ штаб-хваттерӗ Эссенра вырнаҫнӑ «Рур» регион пӗрлешӗвӗ (ним. Regionalverband Ruhr). Ку пӗрлешӗве Рейнланд (ним. Landschaftsverband) (лаптӑк ҫӗрӗсене пӑхӑнакан 4 хула, 1 округ) тата Вестфали-Липпе (ним. Westfalen-Lippe) (лаптӑк ҫӗрӗсене пӑхӑнакан 7 хула, 3 округ) вырӑнти пӗрлешӳсем кӗреҫҫӗ. Рур облаҫӗн ҫакнашкал пайланӑвӗ ӗлӗкрен пырать — Вӑтам ӗмӗрсенчех кунта Франкипе Вестфали (Саксони) хушшинчи чикӗ иртнӗ.

Паянхи Рур облаҫӗ ҫак ҫӗрсем ҫине пайланать: Фест Реклингхаузен, Мюнстер архиепископлӑхӗ, Марк графлӑхӗ, Бергсен аслӑ герцоглӑхӗ, Клеве аслӑ герцоглӑхӗ, Дортмунд импери хули, империн Эссен чиркӳ ҫӗрӗсем, Верден импери аббатлӑхӗ тата Стирлум влаҫлӑхӗ. Хӑйсен чиккисенче вӗсем Прусси вӑхӑтӗнчи тӑрӑхсен чиккисем ҫине таянсем йӗркеленӗ. Германи импери вӑхӑтӗнчен пуҫласа нацистла Германи вӑхӑчӗ ҫитиех официаллӑ политикӑра Рур облаҫне пайлама тӑрӑшнӑ, ҫапла май ӑна вӑйсӑрлатасшӑн пулнӑ. II Вильгельм Кайзер, сӑмахран, региона политика тӗлӗшӗнчен вакласа вӑл тӗнче пӗлтерӗшлӗ метрополи таран йӗркеленессине чарасшӑн пулнӑ. Политика тӗлӗшӗнчен пӗрлешессине чарса вӑл ку ҫавӑн пекех ку облаҫне университетсемпе ҫар объекчӗсем тума та чарнӑ. Ҫурҫӗр Рейн-Вестфали ҫӗрӗн правительство планӗсемпе килӗшӳллӗн кивӗ администраци схемине 2012 ҫулхи административлӑ реформӑна ирттерсен пӗтермелле. Юлашки темиҫе ҫул хушшинче облаҫри мӗнпур хуласемпе округсене Рурштадт (ним. Ruhrstadt) ятлӑ хулана пӗрлештермелли схема шухӑшӗ анлӑ сарӑлса пырать.

Рур парламенчӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

137 пайташран тӑракан Рур парламенчӗн йышне ҫак парти ҫыннисем кӗреҫҫӗ: ХДС — 51, СПД — 40, Симӗссисем — 18, Сулахайсем — 9, СвДП — 6, Пиратсем — 4, Альтернатива — 3, Ирӗклӗ суйлавҫӑсем — 3.

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рур облаҫӗн лаптӑкӗ Германи лаптӑкӗнчен 1,2 % кӑна йышӑнать пулин те, халӑх шучӗпе Рур облаҫӗ Германири пӗтӗм халӑх йышӗнчен 6,3 % шутланать, унсӑр пуҫне вӑл Федераци республикин чи пысӑк агломерацийӗ шутланать. Рур облаҫӗн демографи аталанӑвӗ унӑн федераллӑ ҫӗрӗнчен уйрӑлса тӑрать. Сӑмахран, 2000-2011 ҫулсенче Ҫурҫӗр Рейн-Вестфали ҫӗрӗн халӑхӗ 0,9 % чакнӑ, Германие пӗтӗмӗшле илсен ҫав вӑхӑтри кӑтарту 0,5 % пӗчӗкленнӗ, Рур облаҫӗнче вара халӑх йышӗ 4,2 %[1] таранах чакнӑ. Кӑмрӑк шахтисене хупнипе ҫыхӑннӑ иммиграциленӗ халӑхӑн виҫи хӑш-пӗр даннӑйсем тӑрӑх, миллион ҫын таран ҫитнӗ[2].

Хӑйсене палӑртасси

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чӗлхе[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӗлӗкренпех Рейн, Рур, Эмшер тата Липпе тӑрӑхӗ анатри франк-анат саксон чӗлхе тӑрӑхне кӗрет. Анчах та анатри нимӗҫ калаҫӑвӗпе усӑ куракан ҫынсен шучӗ питӗ пӗчӗк. Паянхи куна илес пулсан Рур облаҫӗнчи халӑх ытларах пайӗпе таса нимӗҫ чӗлхипе калаҫать, вӗсен вестфали е анат рейн акценчӗ кӑшт кӑна палӑрать.

RWE-Turm — Эссенра вырнаҫнӑ RWE штаб-хваттерӗ

Рурск облаҫӗнче ҫӳлерех ҫырса кӑтартнӑ структура улшӑнӑвӗсене туса ирттернӗ хыҫҫӑн ҫӗр айӗнчи пурлӑха кӑларакан тата тӗрлӗ япала туса кӑларакан промышленность чи пӗлтерӗшлӗ вырӑна йышӑнма пӑрахнӑ. Анчах та хальхи вӑхӑтра RAG, Degussa тата ThyssenKrupp пек пысӑк концернсем Рур облаҫӗнче хӑйсен штаб-хваттерсене тата производство хӑвачӗсен пысӑк пайне тытса тӑраҫҫӗ.

Пулӑшу секторӗнче RWE, E. ON электро- тата газ компанийӗсем, ALDI, KarstadtQuelle, Tengelmann суту-илӳ концернӗсем пур. Унсӑр пуҫне хулсен центрӗсемпе ятарлӑ суту-илӳ районӗсенче ваккӑн суту-илӳ тӑвакан лавккасем питӗ нумай.

Рур облаҫӗ географи тӗлӗшӗпе ӑнӑҫлӑ вырнаҫнӑран кунта логистика сферинче ӗҫлекен чылай пысӑк предприятисен штаб-хваттерӗсем е элчелӗхӗсем пур.

Ку таранччен те Рур облаҫӗ конъюнктура тӗлӗшӗнчен хавшак шутланать. Ӗҫсӗрлӗх виҫи кунта 13,1 % ҫитет (2006, чӳк)[3], ку виҫепе вӑл Анӑҫри Германире вырнаҫнӑ мӗнпур хула районӗсем хушшинче чи пысӑкки шутланать.

1950-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Рур облаҫӗнче чуллӑ кӑмрӑк кӑларакан шахтӑсене хупасси пуҫланнӑ. 1957 ҫул тӗлне 141 шахта шутланнӑ; 1970 ҫул тӗнче вӗсен шучӗ 60 сахалрах пулнӑ, 2013 ҫулхи ҫуркунне тӗлне виҫӗ шахта кӑна ӗҫленӗ. Ботропри юлашки чуллӑ кӑмрӑк кӑларакан «Проспер Ханиэль» шахтӑна 2018 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче хупнӑ, ку мероприятие ФРГ президенчӗ Франк-Вальтер Штайнмайер та хутшӑннӑ[4]. Хӑмӑр кӑмрӑка 2010 ҫулта 100 млн тонна кӑларнӑ.

Рурта пӗрремӗш хӑвӑрт ярӑнмалли велоҫулсенчен пӗрине, Рур хӑвӑрт ярӑнмалли велосипед ҫулне (RS1) ӑсталанӑ.

Рей-Рур тӑрӑхӗнчи рельслӑ ҫӑмӑл транспортӑн схеми

Транспортра Рурштадтра тата Анат Рейнӑн пӗр пайӗнчи общество транспорчӗпе ӗҫлекен пӗтӗм тӑрӑха шута илекен «Рейн-Рур» транспорт обществи VRR йышши организацисем пур.

Автомобиль транспорчӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2002 ҫулта Рур тӑрӑхӗнче 3,1 миллион автомобиль шутланнӑ, вӗсем 4700 ҫухрӑм тӑршшӗ трассӑпа ирӗклӗн ҫӳреме пултарнӑ. Апла пулин те, уйрӑмах тӗркӗш вӑхӑтра, ҫулсем пӑкӑланса ларни час-часах пулса иртет. Малашлӑхра ку пулӑмпа OLSIM тата RuhrPilot транспорт юхӑмне йӗркелекен хальхи йышши системӑсем, ҫавӑн пекех Рур облаҫӗн транспорт информаци системин проекчӗ кӗрешме пуларӗҫ.

А2, А40 тата А42 виҫӗ автомагистраль тухӑҫ-анӑҫ еннелле виҫӗ тӗп транспорт ҫулне палӑртаҫҫӗ. Ҫурҫӗртен кӑнтӑралла A1, А3, А43, А45, А59 ҫулсем пур.

Дюссельдорф ҫӗрӗн тӗп хулине В1 хӑвӑртлӑхлӑ трассӑпа ҫӳрекен машинӑсен пысӑк юхӑмне уйрӑммӑн асӑнма пулать.

Чукун ҫул транспорчӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рур облаҫӗнчи общество транспортне вӗтӗрех транспорт предприятийӗсене пӗрлештерекен Рейн-Рур транспорт пӗрлешӗвӗ (ним. Verkehrsverbund Rhein-Ruhr, VRR) тытса пырать. Везель тӑрӑхӗнче ку ӗҫе Анат Рейнӑн транспорт пӗрлешӗвӗ (ним. Verkehrsgemeinschaft Niederrhein, VGN) йӗркелет, Унна тӑрӑхӗнче — Рур-Липпе транспорт пӗрлешӗвӗ (ним. Verkehrsgemeinschaft Ruhr-Lippe, VRL).

Инҫетри хуласемпе ҫыхӑнтаракан пуйӑссем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чукун ҫулӑн ҫыхӑну вырӑнӗсенчен пӗлтерӗшлисем: Ванне-Айкель, Дортмунд, Дуйсбург, Оберхаузен, Хаген, Хамм, Эссен вокзалӗ. Дортмундра чи пысӑк вокзалсӑр пуҫне питӗ пысӑк транспорт деповӗ те пур.

Хула ҫумӗпе ҫыхӑнтаракан пуйӑссем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рур облаҫӗн чукун ҫул транспорчӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ — хулаҫумӗпе хулари S-Bahn хӑвӑрт ҫӳрекен электропуйӑссен пӗрлехи системи, унпа усӑ курса пысӑк хуласенчи чылай района хӑвӑрт ҫитме май пур, унӑн линийӗсене пӗрлехи меслетпе номерлесе тухнӑ. Апла пулин те пассажир юхӑмӗн ытларах пайне пысӑк вокзалсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтаракан вырӑнти экспрессем турттараҫҫӗ. Экспрессен анлӑшне анлӑлатма палӑртса хунӑ, анчах хальхи вӑхӑтра ҫӗр бюджетӗнче укҫа-тенкӗ сахал пулни ҫакна чарса тӑрать.

Виттенра пуйӑс составне лайӑхлатакан савут пур.

Хула транспорчӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XX ӗмӗрӗн малтанхи икӗ вунӑҫуллӑхӗнче Рейн-Рур регионӗнчи ҫулӗсене йышлӑ хывса тултарнӑ, вӗсем, ытти транспорт хатӗрӗсемпе усӑ курмасӑрах, Боннран Виттена ҫитме май панӑ. 50-мӗш ҫулсенче нумай маршрут, хӑвӑрт илсе ҫитерекен ытти транспорт тӗсӗсемпе (S-Bahn-па тата вырӑнти экспрессемпе) усӑ курма май тупӑннӑран, пӑрахӑҫа тухнӑ, анчах паянхи куна илес пулсан та Виттенран Бохум, Гельзенкирхен, Эссен, Мюльхайм, Дуйсбург, Дюссельдорф урлӑ Крефельда ҫитес тесен ҫакна трамвайпа ҫеҫ тума пулать.

1970-мӗш ҫулсенче метрополитенӑн пӗрлӗхлӗ ҫыхӑнӑвне йӗркелекен плана пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Анчах та ӑна туллин вӗҫлеме май килмен, хальхи вӑхӑтра пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман 4 метротрам пур: Дортмунд, Бохум (ҫавӑр пекех Херне хулине те ҫавӑрса илет), Эссен (А 40 автобан ҫумӗпе пыракан ҫӗр ҫийӗнчи линипе тата Мюльхайм хулапа ҫыхӑнтарнӑ) тата Дуйсбург (чӑннипе вӑл Дюссельдорф метротрамӗ шутне кӗрет, унӑн пӗр линийӗ кӑна шутланать)

Трамвайсемпе тата метротрампа пӗрлех пӗлтерӗшлӗ транспорт хатӗрӗсен шутне автобуссем те кӗреҫҫӗ.

Авиатранспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рур облаҫӗнчи тӗнчепе ҫыхӑнтаракан аэропорт шутне пӗртен-пӗр Дортмунд аэропорчӗ (DTM) кӗрет, ҫулсерен вӑл 1,7 млн пассажира тӗрлӗ кӗтесе ҫитерет. Ҫавӑн пекех Дюссельдорф аэропорчӗпе (DUS) Кёльн/Бонн аэропорчӗ (CGN) пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ, вӗсем Рур облаҫӗнче вырнаҫман пулин те, чукун ҫулпа тата нумай автобанпа усӑ курса вӗсем патне ҫитме ҫӑмӑл.

Уйрӑм ҫынсен самолёчӗсене Эссен/Мюльхайм тата Марл/Лоэмюле аэропортсем йышӑнма пултараҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне Рур облаҫӗн кӗтесӗсенче тӗрлӗ авиаци пӗрлӗхӗсемпе клубӗсен анса лармалли нумай лапам пур.

Юханшыв транспорчӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рур облаҫӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ транспорт ҫулӗ вырӑнӗнче хальхи вӑхӑтра Рейн йышӑнать. XIX ӗмӗр варриччен карапсем Рур юханшывпа та анлӑ ишнӗ.

Даттельнра сыпӑнакан карап ҫӳремелли 4 канал (Рейн-Херне каналӗ, Везель-Даттельн каналӗ, Даттельн-Хамм каналӗ тата Дортмунд-Эмс каналӗ) Рур облаҫне юханшыв транспорчӗн тӗнчери чи пысӑк системисен шутне кӗме май парать. Рурти карап ҫӳремелли канал тӗнчери чи пысӑк Дуйсбургри юханшыв порчӗпе, Мюльхайм порчӗпе ҫыхӑнтарать.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]