Мадрид
Мадри́д (исп. Madrid) — Испани тĕп тата чи пысăк хули, çаплах пĕр ятлă провинцин тата автономлă çумпĕрлĕхĕн административлă тĕпĕ. Муниципалитет Ареа-Метрополитан район (комарка) шутне кĕрет. Çĕршывăн калăпăшлă хуçалăх, политика тата этеплĕх тĕпĕ.[1]
Хула халăхĕн йышĕ — 3,155 млн çын (2005).
Тавралăхĕ
Мадрид Испанин варринче, тинĕс шайĕнчен 667 м çӳллĕшĕнче вырнаçнă. Хула витĕр пысăках мар Мансанарес юханшыв иртет. Маларах хула Кастили историллĕ облаçĕ шутĕнче пулнă. Хулан çурçĕр-анăç пайĕнче Сьерра-де-Гуадаррама ту-сăртлăхĕ (çиллĕ тӳпи — Пеньялара (2430 м) вырнаçнă.
Кĕске истори
Ӳкерчĕк:Puerta del Sol.JPG
«Упа тата çĕр çырли» скульптури.
Транспорт
Автомагистралĕсем
Тĕп автомагистралĕсем радиаллă тĕллĕ. Анатарах тĕп шучĕ:
| Трасса | Йĕр |
|---|---|
| A-1 | Мадрид-Аранда де Дуэро-Бургос-Миранда де Эбро-Витори-Сан-Себастьян-Ирун-Франци |
| A-2 | Мадрид-Сарагоса-Лерида-Барселона-Херона-Франци |
| A-3 | Мадрид-Валенси (хула) |
| A-4 | Мадрид-Кордова-Севилья-Кадис |
| A-5 | Мадрид-Мерида-Бадахос-Лиссабон |
| A-6 | Мадрид-Медина дель Кампо-Бенавенте-Понферрада-Луго-Ла-Корунья |
| A-42 | Мадрид-Толедо |
Тăванла хуласем
Асăрхавсем
Вуламалли
- Мадрид и Толедо. Золотая книга, изд. Bonechi.
- Музей Прадо. Путеводитель.
Паллă çынсем
- Диего Веласкес — ÿнерçĕ.