Уругвай
Уругвай (исп. Uruguay), официаллă ячĕ Уругвай Тухăç Республики (исп. República Oriental del Uruguay) — Кӑнтӑр Америка материкĕн кăнтăр-тухăçĕнче, Атлантика океанӗн хĕрринче вырнаçнă патшалăхĕ. Шĕкĕр хули — Монтевидео.
Географи
Уругвайран çурçĕрте Бразили, анăçра Аргентина, тухăç тата кăнтăр енчен — Атлантика океанĕ. Типçĕр çинчи чиккисен тăршшĕ — 1 564 км, тинĕс хĕррипе пыракан чиккисен тăршшĕ — 660 км. Сăртлă çĕрсем кăнтăр еннелле хулленех айлăмсене куçаççĕ.
Уругвай çыранĕсем лутра, якатса тӳрлеттернĕ пекех, лагуна евĕрлĕ.
Çутçанталăк
Климачĕ кунта субтропиклă, океанçумлă. Кăрлачри вăтам температура 22-24 °C, çĕртмере 10-12 °C. Кăнтăр çилĕсем —«памперо» — вĕрме тытăнсан, температура -5 °C таран ӳкет, юрсем çума пуçлаççĕ.
Çул хушшинчи кĕр кунĕсенчи çумăр-юр максимумĕ 1000 мм кăнтăр енче тата шалти районĕсенче пулать. Çурçĕрте тата çӳллĕ çĕрсенче çумăр-юр шайĕ 1200 мм таран çитет.