Белград

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Белград (Белградăн аэропорчĕ пур. Хулана 1999 ÇАПУ çулхи бомбардировкисем вăхăтĕнче питĕ аркатнă.

Истори

Хулан историйĕ Сингидунум пурăну вырăнне никĕсленĕ. Белграда 40 çар çĕнтерсе илнĕ, 38 хут ăна кĕл çинче çĕнĕрен хăпартнă. Хулан авалхи хӳтлĕхĕсем кельтсен, римсен, готсен, франксен, славянсен тата турккăсен тапăнăвне те тӳснĕ.

Культура, çутĕç

Белград сербсен çутĕçĕпе Серби ăслăхпа ӳнер академийĕ (Серби наци библиотеки (Белград университечĕ (1808), Ӳнер университечĕ ĕçлеççĕ.

Хуçалăхĕ

Белград паллă чукун çул çыххи пулать, хула урлă Европăн тĕп автомагистралĕсем иртсе каяççĕ. Хулара тĕнчери юханшыв порчĕ, аэропорт тата телекоммуникаци тĕпĕ пур. Белградра паллă ялхуçалăх хăватлăхĕсем, уйрăмах металлурги, машинă тăвакан тата электрон промăçлахĕ, сутă-илӳпе банк ĕçлĕхĕ аталаннă.

Паллă куравĕсем

Белградра Сăваплă Савва храмĕ (Калемегдан Белград карманĕпе пĕрле, этеплĕх палăкĕсем тата урăх илем курăмĕсем, нумай шутлă археологи тупсăмĕсем, материаллă культура тĕслĕхĕсем. Çак паллăсем ĕлĕк Белград таврашĕнче мăн аталаннă цивилизаципе этеплĕх пулнине пелтереççĕ.

Климат

Климачĕ — вăтам континентлă. Вăтам температурăсем: кăрлăчра — −3 пуçласа +9 °C тариччен, утăра — от +18 — +25 °C.

Чыслани

  • Хисеплĕ легион орденĕ (Франци, 1920)
  • Вăрçă хĕресĕ (Чехословаки, 1925)
  • Хура Георги хĕçсемпе Çăлтăр орденĕ (1939)
  • СФРЮ Халăх паттăр орденĕ (1974)

Каçăсем