Венеци

Венеци (итал. Venezia [veˈnɛt͡sia] Файл çинчен информаци итле, вен. Venèsia) — Италин ҫурҫӗр-тухӑҫ енче вырнаҫнӑ хули. Венеци облаҫӗн тата провинци шайӗпе тан пӗрешкел ятлӑ территори единицин административлӑ центрӗ. 6 хӑй тытӑмлӑ район ҫине пайланнӑ коммунӑна йӗркелет. Хула хӳтӗлевҫи Марк апостол евангелист шутланать, унӑн хӑвачӗсем кунти Сӑваплӑ Марк Соборӗнче упранаҫҫӗ, ҫак сӑлтава пула хулана пӗтӗм тӗнчери христиансем яланах йышлӑн килнӗ.

Халӑх йышӗ — 259 939 ҫын (30.06.2019)[3]. Материк ҫинче (1926 ҫулта Местре хулипе пӗрлешнӗ хыҫҫӑн) тата Адриатика тинӗсӗн Венеци лагунин 118 утравӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Тинӗс енчен хум ҫапнипе кӗркунне хулана шыв илет.

Пысӑк туризм тата ӑслӑлӑхпа вӗренӳ центрӗ. Материк пайӗнче — тинӗс порчӗ тата тӗнче шайӗнчи Марко Поло аэропорчӗ, нефть переработкин тата ытти савутсем вырнаҫнӑ. Кунта Венеци карнавалӗпе(выр.)чăв. Венеци кинофестивальне ирттереҫҫӗ.

Хулан архитектура сӑн-сӑпачӗ XIV—XVI ӗмӗрсенче Венеци республики(выр.)чăв. аталаннӑ тапхӑрта йӗркеленнӗ. Венеци лагунипе пӗрле ЮНЕСКО-н Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗх списокне кӗртнӗ.

Антика вӑхӑтӗнче Венеци районӗнче венетсем (хула ячӗ ҫакӑнтан тухнӑ) пурӑннӑ. IX ӗмӗртенпе утрав ҫинчи хула. Вӑтам ӗмӗрсенче — Вӑтаҫӗр тинӗсӗнче нумай колониллӗ Венеци республикин центрӗ. Осман империйӗ ӳснине пула XVII—XVIII ӗмӗрсенче Венеци самай хавшанӑ; Наполеон вӑрҫисем вӑхӑтӗнче Австри аллине лекнӗ. 1866 ҫулта Итали шутне кӗнӗ.

Историйӗ

undefined

Хула ячӗ Венети облаҫӗнчен пулса кайнӑ, ун ятне вара кунта рим вӑхӑтӗнче пурӑннӑ венет йӑхӗсем пурӑннӑран панӑ. Анчах та римлянсен тапхӑрӗнче лагунӑра нимӗнле хула та пулман. Венеци лагунине ҫынсем варварсем ҫитсен — вестготсем, Аттила хунӗсем тата континент ҫинчи хуласене (вӗсенчен чи пӗлтерӗшли Аквилея пулнӑ) тустарнӑ хыҫҫӑн ку тӑрӑхпа V—VI ӗмӗрсенче иртнӗ лангобардсем хыҫҫӑн куҫма пуҫланӑ. Венеци лагунинчи утравсем ҫинче хула VI ӗмӗрӗн иккӗмӗш пайӗнче йӗркеленме пуҫланӑ[4]. Чи малтанах центрӗ Маламокко тата Торчелло утравсем ҫинче пулнӑ, анчах та VIII ӗмӗртен пуҫласа вӑл хальхи вӑхӑтри вырӑна куҫма пуҫланӑ. VII ӗмӗрте Византи пуҫарӑвӗпе утравсене (вӗсем Византине пӑхӑннӑ пек шутланнӑ) пӗр пуҫлӑх аллине панӑ, унӑн ячӗ дож(выр.)чăв. ятлӑ пулнӑ. Пӗрремӗш дожа, Паоло Лучио Анафестона, 697 ҫулта суйланӑ, ҫакна ҫирӗплетекен хут упранса юлман, вӑл пӗтӗм провинцие тытса тӑракан Зизантин Magister militum-не улӑштарнӑ[5]. VIII ӗмӗрӗн варринчен пуҫласа дожсене Венецире суйланӑ, вӗсене Византи императорӗ ҫирӗплетмелле пулман. Хутсемпе пирвайхи хут ҫирӗплетнӗ дожа 727 ҫулта суйланӑ; хула кун-ҫулӗнче пурӗ 120 дожа суйланӑ. Юлашки, Людовико Манин, 1797 ҫулта хӑй ирӗкӗпе вырӑна пушатнӑ.

Равеннӑна лангобардсем йышӑннӑ (751) хыҫҫӑн Венеци Италири Византинепӑхӑнакан юлашки лаптӑк тӑрса юлнӑ. Ытти Италие Аслӑ Карл империне кӗртнӗ хыҫҫӑн вӑл Византипе анӑҫ тӗнчине ҫыхӑнтаракан звено пулса юлнӑ, ҫакӑ вара Венецине суту-илӳ хули пек хӑвӑрт ӳсме май панӑ. IX ӗмӗрте аталанӑва венгрсем, славянсем е арапсем (975 ҫулта мӑсӑльмансен флочӗ Градо хули патнех ҫитнӗ) тапӑнса кӗме пултарни аталанӑва чӑрмантарнӑ. II Пьетро Орсеоло дож влаҫра тӑнӑ чухне (991—1009) Венеци хули никама пӑхӑнманлӑхӗ пирки, чӑрмавсӑр суту-илӳ ирттермешкӗн юнашар вырнаҫнӑ патшалӑхсемпе килӗшӳ тума май килнӗ, унсӑр пуҫне Далмацире(выр.)чăв. территори ярса илсе республикӑн лаптӑкне те ӳстернӗ.

828 ҫулта Венецине Александрире вӑрласа тухнӑ Сӑваплӑ Марк хӑвачӗсене куҫарса килнӗ те ун валли ятарласа туса лартнӑ собора вырнаҫтарнӑ. IX ӗмӗр вӗҫнелле Венеци хальхи утравсемпе каналсемлӗ сӑна йӗркеленӗ. Венгрсем тапӑнса кӗрессинчен сыхланас тӗллевпе Мӑн канала кӗмелли ҫула пӳлсе тӑракан стенасемлӗ тата сӑнчӑрлӑ хӳтӗлев системине туса лартнӑ пулнӑ[6].

Венеци хулине никӗсленнӗренпе республикӑпа граждансем хушшинче нихӑҫан та пӑхӑнуллӑ хутшӑнусем пулман. Ку енӗпе вӑл вӑтам ӗмӗрсенчи Европӑра патшалӑх йӗркелевӗ тӗлӗшӗнчен питӗ те хӑйне евӗрлӗ пулнӑ. IV Пьетро Кандиано дож Венецие Италири ӗҫчен ытларах явӑҫтаракан политикӑна тытса пыма пикенсен пӑхӑнулӑх майӗпен вӑй илессинчен хӑрани 976 ҫулхи пӑлхав патне илсе ҫитернӗ, ҫавна пула дожа вӗлернӗ[7]. 1040 ҫул тӗлнелле дож пурӑннӑ ҫулсенче кама та пулин унӑн пулӑшаканне е приемникне лартма чаракан статута йышӑннӑ[8].

Аталанӑвӗ тата хавшани

undefined

Хӑш-пӗр историксем Венеци экономикипе политики вӑйлӑ аталаннине тӗн хӗрӳлӗхне тата крестоносецсен ҫӑткӑнлӑхне мӑсӑльмансен тухӑҫӗнчен христиансен Византине куҫнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. 1204 ҫулта IV хӗрес похочӗ вӑхӑтӗнче Константинополе, вӑл вӑхӑтри чи пуян хулана, аркатса тӑкни Венецине пурлӑхпа (грексен ҫӗрӗсене пайлани тата грексен пин-пин ӳнер ӗҫне, ҫав шутра Сӑваплӑ Марк соборӗ ҫинчи квадригӑна тата Пирей арӑсланӗсене, илсе тухни) кӑна мар тивӗҫтернӗ, унсӑр пуҫне чи малтан суту-илӗве тухӑҫалла ӳстерме май панӑ. Кун пирки Фернан Бродель(выр.)чăв. ҫапла ҫырнӑ[9]: «ҫапла ӳснӗ те Венеци, мӗншӗн тесен ӑна вӑйсӑрланса пыракан Византи пасарӗсем тӑрантарнӑ, ӑна вӑл хӑйӗн пулӑшӑвне вӑйпа сӗннӗ. Венеци ҫак пысӑк ҫурт-йӗре шалтан термитсем йывӑҫ каркаса кӑштанӑ пек ҫисе янӑ. Константинополь ҫине IV-мӗш хӗрес походне шӑпах Венеци янӑ. Константинополе 1204 ҫулта ҫаратни […] Византи империне пайланӑ, ҫакӑ Венеци аталанӑвӗн никӗсӗнче выртать. 1381 ҫулта Генуйӑна нейтрализациленӗ хыҫҫӑн Венеци тухӑҫ енчи суту-илӗвӗн хуҫи пулса тӑнӑ, урӑхла каласан, ҫав вӑхӑтри тӗнче шайӗнчи суту-илӗвӗн никӗсӗ пулнӑ».

Анчах та Венецине хӑвӑрт аталанма май паракан условисене пулах каярах вӑл хавшама пуҫланӑ. Европӑна мӑсӑльмансенчен ӗмӗрсем хушши хӳтӗлесе тӑнӑ Византи хӑвачӗ пӗтсен 1453 ҫулта Константинополе аркатнӑ хыҫҫӑн Венеци умӗнче Турци экспансийӗн хӑрушлӑхӗ сиксе тухнӑ. Ҫак тапӑнусемпе вӑрҫӑсене пула Европӑри ҫӗршывсен урӑх суту-илӳ ҫулӗсене шырама тивнӗ. 1499–1503 ҫулхи Венеципе османсем хушшинчи вӑрҫӑ, ытти турккӑсемпе венеци хушшинчи вӑрҫӑсем тата тӗп суту-илӳ ҫулӗсем Вӑтаҫӗр тинӗсӗнчен Атлантикӑна куҫни майӗпен Венецин суту-илӗвӗпе экономикине хавшатнӑ. Наполеон Бонапарт 1795—1797 ҫулсенче Итали походӗнче Венецине ҫавӑрса илнӗ чухне вӑл хӑватлӑ патшалӑх пулман ӗнтӗ.

Физикӑллӑ тата географи уйрӑмлӑхӗсем

undefined
undefined

Венеци Ривьерин историллӗ центрӗ Венеци лагунин 118 утравӗ ҫинче вырнаҫнӑ, вӗсем пӗр-пӗринчен 150 каналпа тата шыв ҫулӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ, вӗсен урлӑ 400 ытла кӗпер хывнӑ (ҫав шутра XVI ӗмӗрте туса лартнӑ Риальто тата Ассӑн сывланин кӗперӗ те кӗреҫҫӗ).

Утрав ҫинчи Венеци — тинӗс курорчӗ, тӗнче шайӗнчи туризм центрӗ, кунта тӗнче шайӗнчи кинофестивальсем, ӳнер тата архитектура куравӗсем ирттермеҫҫӗ. Хулара ҫынсем ытларах пайӗпе кимӗсем, кондолӑсем тата баржӑсем ҫинче куҫса ҫӳреҫҫӗ. V ӗмӗртен пуҫласа кунта ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, IX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчен — хула. IX—X ӗмӗртен пуҫласа XVI ӗмӗрччен — Анӑҫ Европӑпа Тухӑҫ хушшинчи сутӑ-илӗвӗн пысӑк центрӗ. Вӑтам ӗмӗрсенче тата 1797 ҫулччен дож ятлӑ ертӳҫӗллӗ республика (XIII ӗмӗр вӗҫӗнчен — олигархи), ӑна пӑхӑнакан лаптӑк пысӑк пулнӑ. 1797—1805 тата 1815—1866 ҫулсенче Венеци Австри ҫӗрӗ шутланнӑ. Каналсемпе ансӑр кукӑр урамсем тӑрӑх пуян эрешленӗ чиркӳсемпе керменсем вырнаҫнӑ. Тӗп тӳремре — Сӑваплӑ Марк соборӗ (IX—XV ӗмӗрсем), Дожсен керменӗ (XIV—XVI ӗмӗрсем), Сан-Марко кивӗ вулавӑшӗ (XVI ӗмӗрсем), тӗн братствисен ҫурчӗсем (скуол), мӑнастирсем. Хулапа лагунӑна Пӗтӗм тӗнчери эткерлӗхӗн списокне кӗртнӗ.

Венеци ячӗпе Венесуэла ҫӗршывне ят панӑ.

Шыв илни

undefined

Венеци майӗпен шыв айне анса пырать — кунпа авалхи ҫынсемех тӗл пулнӑ, пысӑкрах утравсем ҫине куҫнӑ май вӗсен хулана икӗ хут ҫӗнӗрен тума тивнӗ. XX ӗмӗр тӑршшӗпе Венеци питӗ хӑвӑрт (ҫулталӑкне 5 мм таран) лагунӑна анса пынӑ, ҫапла май тип ҫӗр 23 см аннӑ. Инкекӗн тӗп сӑлтавӗ — артезиан скважинисенчи шыв илни, ҫавна пула ҫӗр ӑшӗнчи шыв сийӗ чакса пырать; хула майӗпен шыв айне анса пыни ҫине ҫавӑн пекех ҫӗр ҫийӗнчи объектсем те витӗм кӳреҫҫӗ: ҫурт-йӗрсен, ҫынсен тата ытти япаласен пусӑмӗ. Скважинӑсене хупнӑ хыҫҫӑн хула анса пырасси пӗчӗкленнӗ, анчах пушшех те чарӑнман. XXI ӗмӗрте Венецине пӗрремӗш хут шыв илни 2008 ҫулта пулса иртнӗ. Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх, Венеци 2028 ҫултах пурӑнма юрӑхсӑр вырӑн пулса тӑма[10][11], 2100 ҫул тӗлне вара — тӗппипех шыв айне пулма пултарать[12][13]. Хула майӗпен арканни Венеци лагунинче шыв илнин тапхӑрӗсем нумайланнипе те ҫыхӑннӑ (ӑна «пысӑк шыв» теҫҫӗ, итал. acqua alta). Хӑйне евӗрлӗ хулана ҫӑлас шухӑшпа хула тавра шыв яман хӳмесем тума палӑртакан MOSE проект хатӗрленӗ. Проекта специалистсем ырланӑ, пӗрремӗш чула 2003 ҫулта С. Берлускони(выр.)чăв. пӗрремӗш чула хунипе хута янӑ. Анчах та дамбӑсем тӑвассине Нидерландра ӑсталанӑ тӗслӗхсен усси сахал пулнишӗн тата тавралӑхшӑн сиен кӳнишӗн (тинӗс шывӗ ҫителӗксӗрри акваторире пурӑнакан хӑйне евӗр чӗрчунсемшӗн тата сайра тӗл пулакан тӗсӗсемшӗн йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултарать) хытах критиклеҫҫӗ.

Венеци Альпра ҫитӗнекен лиҫванран тунӑ сӑвайсем ҫинче ларать, вӑл шывра ҫӗрменпе пӗрех, унран венецианла терпентин текен туса сӑмала илеҫҫӗ.

Климат

Венеци виҫеллӗ тата субтропиклӑ тӑрӑхсене пайлакан чикӗллӗ йӗр ҫинче вырнаҫнӑ. Венецире вӑрах шӑрӑх ҫулла тӑрать, утӑ уйӑхӗнчи (чи ӑшӑ уйӑх) вӑтам температура 23 градус патнелле, хӗл кунта ҫемҫе (кӑрлач уйӑхӗнчи вӑтам температура — +2,5 градус). Хӗлле хӑш чухне тӑм ӳкни, юр ҫуни пулкалать.

Венеци климачӗ
Кӑтарту Кӑрл. Нар. Пуш Ака Ҫу Ҫӗрт. Утӑ Ҫур. Авӑн Юпа Чӳк Раш. Ҫул.
Чи пысӑк вӑтам температура, °C 5,8 8,2 12,0 16,3 21,2 24,8 27,5 27,0 23,6 18,1 11,5 6,7 16,9
Чи пӗчӗк вӑтам температура, °C −0,9 0,7 3,8 7,9 12,3 15,9 17,8 17,3 14,2 9,4 4,2 0,0 8,6
Юр-ҫумӑр норми, мм 58,1 54,2 57,1 64,3 68,7 76,4 63,1 83,1 66 69 87,3 53,7 801
Ҫӑлкуҫ: meteoAM

Халӑх йышӗ

Халӑх йышӗ
1871—2013 ҫулсем, пин ҫын
[14]
undefined

Коммуна чиккинчи Венецири халӑх йышӗ 2016 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ тӗлне 261 905 ҫын[15] пулнӑ.

Венецире 33 783 ют ҫӗршыв гражданинӗ (2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне) пурӑнать, ку вӑл коммунӑра пурӑнакансен пӗтӗмӗшле йышӗн 12,8 % шутланать. Ют ҫӗршыв ҫыннисем хушшинче пуринчен ытла Бангладеш (15,9 %), Молдави (14,3 %) тата Румыни (14,0 %) ҫыннисем пулнӑ[16].

Ҫывӑх хуласемпе — Падуйӑпа тата Тревизопа Венеци PaTreVe метрополитен районне йӗркелет, унти халӑх йышӗ 2,6 млн яхӑн ҫынпа танлашать[17]. Итали чӗлхисӗр пуҫне венет чӗлхин венеци диалекчӗ сарӑлнӑ.

Историллӗ Венеци

Вӑтам ӗмӗртен пуҫласа Ҫӗнӗ вӑхӑтчен Венеци Европӑри чи пысӑк хуласенчен пӗри пулнӑ. Ҫапла, XV ӗмӗрте кунта 180 пин ҫын пурӑннӑ, ку вӑл Парижри йышран кӑна пӗчӗкрех пулнӑ[18]. Историллӗ Венеци халӑхӗ (материк пайӗнчи Местрена шута илмесӗр) XX ӗмӗр варри таран ӳснӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн 1951 ҫулта 174,8 пин ҫынран пуҫласа 2012 ҫул тӗлне 58,6 пин таран пӗчӗкленнӗ[14][19].

Халӑх йышӗ, Венеци коммунисемпе[20][21]
31.12.2015 31.12.2016 31.12.2017 31.12.2018
Венеция-Мурано-Бурано 63 530 62 484 61 482 60 541
Лидо-Пеллестрина 20 573 20 418 20 300 20 185
Фаваро Венето 23 800 23 766 23 878 23 852
Местре-Карпенедо 88 279 88 059 88 280 88 479
Чириньяго-Зеларино 38 844 38 929 38 988 38 946
Маргера 28 326 28 249 28 393 28 517
Венеци 263 352 261 905 261 321 260 520

Власть

1991 ҫулта йышӑннӑ Венеци коммунин уставӗ тӑрӑх, Венеци Италин центрлӑ хула шутланать. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑха халӑх суйлакан мэр тата хула канашӗ йӗркелеҫҫӗ.

Административлӑ пайланӑвӗ

Венеци коммунин районӗсем

Венеци коммунине 6 хӑй тытӑмлӑх районӗ ҫине пайланӑ (2005 ҫултанпа)[22]:

  1. Венеци-Мурано-Бурано
  2. Лидо-Пеллестрина
  3. Фаваро Венето
  4. Местре-Карпенедо
  5. Чириньяго-Зеларино
  6. Маргера

Вӑтам ӗмӗрсенче йӗркеленнӗ Венецин историллӗ районӗсем (сестиерсем) Гранд-канал хӗррипе вырнаҫнӑ: Сан-Марко, Каннареджо, Кастелло, Джудекка тата Сакка Физола, Сан-Поло, Санта-Кроче утравӗсемпе.

Экономика

undefined

Утрав ҫинче вырнаҫнӑ Венеци экономики туризмпа тата ал ӗҫӗпе (Мурано(выр.)чăв. утравӗ ҫинчи кантӑкран ӑсталакан ӳнер япалисем, Бурано утравӗнче ӑсталакан чӗнтӗрлӗ япаласем, мозаика), материкри ҫинче вырнаҫнин — Маргер районӗнчи портпа промышленность комплексӗпе ҫыхӑннӑ.

Маргерӑри промышленность лаптӑкӗнче производствӑсем вырнаҫнӑ: нефть тирпейлесси тата нефтехими, металлурги, электротехника, карапсем тӑвасси, электростанцисем, транспорт логистикин предприятийӗсем.

Венецин тинӗс порчӗ 26 тиев тата 8 пассажир терминалӗсенчен тӑрать. Ҫулталӑкне 2,3 млн пассажир йышӑнать. Порт контейнерти, пухӑнакан, тӗп тата тултармалли тиевсене тирпейлекен универсаллӑ тиев комплексӗ шутланать. Италин ҫурҫӗрти юханшывсемпе ҫыхӑннӑ пӗртен-пӗр порчӗ пулса тӑрать. Портра тата унпа ҫыхӑннӑ производствӑсенче 18 пине яхӑн ҫын ӗҫлет.[24]

Промышленность предприятийӗсемпе тинӗс порчӗ ҫывӑх пулни, атмосферӑна тата акваторине вӗсем сиен кӑларни майӗпен керменсемпе кӳлепесене аркатать[25].

Венеци ҫулсерен 20 млн яхӑн туриста тата 600 ытла круиз лайнерне (2013 ҫул) йышӑнать[26].

Транспорт

undefined
undefined

Материк ҫинчи Венеци — шоссе ҫулӗсен пысӑк ҫыхӑнӑвӗ. Венецие Ҫурҫӗр Итали регионӗсемпе ҫыхӑнтаракан наци пӗлтерӗшлӗ ҫулсем: 11, 13, 14 тата 309. Хула урлӑ Венецие кӑнтӑр-анӑҫри тата ҫурҫӗр-тухӑҫри хулаҫумӗпе ҫыхӑнтаракан тавран каякан A57 автомагистраль иртет. Утрав ҫинчи пай материкпа Понте делла Либертӑн кӗперпе ҫыхӑннӑ, ун урлӑ чукун ҫул тата автомобиль ҫулӗ иртет.

  • CH-Hinweissignal-Autobahn.svg A4 автомагистраль: Турина Триестпа ҫыхӑнтарать.
  • CH-Hinweissignal-Autobahn.svg A27 автомагистраль: Венецине Венеци облаҫӗн ҫурҫӗр провинцисемпе ҫыхӑнтарать.

Утрав ҫинчи Венеци автомобильсӗр хула шутланать.

Обществӑлла транспорт

ACTV компани тытса тӑракан общество транспорчӗ автобуссемпе юханшыв трамвайӗсенчен тӑрать, ҫав шута вапоретто(выр.)чăв. та кӗрет. Ҫавӑн пекех материк ҫинче трамвай системи пур, утравлӑ пайра километртан та кӗске миниметро пур. 1933–1968 ҫулсенче троллейбус системи ӗҫленӗ.

Чукун ҫул вокзалӗсем: утрав ҫинчи Санта-Лючия, материк ҫинчи Местре. Пуйӑссем Венецие Римпа (ҫул ҫинче 3,5 сехет ирттермелле) тата Италипе тата Европӑн ытти хулисемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Конституци кӗперӗ(выр.)чăв. вокзала Венецин хула автовокзалӗ вырнаҫнӑ Рим тӳремӗпе ҫыхӑнтарать.

Материк ҫинче тӗнче шайӗнчи Марко Поло аэропорчӗ вырнаҫнӑ, Италире вӑл чи пысӑккисенчен пӗри шутланать. Хуларан 20 ҫухрӑм ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле тӗнче шайӗнчи Тревизо аэропорчӗ вырнаҫнӑ. Хулан пӗр утравӗ ҫинче вырнаҫнӑ тинӗс вокзалӗ паромсемпе круиз лайнерӗсене йышӑнать.

Венецире 433 гондольер(выр.)чăв. пур, ку хисеп хӑшӗ те пулин пенсие тухсан та е ҫӗнӗ ҫын килсен те улшӑнмасть. Вӗсем пурте Венецире ҫуралса ӳснӗ ҫынсем. Венецире хӗрарӑм-гондольер пӗрре кӑна. Ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен лагунӑра кимӗ регаттисем иртеҫҫӗ, унта гондольерсенчен чылайӑшӗ хутшӑнать.

Вӗренӳ

undefined

Марчиана вулавӑшӗ — хулан чи пысӑк вулавӑшӗ, Сӑваплӑ Марк тӳремӗнче (1468 ҫулта никӗсленӗ) вырнаҫнӑ. Венеци патшалӑх архивӗнче Венеци республикине туса хунӑранпа упранакан историллӗ хутсем упранаҫҫӗ. Кверини Стампалья фончӗн халӑх вулавӑшӗ пур.

Вӗренӳ заведенийӗсем хушшинче Бенедетто Марчелло ячӗллӗ Венеци консерваторийӗ (1876 ҫулта никӗсленӗ, Пизани керменӗнче вырнаҫнӑ) тата Франческо Морозинин Тинӗс ҫар училищи (Италин ТҪВ вӗренӳ заведенийӗ, 1937 ҫулта никӗсленӗ) ӗҫлеҫҫӗ.

Университетсем

Тӑванла хулисем

Венеци Евразири ҫак хуласемпе тӑванла ҫыхӑнусем пур[27]:

Ҫавӑн пекех Венеци ҫак хуласемпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ[28]:

Астрономире

1902 ҫулта Луиджи Карнера(выр.)чăв. итальян астрономӗ уҫнӑ (487) астероид ятне Венеци хулин ятне панӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Movimento demografico. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  2. ^ [https://web.archive.org/web/20190724140744/http://demo.istat.it/bilmens2019gen/index.html Bilancio demografico anno 2018 (dati provvisori) Comune: Venezia]. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
  3. ^ Statistiche demografiche ISTAT. demo.istat.it. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
  4. ^ Ignazio del Punta. An Illustrated history of Venice. — Pacini Editore (Pisa), 2008. — С. 11. — ISBN 9788863150124.
  5. ^ Ignazio del Punta. An Illustrated history of Venice. — Pacini Editore (Pisa), 2008. — С. 19. — ISBN 9788863150124.
  6. ^ Ignazio del Punta. An Illustrated history of Venice. — Pacini Editore (Pisa), 2008. — С. 33. — ISBN 9788863150124.
  7. ^ Ignazio del Punta. An Illustrated history of Venice. — Pacini Editore (Pisa), 2008. — С. 46. — ISBN 9788863150124.
  8. ^ Ignazio del Punta. An Illustrated history of Venice. — Pacini Editore (Pisa), 2008. — С. 58. — ISBN 9788863150124.
  9. ^ F. Braudel — La Mediterrane ,163 ISBN 960-221-018-4
  10. ^ Михаил Глинский. Italica № 3 2000 года.
  11. ^ Венеция утонет в 2100 году | КОММЕНТАРИИ. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи акан 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи акан 7-мӗшӗ.
  12. ^ Через 90 лет Венеция может полностью уйти под воду — В мире | KP.UA. Архивланӑ 2014 ҫулхи акан 7-мӗшӗ.
  13. ^ Венеция полностью затонет к 2100 году — Delfi. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  14. ^ 1, 2 Даннӑйсене кашни ҫулӑн раштавӑн 31-мӗшӗ тӗлне илсе кӑтартнӑ, Serie storica della popolazione residente e dei numeri indice per zone del Comune di Venezia dal 1871. // comune.venezia.it. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ. пӑх.
  15. ^ Popolazione Venezia 2001-2016 (итал.). TuttItalia. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
  16. ^ Cittadini stranieri Venezia 2016 (итал.). TuttItalia. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
  17. ^ Città metropolitana o policentrismo? // estmagazine.it. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
  18. ^ Норвич, Джон. История Венецианской республики. — 1982. — С. 494.
  19. ^ Servizio Statistica e Ricerca. // comune.venezia.it. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.
  20. ^ COMUNE DI VENEZIA - POPOLAZIONE RESIDENTE E MOVIMENTI DEMOGRAFICI DAL 31/12/2017 AL 31/12/2018 PER SESSO E QUARTIERE. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  21. ^ Демографическое движение. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  22. ^ Венецин административлӑ пайланӑвӗ пирки 22-мӗш статьяра паллаш: Устав коммуны Венеция. , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнчи копийӗ
  23. ^ Welcome to Venice, the theme park. // thetimes.co.uk. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ.
  24. ^ port.venice сайт материалӗпе, The Port in figures. // port.venice.it. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ. пӑх.
  25. ^ Гибнущая Венеция. // booksite.ru. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ.
  26. ^ В Венеции ограничат движение круизных лайнеров. // russian.rt.com. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ.
  27. ^ Gemellaggi e Accordi di Cooperazione. // comune.venezia.it. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  28. ^ LM360310. Gemellaggi e Accordi (итал.). Comune di Venezia (11 раштавӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
  • Венеция (город в Италии) // Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров. — 3-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1969—1978.
  • Разумов Г. А., Хасин М. Ф. Тонущие города. — М.: Стройиздат, 1991
  • Акройд, Питер. Венеция. Прекрасный город. Litres, 2017.
  • Karpov, Serghei. La Tana veneziana. Vita economica e rapportisociali: i tentativi di superare la grande crisi della metà del Trecento(итал.) // Rapporti mediterranei, pratiche documentarie, presenze veneziane: le reti economiche e culturali (XIV - XVI secolo). Estratto : diario / Ortalli, Gherardo; Sopracasa, Alessio. — Venezia: Istituto Veneto di Scienze, Lettere ed Arti, 2017. — . — ISBN 978-88-95996-69-1.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем