Вестготсем

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Халăхсен пысăк куçăвне хутшăннă.

Ячĕ менле пулса кайнине тĕплĕн палăртман. Тервингсем — ку ят вăрман çыннисем тенине пĕлтерет. Ку ятпа вĕсене Мамертин «Панегирикра» асăнать. Мамертин унта вĕсене вандарсемпе тайфалсемпе пĕрлешнине палăртать.

Кун-çулĕ

Клавдий II патшара ларнă вăхăтра, Исидор Сивильский çырнă тăрăх вĕсем 15 çул хăйсен аллинче Иллирикпе Клавдий II вĕсене Ниша патĕнчи çапăçура çапса аркатнă. Анчах та Аврелиан император вĕсене Фрикипе Иллиринчен кăларса яман. Дакине пăрахса кайнă, унта юлнă вестготсем вара пушанса юлнă çĕрсенче пурăнма пуçланă.

Пĕрремеш Аслă Константин вестготсемпе килĕшӳ тунă, вĕсене федератсем шутне кĕртнĕ. Килĕшӳ тăрăх вĕсен Рим империйĕн чиккисене укçăлла сыхламалла тата Рим империне çара çынсене парса тăмалла пулнă. Иордан çырнă тăрăх весготсем Рим империне 40 пин патнелле çар çыннисене ăсатнă.

Валент императорĕнчен Силистри патĕнче Дунай урлă каçнă.

80 пинлĕ халăх куçасси çăмăл ĕç пулман. Рим наместинкĕсем апат-çимĕç вăхăтра туртарман, пуррине вара хаклă хакпа сутнă. Аммиан Марцеллин çырнă тăрăх, вестготсен нумайашĕ выçăпа вилнĕ, хăшĕсем хăйсене апатшăн сутнă. Ку вара нумайашне килĕшмен. Малтан римлянсемпе вестготсем хушшинче пĕчĕк кĕвĕçӳсем тухнă, 377 çулхи хĕлле вара вестготсем пăлхав çĕкленĕ. Римлянсем хăйсемпе япах тыткаланишĕн Рим территориĕсене аркатма пикеннĕ.

Валент вĕсене хирĕç çарпа тухнă. Адрианополь патĕнчи çапăçура вестготсем римлянсене çапса аркатнă. Рим империйĕ питĕ пысăк путлану тивнĕ. Çапăçура Валента та унăн аслă çар пуçĕсене те вĕлернĕ. Ку çăпăçу хыççăн малашне Рим империне çĕнтерме пулайманни çинчен калама пулман.

Çавăн пекех

  • Вестгот патшисем
  • Гот чĕлхи
  • Вестгот чăнлăхĕ

Вуламалли

  • Нессельштраус Ц. . — СПб.: Азбука. — 384 с. — ISBN 5-267-00300-X.
  • Вольфрам Х. . — СПб.: Ювента. — 656 с. — ISBN 5-87399-142-1.
  • Клауде Д. [1]. — СПб.: Издательская группа «Евразия». — 288 с. — ISBN 5-8071-0115-4. (2009 çулхи Нарӑс уйӑхӗн 22-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  • Корсунский А. Р. . — М.: Издательство Московского университета. (2009 çулхи Нарӑс уйӑхӗн 22-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  • Щукин М. Б. . — СПб.: Филологический факультет СПбГУ. — 517 с. — ISBN 5-8465-0137-0.
  • Циркин Ю. Б. . — СПб. — ISBN 5846505163.
  • Mussot-Goulard R. . — Atlantica. — ISBN 2-84394-140-7.

Асăрхавсем