Париж

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Париж
фр. Paris
Хула гербĕ
Grandes Armes de Paris.svg
Патшалăх: Франци
Регион: Иль-де-Франс
Никĕсленĕ: пирĕн эрăчченхи 3-мĕш ĕмĕр
Хула, çултан: пирĕн эрăчченхи 52-мĕш çул
Халăх йышĕ, пин çын: 2.138.551 (2020)
Хула лаптăкĕ: 105 км2
Геогр. анлăхĕ: 48°52′00″ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 2°19′59″ х.т.д.


Париж (фр. Paris [paˈʁi] Файл çинчен информаци итле) — Францин тĕп хули, Иль-де-Франс регионăн административлă центрĕ. Франци политикин, хуçалăхĕн, этеплĕхĕ-культурин центрĕ.

Ӳкерчĕк:Eiffel1991.jpg
Эйфель башни — Парижăн чи паллă символĕ

Сена юханшыв хĕрринче ларать. Халăх йышĕ — 2,1 млн çын (2020); Европа пĕрлешĕвĕнчи хуласен рейтингĕнче пысăкăшĕпе 5-мĕш вырăнта тăрать[1].

Париж тата тĕнче шайĕнче питĕ паллă хула— кунта ОЭСР тата Тĕнче сутă-илу палатин штаб-хваттерĕсем вырнаçнă.

Тавралăхĕ

Париж Сена юханшыв хĕрринче, Ла-Манш тинĕс пырĕнчен 145 км аякрах, Париж айлăмĕ вырăнĕнче, тинĕс шайĕнчен 65 м çӳллĕрех вырнаçнă. Хулан лаптăкĕ — 105,40 км²; çурçĕртен кăнтăралла — 9,5 км, анатран тухăçалла — 18 км тăршшĕ. Парижа икĕ сехет хушшинче пĕтĕмпех утса тухма пулать.

Хулан хальхи чиккисене 1860 çулта палăртнă. Париж хулин шутне анăçалла вырнаçнă Булон вăрманĕ тата тухăç енчи Венсен вăрманĕ те кĕрет.

Нумай вăхăт хушши Париж меридианне франци карттисем çинче нуль меридианĕ пек палăртнă. Париж меридианĕн йĕрне палăртакан медальонсене халĕ те чуллă çул, тротуар тата çуртсем çинче тупма пулать. Хулан географи координачĕсем: 48°50′ çурçĕр анлăхĕ тата 2°20′хĕвелтухăç вăрăмлăхĕ[2].

Климачĕ

Париж вăтам климат ярăмĕнче вырнаçнă. Çулталăкри вăтам температура 10,9 °C (танлаштармалăх, Мускавра çак хисеп +5,8 °C танлашать), çулталăкри вăтам нӳрĕклĕх — 600 мм[3]. Парижăн микроклимачĕ Иль-де-Франс регионтинчен кăшт ылмашса тăрать: хулан тăвăрлăхне тата сывлăш тасамарлăхне пула сывлăш температури унта 2 °C çӳллĕрех; сывлăш нӳрĕкрех, кăнтăрла çутăлăхĕ сахалтарах, каçĕсем вара çутăрах.

Хулари чи шăрăх уйăх — утă (июль) — вăтам температури 19,0 °C, чи сивви — кăрлач (январь) —вăтам температури 3,1 °C. Çу уйăхĕ — чи çумăрли, вăтамран 64 мм; чи сахалли — нарăс уйăхĕнче, вăтамран 43,7 мм[4].

Метеосăнав историйĕнче палăрăнса юлнă чи шăрăх кун — 2019 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕ: ун чухне термометрсем +42,6 °C таран хăпарнă.

Уйăх Кăрлач Нарăс Пуш Ака Çу Çĕртме Утă Çурла Авăн Юпа Чӳк Раштав Çул
Вăтам çӳлли °C 7 9 13 16 20 23 24 25 21 15 9 8 15
Вăтам аялти °C 4 4 6 9 12 15 16 16 12 8 4 4 7
Çăлкуçĕ: MSN Weather 2008 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.

Халăхĕ

Демографи хыпарĕсем

холера эпидеми инкекĕнче 20 000 яхăн çын çĕре кĕрет.

XIX ĕмĕрти индустриализаци тапхăрĕнче этем йышĕ питĕ хăвăрт ӳсет. 1921 çулта йыш 3 миллиона çитет, çак цифра халиччен Парижăн историйĕнче чи пысăкки шутланать. Халĕ Парижра икĕ миллионран кăшт ытларах çын пурăнать. ООН пĕлтернĕ тăрăх, Париж агломерацийĕнче çын шучĕ пĕтĕмпе 11, 056 млна çитет[5].

Париж
халăхĕн улшăнăвĕ

1150 50 000
1200 120 000
1328 200 000
1365 275 000
1422 100 000
1500 150 000
1565 294 000
1590 300 000
1637 415 000
1680 515 000
1750 576 000
1789 650 000
1801 547 800
1810 714 600
1851 1 053 000
1872 1 851 702[6]
1881 2 240 000
1901 2 714 000
1926 2 871 000
1954 2 850 000
1975 2 300 000
1999 2 125 000
2007 2 143 000
Des villages Cassini

Франци тĕп хулин территорийĕ çинче Иль-де-Франс регионăн 19,3 % тата çĕршывăн 3,6 % халахĕ пурăнать. Çапла вара, Париж Францин чи йышлă çĕрĕ — 20 433 çын/км² — пулать. Халăх йышлăхĕ кашни тăрăхăн уйрăлса тăрать. Халăх сайрарах пурăнакан тăрăх — 12-мĕш (8 370 çын/çм²) — çак территорие Венсен вăрманĕпе 1-мĕш тăрăхăн (9 228 çын/км²) çĕрĕсене кĕртнипе пулать. Чи йышли — 40000 çын/çм²Парижăн 11-мĕш тăрăхĕ.

Этнос йышĕ

1999 çулта Парижра 310 000 яхăн ют çĕр çынни пурăннă (ку хулан 14,5 % Европăпа Африкăран тухнă çынсем.

2012 çулхи перепиçĕн официаллă хыпарĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Париж хулинче пурăнакансенчен: 135 853 çын Европăран тухнă, 112 369 çын — Магрибран тухнă иммигрантсем, 70 852-шĕ — Кăнтăр енчи Африкăпа Египетран, 5 059-шĕ — Турцирен, 91 297-шĕ — Азирен, 38 858-шĕ — икĕ Америкăран, 1 365-шĕ — Океанирен[9].

Тĕнĕ

Хулан хунталакан — Парижри Таса Женевьева çветуй шутланать.

Халăхăн 80 % — —латтин мешехиллĕ католиксем, теприсем — эрменпе висанти мешехиллĕ.

Административлă пайсем

Ӳкерчĕк:Paris arr jms-num.gif
Парижăн 20 тăрăхĕ

Хăш чухне хулана çак пайсене уйăраççĕ: Paris intra-muros (тĕплĕн куçарсан: «хӳтлĕх ăшĕнче») — Париж хули хăй, тата Grand Paris («Мăн Париж») — хулапа хулаçум пурăну вырăнĕсем, Париж агломерацийĕ.

Париж официаллă 20 муниципаллă тăрăх çине пайланса тăрать, вĕсене варринчен тулашнелле тата сехет сăнни куçнă май нумĕрленĕ. Кашни тăрăх тăватă квартала пайланать, кашнин хăйĕн полици уйрăмĕ пур.




Политика

Тăванлă хуласем

Париж мэрийĕ (Отель-де-виль)

Тăванлă хуласем[10]:

  • Flag of Italy.svg Рим, Итали (1956) — Парижăн пĕртен-пĕр тăванлă хули (çакăн пек лару-тăру «Париж çеç Рима тивĕçлĕ; Рим кăна Парижа тивĕç» (фр. Seule Paris est digne de Rome; seule Rome est digne de Paris) кăларăшпа çыхăннă).

Франци тĕп хули туслăхпа ĕçлĕх килĕшӳ хучĕсене çак хуласемпе ал пусса çирĕплетнĕ:

| alias = Раççей Федерацийĕ | flag alias = Flag of Russia.svg | flag alias-1858 = Romanov Flag.svg | flag alias-1918 = Flag RSFSR 1918.svg | flag alias-1925 = Flag of the Russian SFSR 1925-1937.svg | flag alias-1937 = Flag of the Russian SFSR 1937-1954.svg | flag alias-1954 = Flag of the Russian Soviet Federative Socialist Republic.svg | flag alias-1991 = Flag of Russia 1991-1993.svg | flag alias-ВМС-1918 = Naval Ensign of RSFSR (1920-1923).svg | flag alias-ВМС = Naval Ensign of Russia.svg | flag alias-ВВС = Flag of the Air Force of the Russian Federation.svg | variant = | пысăкăш =

}} Мускав, Ливан ялавĕ Бейрут

| alias = Раççей Федерацийĕ | flag alias = Flag of Russia.svg | flag alias-1858 = Romanov Flag.svg | flag alias-1918 = Flag RSFSR 1918.svg | flag alias-1925 = Flag of the Russian SFSR 1925-1937.svg | flag alias-1937 = Flag of the Russian SFSR 1937-1954.svg | flag alias-1954 = Flag of the Russian Soviet Federative Socialist Republic.svg | flag alias-1991 = Flag of Russia 1991-1993.svg | flag alias-ВМС-1918 = Naval Ensign of RSFSR (1920-1923).svg | flag alias-ВМС = Naval Ensign of Russia.svg | flag alias-ВВС = Flag of the Air Force of the Russian Federation.svg | variant = | пысăкăш =

}} Санкт-Петербург

Хуçалăхĕ

Le Figaro Пичет çурчĕ.

Истори

Хула никĕсне хуни

Хула пирĕн эрăчченхи III ĕмĕрте паризи йăхĕ йышăннă хальхи Сите утравĕнчи Лютеци пурăну вырăнĕнче никĕсленĕ. Хулан хальхи ячĕ çак йăхран сыхланса юлнă. Лютеци пирки пĕрремĕш хут пирĕн эрăччен 53-мĕш çулхи Юлий Цезарь Галлипе вăрçнин 6-мĕш кĕнекинче çырнă.

Пирĕн эрăчченхи 52 çулта форум тата амфитеатр çĕкленĕ. Рим Империнче хула ытла паллах пулман.

Вăтам ĕмĕрсем

Париж планĕ, 1223 çул.

Римсем хуçаланни 508 çулта франксем килсе кĕнипе вĕçленет.

Филипп II Август тапхăрĕнче хулан хӳтлĕхне çирĕплетеççĕ: 1190 çулта Сенăн сылтăм çыранĕнче, 1210 çулта — сулахай енче те хула хӳтлевне хăпартаççĕ. Çав вăхăтрах Парижăн анăç тулашĕнче Лувр карманне туса лартаççĕ.

XI ĕмĕртен пуçласа Париж — европа çутĕçĕн, пирваях, тĕнĕн, тĕп вырăнне пулса тăрать. XIII ĕмĕрте, вĕрентӳçĕсем хушшинчи тавлашусене пула, сулахай çыранĕнче (хальхи Латтин кварталĕ) «никама пăхăнман» колледж йĕркеленет, каярах вĕсенчен паянхи Сорбонна çуралать.

XIV ĕмĕрте хулана юханшывăн сылтăм çыранĕнчен тепĕр хӳтлĕхпе хупăрлаççĕ, халĕ çак вырăнта Мăн Бульварсем.

Çĕнĕ самана

Бастилие кĕрешсе илни.

Версале куçса каять, анчах та Париж хуçалăхĕ аталанса пынă, çын йышĕ ӳснĕ май çавах Францин политика тĕп шайне алран ямасть.

фортлăскер, хăй вăхăтĕнче чи хăват хӳтĕлев çурт-йĕрĕ шутланнă.

Пур тĕнче куравĕ тĕлне тӳпене хăпартнă.

Пур тĕнче куравĕсенчен 5-шĕ иртет, çакă ĕнтĕ хулан этеплĕх тата политика сĕмне палăртать. 1871 çулта икĕ уйăх хушши хула Париж коммуни аллинче пулнă.

XIX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тата «Паха тапхăр»), Франци хуçалăхĕн нихçан пулман пысăк аталану тапхăрĕ пулать.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче хулана нимĕç вермахчĕ оккупацилет, çак намăс-хĕнлĕхрен хула 1944 çулхи çурла уйăхĕнче çеç хăтăлать.

1968 çулхи çу уйăхĕнче Парисра йышлă пăтранчăксем тапранаççĕ, ку пулăм ертӳлĕхе çеç мар, пĕтĕм этем пĕрлĕхĕн менталитетне, франци çыннисен чун-чĕмлĕхне те улăштарать.

2015 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Парижра терактсен серийĕ иртет: «Стад де Франс» стадионта, «Контуар Вольтер» кафере взрывсем тăваççĕ, темиçе ресторанта çынсен пере-пере пăрахаççĕ, «Батаклан» театрта çынсене тыткăна илеççĕ. Çак усал ĕçсене «Ислам патшалăхĕ» террористла ушкăн тунă.

Нумай çын Париж хулине чи романтикăллă хуласен шутне кĕртет[11].

Монпарнас башни çинчен