Ла-Манш
Ла-Ма́нш (фр. la Manche — çанă), çаплах Анкăл кана́лĕ (акăл. English Channel) — Францин çыранĕпе Аслă Британи хушшинчи тинĕс пырĕ.
Тавралăхĕ
Па-де-Калепе пĕрле фарватерăн чи тарăн мар вырăнĕ 23,5 м. Ла-Манш айĕпе (Дуврпа Портсмут, Саутгемптон, Гавр, Шербур.
Ла-Манш урлă каçни
Шыв ишевçисем Ла-Манш кӳлмекĕ урлă йывăр тăрăмра — сивĕ шыв (15—18 °C çулл), хумсем тата çил (Бофорт шкалипе 4 балл хумхануллă чухне таранах ишеççĕ), çаплах шыв хăпарнипе тата аннипе çыхăннă юхăмсем — каçаççĕ. Çапла ĕнтĕ, Ла-Манша халиччен пĕлнипе 900 яхăн çын çеç ишсе каçма пултарнă (2008 ç. пуçламăш тĕлне) — Эверест тăррине хăпарнă çын йышĕ ытларах шутланать.
- Этемлĕх кун-çулĕнче Ла-Манш кӳлмекне пĕрремĕш британ ишевçи Мэттью Уэбб 1875 çулта 21 сехет те 45 минутра каçнă. Пĕрремĕш хĕрарăм кӳлмеке 1926 çулта 14 сехет те 39 минутра (Гертруда Эдерле, АПШ) каçнă.
- ССРП спортсменĕсем кӳлмеке кĕрешсе ишме килмен. Кӳлмеке атакăланă пĕрремĕш раççей çынни — ирĕклĕ ишевçĕ Павел Кузнецов (36 çулта) (2006 çулхи çурлан 22—23-мĕшĕнче, 14 сех. 33 мин. 25 çек.). Юрий Кудинов раççей çынни 2007 çулхи çурлан 24-мĕшĕнче тĕнчери шутлава виççĕмĕш вырăна 7 сехет те 5 мин. 42 çек. çырать. 2007 çулта кӳлмеке раççей икĕ хĕрарăмĕ çĕнтернĕ: çурлан 26-мĕшĕнче — Наталья Панкина (8 сех. 11 мин.) тата авăнăн 6-мĕшĕнче — Алла Кассиди (13 сех. 7 мин.).[1]
- Ар çынсем хушшинче хăвăрт ишсе каçаканни — пăлхар ишевçи Петр Стойчев (2007 çул, 6 сех. 57 мин. 50 çек.); хĕрарăмсен йышĕнче — чех ишевçи Иветта Главачова (2006 çул, 7 сех. 25 мин. 15 çек.).
- Çаплах Ла-Маншри мăран ишевсене те палăртаççĕ. Чи мĕшĕлтийĕ 28 ч. 44 мин. (Джеки Кобелл, Аслă Британи, 2010 çул).[2]
- Луи Блерио франц çынни 1909 çулхи утăн 25-мĕшĕнче пĕрремĕш Ла-Манша ишсе каçнă.
- коракл çинче Ла-Манша 13 сех. çурă вăхăтра каçнă. Çак ĕçе Мандан инди йăхĕсен вăкăр кимми Мадог тиккĕ куçса кайнă чухне илсе пынă уэльс кораклĕнчен пулса тухнă версине ăнлантарас тесе тунă.[3]
- 42-çулхи Филипп Круазон франци çынни, алсă-урасăрскер, Ла-Манш урлă каçма пултарнă. Çак ĕçре вăл шывра тăнăçлă пулма ятарлă протезсемпе усă курнă, унчен эрнере 35 сехет хăтланнă. Филипп ишме Фолькстон бритон портĕнчен пуçлать те Виссан франци хулинче вĕçлет.[4]
Çав. пекех
- Атина Бояджи, македон марафон-ишевçи.
Асăрхавсем
- ^ Вырăс Ла-Маншĕ (Ла-Манш урлă раççей спортсменĕсем каçни)
- ^ DailyMail: Woman takes 28 hours to swim Channel in slowest ever crossing
- ^ Wales on Britannia: Facts About Wales & the Welsh
- ^ Mignews Безрукий и безногий француз переплыл Ла-Манш (выр.). Mignews (2010 çулхи авăнăн 29-мĕшĕ). Тĕрĕсленĕ 16 Авӑн уйӑхӗн 2010.
геостратегиллĕ вырăнсем |
|||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Тинĕс пырĕсем |
| ||||||||||
Каналсем |
Балти • Гёта-канал • Киль • Коринф • Нордзе-канал • Панам • Никарагуа • Тай | ||||||||||
Сăмсахсем |
Горн • Дежнёв • Ырă Шанăç • Симĕс • Йĕплĕ • Коморин • Спартель | ||||||||||
Утравсемпе архипелагсем |
| ||||||||||
Вăрçă хупăрлавĕ • Колониализм • Тинĕс прави • Уçă тинĕс • Судоходство • Кĕленче пырĕ • Mobility corridor |