Евротоннель
Евротоннель, Ла-Манш айĕнчи тонель (фр. tunnel sous la Manche, акăл. Channel Tunnel, çаплах хăш чух Euro Tunnel) — чукун çул иккĕ çуллă тоннель, вăрăммăшĕ 51 км яхăн, вĕсенчен 39 км Ла-Манш тинĕс пырĕ айĕнче. Континентлă Европăна утрав çинчи Аслӑ Британие чцукун çулпа çыхăнтарать. Тоннеле пула Парисран Лондона 2 сехет те 15 минутра çитме пулать; хăй тоннелĕнче пуйăс 20 пуçласа 35 минута çити пырать. Мăнаçлăн ăна 1994 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче хута янă.
Пĕр хушă вăл тĕнчери чи вăрăм тоннель ятне тытса тăнă, тепĕртакран ăна «Сэйкан» тоннелĕ, 2010 юпан 15—мĕшĕнче «Готард тоннелĕ» кая хăварнă.
Евротоннеле хальхи тĕнчери çиччĕ тĕлĕнтермĕшсенчен пĕри тесе пĕлтернĕ.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Информация о поездах Shuttle и Eurostar 2005 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Евротоннель
- История Евротоннеля 2011 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- Факты о Евротоннеле
- Google Maps, вход в тоннель в районе Дувра (Англия)
- Суперсооружения: Туннель через пролив Ла-Манш.
- Google Maps, вход в тоннель в районе Кале (Франция)
- Н. Корзинов. Столетняя стройка // «Наука и жизнь», № 1 (2010)