Сардини

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Сардини
Sardegna
Ӳкерчĕк:Sardegna-Bandiera.png
Зона: Утравлă Итали
Тĕп хула: Кальяри
Лаптăк: 24 090 км²
Пурăнан халăх: 1 643 096 çын
Халăх йышлăхĕ: 68 çын/км²
Провинцисем: Кальяри, Карбония-Иглезиас, Медио-Кампидано, Нуоро, Ольястра, Ольбия-Темпио, Ористано, Сассари
Коммунăсем: 377
Пуçлăх: Francesco Pigliaru  с 24.2.14
Ӳкерчĕк:Sardegna-Mappa.png
Официаллă сайт


Сарди́ни (сард. Sardigna, кат. Sardenya, Аппенин çурутравĕнчен анăçалла, сард. Rezione Autònoma de sa Sardigna).

Сардини чĕлхипе калаçăççĕ. Сардини чĕлхи, регион чĕлхин статусĕнче пулин те, майĕпен итали чĕлхине çӳл парсах пырать.

Истори

Нураги тапхăрĕнче утрав çинче пурăннă сардсем ăçтан пулса тухни паллă мар, хăш икĕпат тĕпчевçисем (В. Б. де Руже, Ф. Ж. Шаба тата урăххисем) сардсене «тинĕс халăхĕсен» шардана йăхĕпе çыхăнтараççĕ, вĕсем Мернептах тата Рамсес III (пирĕн эрăччен XIII—XII ĕмĕрсем) тапхăрĕнче Икĕпата çĕнтерсе илесшĕн хăтланнă, анчах та çак шухăшпа пурĕ те килĕшмеççĕ.

Пирĕн эрăччен VII ĕмĕрте САрдиние финикисем колонилеме тытăнаççĕ. Пирĕн эрăччен 535 çулта утрав Карфаген пăхăнăвне кĕрет, пирĕн эрăччен 238 çулта Рим, Карфагенри тара илнисем, ливисем тата чурасем пăлханнин саманчĕпе усă курса, Сардиние ярса илет.

V ĕмĕрте Сардиние вандалсем çĕнтерсе илеççĕ, çапах та VI ĕмĕрте Велизарий вандалсене хирĕçле карфаген кампанинче утрава Висанти шутне тавăрать.

Арагон ăрăвĕн тытăмĕнчи Сардини Испание пăхăнса тăнă.

Тавралăхĕ

Утрав çинчи тĕп юханшывсем:

  • Тирсо,
  • Флумендоза,
  • Чедрино.

Климачĕ

Климачĕ типĕ, субтропик (вăтаçĕртинĕс), кăрлачри вăтам температури 7—10°С, утăри 24—26°С. Нӳрĕк ытларах хĕлле ӳкет, 600 мм айлăмсенче, 1000 мм в –ту çинче.


Хуçалăхĕ

Порто-Весме хулинче алюмини тăвакан пысăк завод ĕçлет. Сурăх чăкăтне пĕçерекен тĕп районĕсем Сардинире вырнаçнă.

Каçăсем

Шаблон:Тĕнче океанĕн геостратеги вырăнĕсем


Wiki letter w.svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.