Тоскана

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
View from Villa Vignamaggio (5771965060).jpg

Тоскана (итал. Toscana) — Италин административлă çĕрĕ. Тĕп хули — Флоренци. Лаптăкĕ — 20,990 çм², пурăнакан халăхĕ 3 516 296 çын. Çутçанталăк илемлĕхĕшĕн Тоскана Италире чи паха вырăн шутланать[1].

Тавралăхĕ

Çурçĕр-анăçĕнче Тоскана Эмили-Романьăпа, тухăçра Маркепе тата Умбрипе, кăнтăрта Лациопа чикĕ тытать. Анăçри 320 çухрăм çыран хĕриллĕ çĕрĕсене Тиррен тинĕсĕн хумĕсем ачашлаççĕ. Çĕр-пичĕ иккĕ виççĕмĕшĕ сăртлă, чĕрĕкле — туллă. Террриторин 8.4 % çех Арно юханшывĕн çумĕнчи айлăмĕнче тӳрем.

Тĕп сăрт-ту хырçисем — Апеннинсем; вĕсем Тосканăн çурçĕрĕнче тата тухăçĕнче. Урăх паллă рельефĕсем — Масса-Каррарапа Лукка провинцисенчи Апуан Альписем , çак тусенчен каррар мраморне тупăçлаççĕ; регионан варринче — Металл Сăрчĕсем; Пизăпа Лукка хушшинче Пизан Тăвĕсем; Амиат Тавĕ,Флоренци провинцинчи ватă сӳннĕ вулкан Пратоманьо.

Административлă тытăмлăхĕ

Тоскана 10 провинцирен пуçтарăнать:

  • Ареццо (Arezzo)
  • Гроссето (Grosseto)
  • Ливорно (Livorno)
  • Лукка (Lucca)
  • Масса-Каррара (Massa-Carrara)
  • Пиза (Pisa)
  • Пистойя (Pistoia)
  • Прато (Prato)
  • Сиена (Siena)
  • Флоренция (Firenze)

Ӳкерчĕк:Toskanskie provincii.png

Истори

Апеннин культури тата Виллан культури

Регионăн этруссен мал историйĕ çав тапхăрти Грецирипе пĕр евĕрлех. Тоскана облаçĕнче пирĕн эрăччен 2 пинçуллăх варринче (пирĕн эрăччен 1350—1150) çулсенче Апеннин культуриллĕ Виллан культури аталанса пынă (пирĕн эрăччен 1100—800 ç.ç.), анчах та вăл этруссен цивилизацийĕ айне пулнă е сĕмне куçнă.

Этруссен тапхăрĕ

транспорт тытăмлăхне (инфраструктурине) йĕркелеççĕ, çĕр ĕçĕпе ту ĕçне аталантарса яраççĕ, ӳнерлĕхĕн ялкăм ĕçĕсене шăратаççĕ. Ăслăхçăсем халĕ те этруссем çак çĕрсенче историллĕ тапхăртан маларах та пурăннă-ши е кунта вĕсен аслашшĕсем урăх çĕр-шывран килсе тухнине пĕлеймеççĕ-ха. Цивилизаци пирĕн эрăччен VII ĕмĕртен тĕрекленсе пынă, пирĕн эрăччен VI ĕмĕрте чапа тухнă, малаш вăхăтнелле хăйĕн мăнаçĕпе çĕрĕсене рим çыннисене пирĕн эрăччен III ĕмĕрте парнелесе хăварнă. Римсем вĕсен тĕнчелĕхне аркатмасăрах хăйсен ăшлăхне чиксе пĕрпеклетсе йышăннă.

Чĕрĕлӳ

Тосканăра итали Уффицци тата Флоренцири Барджелло Музейĕ. Тоскана Леонардо да Винчи, Микеланджело тата Данте Алигьери (итали чĕлхин ашшĕ) тăван çĕрĕ пулать.

Хуçалăхĕ

Кастильончелло

Тоскана хăйĕн чапа çĕнтерсе илнĕ Кьянти, Мореллино Ди Скансано тата Брунелло Ди Монтальчино ) палăрса тăрать, кусемсĕр пуçсăр тепĕр 120 çутçанталăк управĕ хатĕр кĕтеççĕ кăмăл çынсене.

Ял хуçалăхăн ытти отраçлисем: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси (Кианти-Айлăмĕнче) тата олива çуне юхтарса кăларасси, уйрăмах Лукка сăрчĕсенче.

Промăçлă мотоциклĕсене, мотороллерсене тата самолётсене пуçтараççĕ; Пьомбинăра хурçă-тимĕр завочĕсем ĕçлеççĕ.

Турисăм «Ӳнерлĕх Хулисем» (Пиза, Лукка, Сиена, Сан Джиминьяно) тата тинĕс хĕрринче тата утравсем (Эльба) çинче сарăлнă.

Апуан Альписенче (Каррара) мрамора тупăçлаççĕ.

Каçăсем

Ӑнлантарусем