Этрусксем
Этруссем (хăйне хăй ячĕ. rasna) — пирĕн эрăччен I пинçуллăхра Этрури çĕрĕ — хальхи цивилизацийĕ çине пысăк сĕм янă авалхи йăхсем.
Этруссем ăçтан тухнă
Кĕçĕн Азири Лидирен тухнă тирренсем е тирсенсем пулаççĕ. Авалхи урăх çыракансен шучĕпе, этрус этносĕн аталанăвне пеласги йăхĕсем хутшăннă. Автохтон версине йышăнакан ăслăхçăсем этруссене Италири Вилланова этеплĕхĕпе çыхăнтараççĕ. ХХ ĕмĕрĕн варрине çитиех «лиди версийĕ» çав тери тиркев айĕнче тăрать, уйрăмах лиди чул çырăвĕсене тĕпчесе уçса вуланă май — «тинĕс халăхĕ» этносĕпе танлаштармалла.
Дионисий Галикарнасскийпирĕн эрăччен V ĕмĕрте Лесбосра пурăннă Гелланик историкĕ пĕлтернипе, пеласкисене Троян вăрçиччен малтанах пулнă. Дионисий хăй этруссене Итали автохтон халăхĕ вырăнне хунă.
Археологипе лингва тĕпчев ĕçĕсем этруссем кĕçĕн ази халăхĕ пулни пирки халĕ çирĕплетекен хут, япала чылай тупăнать. Этрус чĕлхине тăванлă чĕлхесен палăкĕсене Кĕçĕн Азире (Лемнос стелли — пеласги) тата Кипр çинче (этеокипр чĕлхи — тевкăрсем) тупнă. Тирсенсене, пеласкисене, тевкăрсене (авалхи икĕпет çырăвĕсен вулав тупсăмĕсенчен пĕри) пĕрремĕш хут «тинĕс халăхĕсем» çырăвĕнче пирĕн эрăччен XII ĕмĕрте Кĕçĕн Азирен Эней этруссемпе çыхăннă, пулас, вĕсем Италие Троя аркансан тарса килеççĕ.
Анатолири ĕнесен кенĕсемпе танлаштарса çывăх пулнине палăртнă (Италин урăх пайĕсенчи ĕне ăрачĕсен кенĕсем пĕрлĕ пахалăхĕсем сахал пулнине пĕлтернĕ). Çакă та Геродотăн версине аяккăн тивĕçтерет, пулас [1].
Ансат истори
Этрури этеплĕхĕ пирĕн эрăчченхи VIII—VII ĕмĕрсенче çӳллĕ аталануллă Вăтаçĕр тинĕсĕ çĕрĕсенчен çынсем куçса килнипе, Пирĕн эрăччен VII ĕмĕрĕн вĕçĕнче 12 хула-патшалăх пĕрлĕхе пуçтарăнса, пирĕн эрăччен VI ĕмĕр варринче Кампани ярса илеççĕ. Пирĕн эрăччен V—III ĕмĕрсенче Этрурие Рим пăхăнтарать, халăхне империнче хутăштарса ирĕлтерет.
Топонимика
Этруск ячĕллĕ географи выранĕсем те пур. Адри тинĕсĕ çинчи этрусс порт-хули Адри тинĕсĕн çурçĕр пайне тĕрĕслесе тăнă. Римра этрускăсене «тускăсем» тенĕ, çак ятпах каярах Тоскана çĕрне каланă.
Этруссем Римра
Римăн шалĕнче вĕсем триба тунă, называвшуюся Луцеры.?
Этрус чĕлхи
этрус чĕлхине тăван чĕлхе тупасси тавлашуллă ĕç-хĕл пулса тăрать. Этрус сăмахсарне хатĕрлесси, вĕсен тексчĕсене тĕпчесе вуласси питĕ мăран пырать, паянкуна та вĕçĕ-хĕрри курăнмасть.
Вуламалли
- Немировский А. И. Этруски: от мифа к истории. М. 1980.
- Этруски и христианская религия 2008 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.- Василенко Р.П. "Античный мир и археология". Вып. 5. Саратов, 1983. С. 15-26
- Из новейшей литературы об этрусках 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.- Ельницкий Л.А. "Вестник древней истории". No 3-4. С. 215-221.
- Лукумоны 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.- Мавлеев Е.В. Журнал "Наука и религия"
- Мастер "Суда Париса" из Оберлин Колледж в Эрмитаже 2008 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.- Мавлеев Е.В. "Сообщения Государственного Эрмитажа". Вып. 47, 1982. С. 44-46.
- Археологические музеи Тосканы 2008 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.- Немировский А.И. "Вестник древней истории", 1992. No 1. С. 237-244.
- Чудинов, Валерий Алексеевич — автор историко-линвисти ческих идей, непризнанных научным сообществом
- Philipp Ammon: Ruma Rasna – Die etruskischen Wurzeln Roms. http://www.academia.edu/28000848/Ruma_Rasna_Die_etruskischen_Wurzeln_Roms
Каçăсем
- Дионисий Галикарнасский, «Рим аваллăхĕсем», 1.17-30