Авалхи Рим — Авалхи тĕнчепеантикăлăх тапхăрĕн паллă цивилизацийĕ, хăйĕн ятне тĕп хулинчен туяннă (Roma). Римăн никĕсĕ Капитолипе, Палатинпа, Квириналпа карталаннă шурлăхлă айлăмра çирĕпленнĕ. Çак цивилизацине аталанма этрусксемпе авалхи грексен этеплĕхĕ хал панă. Авалхи Рим хăйĕн мăн хăватне II ĕмĕрте хăпарать. Ун чух римсем çурçĕрте хальхи Шотландирен пуçласа кăнтăра çити Эфиопине тарин, тухăçран Арменирен анăçалла Португалине çити çĕрсене тытса пăхăнтарса тăнă.
Римăн паллă çыннисем уйрăмах политика, вăрçă, çĕр, тивĕçлĕ пирĕклĕх (граждан тата сакрал) тата историографи ĕçĕсене кăмăлланă. Çак Римăн малтанхи этеплĕхĕн никĕсĕ пулать. Италин кăнтăр хулисенчен, каярах Греципе Кĕçĕн Азирен, килекен грек сĕмне римсем ытлах хапăлласа йышăнман, вăхăт иртнĕ çем системе ценностей или перерабатывались в соответствии с ней. Рим хăй те юнашар халăхсен тата Европа аталанăвне пысăк ӳсĕм панă.
Пирĕн эрăччен V—IV ĕмĕрсенче рим опçĕстви темиçе тытăмран пуçтарăнса тăнă: ĕлĕхи тапхăрти ăрат йăлинчен сыхланса юлнисем, пĕрлĕхлĕ-граждан секторĕ; пĕр енчен, патрици тытăмĕ, тепĕр енчен, рим пĕрлĕх ĕçесенче хастарланса пынă плебейсем.
Рим историне тĕпчес кăсăк Францире Çутĕçлĕх тапхăрĕнче пуçланать. Монтескьё «Римсен мăнаçлăхĕпе хавшакланăвĕн сăлтавĕсем пирки калаçни» кĕнеке çырать. Пĕрремĕш никĕслекен ĕç — Эдуард ГиббонăнII ĕмĕрĕн вĕçенчен пуçласа империн юлашки пайĕ — Византи 1453 çулта сӳнни тапхăрне тĕпчекен «Рим импери хавшакланни, пĕтсе ларни историйĕ» пулать.