Умбрия

Умбрия
Umbria
Flag of Umbria.svg
Зона: Вăта Итали
Тĕп хула: Перуджа
Лаптăк: 8 457 км²
Пурăнан халăх: 815 000 çын
Халăх йышлăхĕ: 96 çын/км²
Провинцисем: Перуджа, Терни
Коммунăсем: 92
Пуçлăх: Катюша Марини  (2010)
UMB-Mappa.png
Официаллă сайт

У́мбрия (итал. Umbria) — Италин администрациллĕ регионĕ.

Администраци центрĕПеруджа хула. Провинцисем: Перуджа тата Терни.

Пурăнан халăх йышĕ 815 пин çын, 600 пине яхăн çын Перуджа провинцинче пурăнать.

Çутçанталăк-тавралăх пахалăхĕ

undefined
undefined

Анăç енче Тосканăпа, тухăç енче Маркепе тата кăнтăр енче Лациопа чикĕ тытать.

Умбрин анăçĕнче Тразимено кӳлĕ пур, тухăçĕнче: Умбро-Марк Апеннинĕсем, унтах Марк чиккинче Умбрири чи çӳллĕ ту — Ветторе, çӳллĕшĕ 2476 м, вырнаçнă. Чи лутра вырăн — тинĕс шайĕнчен 96 метр — Терни провинцинче, Лацио чикки патĕнче, Тибр юханшывăн айлăмĕнче.

Кун-çулĕ

Умбрин хальхи территорине 1927 çулта çирĕплетнĕ, ун чухнех Терни провинцине туса хунă, Риети провинцине уйăрса Лацио шутне кĕртнĕ.

Экономика

Ял хуçалăхĕ

Умбрире ытларах маслинăсем, иçĕм çырли, тулă тата тапак ӳстерсе илеççĕ.

Климат

Умбрири климат — континент çинчи евĕр, çулла шăрăх тата хĕлле сивĕ. Тепĕр сăмахпа, облаçĕн анăç енче çемçерех. Кăрлач уйăхĕнче Перуджăри вăтам температура +1,6 °С, çертмере +21,6 °С.

Чунçӳревлĕх

Вуламалли

Каçăсем

  • [1]( ӗҫлемен каҫӑ)

Категорисем