Эльба (утрав)
| Эльба | |
|---|---|
| итал. Elba | |
| Находится в пределах природно-географического объекта | Тиррен тинĕсĕ |
| Тӑршшӗ |
|
| Официаллӑ сайт |
visitelba.com/it/(итал.) visitelba.com/fr/(фр.) visitelba.com/de/(ним.) visitelba.com/nl/(нид.) visitelba.com(акăлч.) visitelba.com/sv/(швед.) |
| Сарлакӑш | 18 |
| Халӑх йышӗ |
|
| Хӗррин тӑршшӗ | 147 |
| Чи ҫӳллӗ вырӑн | Mount Capanne[d] |
| Лаптӑкӗ |
|
| Администраци центрӗ | Портоферрайо[d] |
| Администраципе территори пайӗ | Ливорно[d] |
| Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш | 1019 |
| Акваторинче е шыв ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ | Лигури тинĕсĕ |
| Патшалӑх | |
Эльба, авалхи Ильва[2] е Этали[2] (итал. Isola d'Elba, лат. Ilva insula) — Тоскана архипелагӗнчи утрав, Пьомбино (Пьомбино тинӗс пырӗпе уйрӑлса тӑрать) ҫыран хӗрринчи хуларан 10 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Лигури тинӗсне (ҫурҫӗр енче) Тиррен тинӗсӗнчен (кӑнтӑр енче) уйӑрса Вӑтаҫӗр тинӗсӗнче вырнаҫнӑ.
Эльба утравӗ административлӑ майпа Италие пӑхӑнать, Ливорно провинцири Портоферрайо коммуна шутне (Тоскана регион) кӗрет.
Утрав кун-ҫулӗ
Кунта тимӗр кӑларнӑран утрав пирки антика вӑхӑтӗнченех пӗлеҫҫӗ. Пӗрремӗш шахтӑсене этрусксем тунӑ, кайран, пирӗн эрӑччен 480 ҫул хыҫҫӑн, тимӗр тӑприне римлянсем кӑларнӑ. Грексем тимӗре шӑратнӑ чухне тухакан ҫулӑма пула утрава Aethalia («пламя») тесе ят панӑ.
Рим империйӗ саланнӑ хыҫҫӑн утрав ҫине хурахла тӗллевсемпе варварсемпе сарацинсем пыра-пыра кайнӑ.
XI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче утрав Пиза аллине куҫнӑ. Каярах, 1399 ҫулта, Пизӑна Миланри Висконти ҫемьене сутнӑ, утрава вара Пьомбинори Аппиано йӑхӗ туяннӑ, ҫапла май вӑл икӗ ӗмӗр хушши вӗсен аллинче пулнӑ. 1546 ҫулта утравӑн пӗр пайӗ Козимо I Медичи аллине куҫнӑ, Портоферрайо хулара вӑл крепость туса лартнӑ, ӑна «Cosmopoli» ят панӑ. 1577 ҫулта утравӑн ҫак пайӗ Аппианосене таврӑннӑ.
1603 ҫулта Испанин II Филипӗ Порто Адзурро ярса илнӗ те унта икӗ крепость туса лартнӑ.
1802 ҫулта утрав Франци аллине куҫнӑ. Унӑн экономики хӑвӑрт аталанма пуҫланӑ.
Эльба ҫине Наполеона кӑларса яни
1814 ҫулта Фонтенбло килӗшӗвне алӑ пуснӑ хыҫҫӑн Наполеон I Бонапарт Франци императорне Эльба ҫине кӑларса янӑ. Ӑна ултҫӗр ҫынран тӑракан хурал тытса тӑма ирӗк панӑ, ҫавӑн пекех Наполеона Утрав императорӗ тесе пӗлтернӗ. Утравӑн тинӗсри чиккине Британи ҫар карапӗсем тӗрӗслесе тӑнӑ.
Утравӑн экономикине лайӑхлатас тӗллевпе Наполеон чылай экономика тата социаллӑ реформӑсем йӗркелесе ирттернӗ. Эльба ҫинче вӑл 9 уйӑх та 21 кун хушши пурӑннӑ, ун хыҫҫӑн нарӑсӑн 26-мӗшӗнче утрав ҫинчен Францие каҫнӑ (Ҫӗр кун пӑх).
Наполеон Эльба ҫинче пурӑннӑ тапхӑрпа акӑлчан палиндромӗ ҫыхӑннӑ: «Able was I ere I saw Elba» (ҫапларах куҫарӑнать: «Эльбӑна куриччен эпӗ тем те тума пултарнӑ»).
Малалли истори
Вена конгресӗ хыҫҫӑн утрав Тоскана аслӑ герцоглӑха куҫнӑ. 1860 ҫулта утрав йӗркелеме тытӑннӑ Итали патшалӑхӗн пайӗ пулса тӑнӑ.
1944 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнче хрантсуссен ҫарӗсем Эльбӑна йышӑнса утрава нимӗҫ салтакӗсенчен тасатнӑ. Разведкӑна тивӗҫлӗ шайра ирттерменнине пула тата утрава вӑйлӑ хӳтӗленӗрен ҫапӑҫу кӗтнинчен йывӑртарах пулса тухнӑ.
2001 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче Эльба ҫинче паллӑ фри-дайвер Жак Майоль хӑйӗн ҫине алӑ хурса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Географи
Тоскана архипелагӗ шутне кӗрекен утравсенчен Эльба чи пысӑкки шутланать, унсӑр пуҫне, Сицилипе Сардини хыҫҫӑн лаптӑк тӗлӗшӗнчен Италире виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑрать.
Эльба тата Тоскана архипелагӗ шутне кӗрекен ытти утравӗсен лаптӑкӗсем ҫинче (Горгона, Капрая, Пьяноса, Монтекристо, Джильо тата Джаннутри) Тоскана архипелагӗн наци паркӗ вырнаҫнӑ. Корсика пырӗ уйӑрса тӑракан Корсика Франци утравӗ 35 ҫм анӑҫалла вырнаҫнӑ.
Утрав лаптӑкӗ — 223 км², ҫыран хӗрри 147 км тӑсӑлать. Тинӗс шайӗнчен чи ҫӳллӗ вырӑн — 1019 м (Капанне ту).
Эльба утравӗн ҫыранӗ сӑртлӑ-туллӑ, кукӑр-макӑр, апла пулин те пит илемлӗ.
Административлӑ пайланӑвӗ
Утрав ҫинче 8 коммуна вырнаҫнӑ: Портоферрайо, Кампо-нелль'Эльба, Каполивери, Марчана, Марчана-Марина, Порто-Адзурро, Рио-Марина тата Рио-нелль'Эльба.
Геологипе сӑрт-ту ӗҫӗ
Утрав ҫинче, тӗпрен илсен, тимӗр тӑприсем кӑлараҫҫӗ. Ӗлӗк тимӗр тӑпри кӑларнӑ ту хысакӗсем халь тӗрлӗ тӗслӗ — вӗсем хӗрлӗ, хура, хӑмӑр тата кӑвак тӗссемпе витӗннӗ.
Чылай ҫутҫанталӑкпа истори музейӗсенче утрав ҫинче тупнӑ минералсен пуххисем пур, ытларах енчен вӗсен шутне эльбаит (турмалин тӗсӗ), хирти шпат, берилл, цеолит, поллуцит, кварц тата ыттисем кӗреҫҫӗ[3].
1908 ҫулхи ҫуркунне утрав ҫине А. Е. Ферсман ҫитсе курнӑ, вӑл вырӑнти пегматитсемпе минералсене тӗпченӗ[4][5].
Туризм
Паян утрав хӑйӗн эрехӗсемпе паллӑ, ҫавӑн пекех туристсем те кунта нумаййӑн килеҫҫӗ.
Унта ҫитме чи хӑвӑрт меслет — Флоренци е Пиза аэропортӗнче машина тара илсе (ҫавӑн пекех Римран, Миланран, Генуйӑран, Туринран тата ытти аэропортсенчен те ҫитме май пур) Пьомбино хулана ҫитсен малалла утрав ҫине паромпа каҫма пулать. Утравӑн кирек хӑш вырӑнне те машина ҫинче 1-2 сехет хушшинче ҫитме май пур.
Утрав ҫинче Наполеона халалласа йӗркеленӗ икӗ ҫурт-музей пур.
Сӑнсен пуххи
Наполеон Бонапарт Эльба ҫинчен таврӑнни
Наполеон Портоферрайора. Кленце (1839)
- Ivan-elba.jpg
Эльбӑн тухӑҫ енчи ҫыранӗ
Ӑнлантарусем
- ^ https://www.britannica.com/place/Elba-island-Italy
- ^ 1, 2 Шаблон:БСЭ1
- ^ Перельман А. И. В Германии, Франции, Италии (1907—1909) // Александр Евгеньевич Ферсман. М.: Наука, 1968. C. 23-27. (Научно-биографическая серия)
- ^ Ферсман А. Е. Материалы к минералогии острова Эльбы // Bulletin de la Société Impériale des Naturalistes de Moscou. 1909. Vol. 23. P. 94-139.; Отд. изд. Материалы к минералогии острова Эльбы (Путевые заметки). М.: И. Н. Кушнерев и Ко., 1909. 48 с.
- ^ Ферсман А. Е. О кварце из гранитпорфира острова Эльбы // Известия ИАН. Сер. 6. 1909. Т. 3. № 3. C. 187—197.
Вуламалли
- Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- Эльба (остров) // Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров. — 3-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1969—1978.
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Эльба (остров) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |