Нарӑс, 26
Пулса иртнĕ
- 1548 — турккă флотпуçĕ Пири-реис португалсенчен Адена туртса илнӗ.
- 1658 — Роскилл лăпкăлăхĕпе дансен патши Фредерик III хăйĕн çĕрĕсенчен çуррине çухатнӑ.
- 1712 — Аслă Петĕр хушӑвӗпе Тулăра пăшал савутне никӗсленӗ.
- 1815 — Эльба çине янӑ Наполеон Бонапарт утравран тарнă.
- 1832 — Николай I Польша патшалăхĕн конституцине пăрахăçланӑ.
- 1936 — Токиора (капăрл.) путч ирттерме хăтланнӑ.
- 1991 — Тим Бернерс-Ли пĕрремĕш браузера, WorldWideWeb-а, халӑха кăтартнӑ.
- 1992 — Туçи Карабахра Ходжалара çынсене касса тухнӑ.
Çуралнă
- 1802 — Виктор Мари Гюго, паллă француз çыравçи.
- 1941 — Николаев Юрий Николаевич, график, монументалист.
- 1950 — Эктел Василий Петрович, чăваш çыравçи, сăвăçи.
- 1954 — Реджеп Тайип Эрдоган, Турци премьер-министрĕ.