Эктел Василий Петрович
Эктел Василий Петрович (паспортпа: Сидоров; 1950 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ, Лаш Таяпа, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2005 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — чăваш çыравçи, сăвăçи[1].
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1999), «Тăван Атăл» журнал премин лауреачĕ. 1988 çултанпа СССР (халĕ Раççей) ÇП пайташĕ[2].
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Василий Эктел 1950 çулхи нарăсăн 26-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă[1]. Тӑван ялӗнче вӑтам шкул вӗренсе пӗтернӗ.
И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчĕн илемлĕхпе ӳнер факультетĕнче, Мускаври М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче пĕлӳ пухнă. Чылай вăхăт Узбекистанра ачасене вĕрентнĕ. Хĕсметрен таврăнсан Елчĕк район архитекторĕ, унтан Чăваш телестудийĕн корреспонденчĕ, «Ялав» тата «Пике» журналсен илемлĕх редакторĕ пулнă. Чăваш çыравçисен «Калем» фондне тата издательствине ертсе пынă[1].
2005 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта чиртен сывалаймасăр пурнăçран уйрăлнă[1].
Ӗçĕсем
Василий Эктел тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын пулнă: публицист, литература тата ӳнер тĕпчевçи, проза ăсти, сăвăç[2].
Паллă кĕнекисем:
- «Тĕлĕнтермĕшсем» (1982);
- «Иртнĕ кун çути» (1984);
- «Çĕре тăнлатăп» (1990);
- «Чи хитри» (1991);
- «Шавкăн» (1994);
- «Лили» (1996);
- «Юлашки хĕрлĕ çулçă ташши» (1998);
- «Сăвăр çырми» (1999);
- «Пархатар» (2000);
- «Тăван шкултан инçе çула» (2000);
- «Пĕчĕк тĕнче те аслă» (2002);
- «Грачиный город» (Курак хули, вырăсла, 2000)[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Эктель Василий Петрович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Эктель (Сидоров) Василий Петрович. Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
Вуламалли
- Афанасьев, П. Эктель (Сидоров) Василий Петрович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии. — Чебоксары, 2006. — С. 515-516.
- Родионов, В. Г. Эктель (Сидоров) Василий Петрович // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 665-666.
- Тимуков, А. Н. Эктель (Сидоров) Василий Петрович // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 503.
- Ялгир, П. Эктель (Сидоров) Василий Петрович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии. — Чебоксары, 2005. — С. 145.