Лаш Таяпа

Лаш-Таяпа (çаплах Ураскилт, Тайпа) — Чăваш Енри Елчӗк районӗн чиркӳ ялĕ, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн центрĕ.

Халăх йышĕ, ял тытамĕ

Пикшик, Комсомол, Ленин, Улăх, Николаев, Çĕнĕ, Çырма, Октябрь, Олимп, Пĕрремĕш Май урамĕсем.

Ял витĕр Лашчи çырми тухать. Ял ячĕн пĕрремĕш компоненчĕ (Лаш-) Лашчи шывĕн ятне кĕскетсе "касса пăрахнипе" пулса кайнă: Лашчи > Лаш.

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 845 çын, çав шутра 399 арçын, 446 хĕрарăм пурăннă[2].

Кун-çулĕ

1921 çулхи чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пăва уесне, кайран вара, уессене пĕтериччен, Патăръел уесне кĕнĕ. 1918 çулчен Тӑмпаел вулăсне, кайран вара 1927 çул тарин Шӑмалак вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Кĕçĕн Елчĕк районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ хыççăн Чăваш Енĕн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăръел районне, 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.

Паллă çыннем

Вуламалли

Çав. пекех