Чиркӳллĕ ял
Чиркӳллĕ ял — Раççейри, Украинăри, Беларуҫри, Казахстанри тата Молдавири пурăнан вырăнсен тĕсĕ. Вăтамран чиркӳ ялĕнче 1-2 пине яхăн çын пурăнать[1].
Ял пекех, çак пурăнан вырăн, хуларан аякра ларать. 1917 çулхи революциччен вăл ялтан чиркӳ пуррипе уйрăлса тăнă[2] — темиçе яла пӗрлештерсе тăракан ял прихучĕ шутланнă. Совет колхозĕсен тĕп кил йăви пулнă. Чиркӳ ялĕсенче ĕнтĕ çĕр ĕçтешĕсем тупăшса илнĕ тырпула промăçлă хатĕрлемелли вырăнсене — арман, хăма çурмалли лаç, акшар хăвăлĕ т. ыт. — йĕркеленĕ.
Совет тапхăрĕнче те, халĕ те официаллă яла чиркӳ ялĕнчен уйăрман.
Чиркÿллĕ ял та — ялах. Ăна чăваш чĕлхинче ятарлă урăх сăмахпа палăртмаççĕ. Чиркӳ пуррисӗр пуҫне, ытти йӑлтах ытти ялти пекех пулнӑ: укӑлча, укӑлча карти, лавкка, тимӗрҫӗ лаҫҫи, анкартисем тата ытти те.
Ӑнлантарусем
- ^ Селения, Типы населенных пунктов. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
- ^ П. С. Паллас «Путешествие по разным местам Российского государства», часть 3, половина 1, предисловие, стр. IV. Спб., 1788
Каçăсем
- Историко-культурное наследие как фактор возрождения сельской местности России 2014 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Социально-экономические проблемы российского села — Адуков профессăрăн статьи