Укăлча

Укăлча (выр. Околица) — ял тавра е ял вӗҫӗнче тытнă карта; урӑхла каласан, ял хӗрри. Унӑн тӗп тӗллевӗ — уй-хирте ӳсекен тырпула ялти выльӑх-чӗрлӗх тухса таптасран, ҫиесрен сыхласси. Укӑлча ялпа тулти тӗнче хушшинчи чикӗ пулса тăрать.

Ӗлӗкхи саманара кашни ялтах укӑлча пулнӑ, укӑлча хапхине каҫхине хупнӑ. Хальхи саманара укӑлча картиллӗ тата хапхиллӗ ялсем сайра, ытларах вӗсем тури чӑвашсен сыхланса юлнӑ.

undefined
undefined
undefined

Сӑмах пӗлтерӗшӗ

Этимологи

  • М. Р. Федотов чӗлхеҫӗ «Чӑваш чӗлхин этимологи словарӗнче» «укӑлча» вырӑсла «околица» сӑмахран пулса кайнӑ тесе ҫырать;
  • Н. И. Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекинче» те «укӑлчана» вырӑсла «околица» сӑмахпа ҫыхӑнтарнӑ.

Ҫыхӑннӑ сӑмахсем

  • Укӑлча карти (униче карти) — карта, хӳме (изгородь);
  • Укӑлча хапхи — полевые ворота.

Синонимсем

  • Униче;
  • Униче карти;
  • Пусӑ карти;
  • Пусу карти.

Йӑла-йӗркере

Укӑлча чӑваш халӑхӗн ӗненӗвӗнче, йӑли-йӗркинче сакраллӑ пӗлтерӗш йышӑнать.

«Хӗр аки» ятлă йăлара укăлча патне ҫитӗннӗ хӗрӗх хӗр чӗнеççӗ, вĕсем ял тавра сухапуҫпа сухаласа тухаҫҫӗ, урӑхла каласан, хӑйне евӗрлӗ «карта» тытаҫҫӗ. Ҫак чӑрмав яла чир-чӗртен, муртан ҫӑлма пулӑшасса шаннӑ.

Йăх уявӗ вĕçленсен урӑх ялсенчен килнӗ мӗнпур хăнана хуçасем укăлча патне тухса ӑсатса янӑ.

Ялтан виле илсе тухнӑ чухне, масар патне ҫул тытнӑ май, укӑлча леш леш енче чарăннӑ.

Салтака каякан тӑванӗсемпе укăлча умӗнче сывпуллашать. Салтака каякана пӗр стакан сӑра (е эрех) ярса параҫҫӗ, ҫамрӑкӑн ӑна ӗҫсе ямалла та стаканне хыҫала ывӑтмалла. Стакан ҫӗмӗрӗлни хӗсмет йывӑр иртессе, ҫӗмӗрӗлменни — ҫӑмӑл иртессе. Салтака каякан ҫакӑн хыҫҫӑн ял енне ҫаврӑнса пӑхмасӑр малалла утса каять.

Çак йӑласен пурин те пӗр пек пӗлтерӗш: укăлча ялпа сывпуллашмалли вырăн пулса тăрать.

Вилнисене асӑннӑ йӑла-йӗркере укӑлча сӑваплӑ пӗлтерӗшлӗ. Мункун уявӗнче чӳкленӗ аш-какайӑн шăммисене ял тулашне, масар енне, ывăтнӑ. Килте вилес пек выртакан ҫын пур чухне чăх пусса пуçне е ҫӑмартана укăлча леш енне ывăтнӑ, ҫакна вилнĕ çын чунне илме килекенсен кӑмӑлне ҫавӑрас тесе тунӑ[1].

Ӳнерте

Юрӑ-кӗвӗре

Укӑлча умӗнче

В. Урташ ҫырнӑ «Укӑлча умӗнче» сӑвӑпа Г. Хирбю композитор юрӑ кӗвӗленӗ. Ӑна сцена ҫинчен Тамара Чумакова, Мария Еланова, Ирина Шоркина, Николайпа Раиса Андреевсем тата ытти юрӑҫӑсем юрланӑ, паян та юрлаҫҫӗ.

Укӑлча умӗнче шурӑ хурӑн,

Укӑлча умӗнче сирӗн кил.

Хурӑнсен айӗнче савнӑ вырӑн,

Тусӑм, эсӗ тусна, тусна аса ил.

Улӑх урлӑ, хир-вӑрмансем урлӑ

Варкӑшса иртет-и ачаш ҫил,

Саншӑнах эп ҫепӗҫ юрӑ юрлӑп,

Тусӑм, эсӗ тусна, тусна аса ил.

Вӑйӑра та, ҫывӑрма выртсан та

Ман умра — шур хурӑн, сирӗн кил.

Кирек те ӑҫта кӑна пулсан та,

Тусӑм, эсӗ тусна, тусна аса ил.

Тен, унта та пур-тӑр шурӑ хурӑн,

Кӑтрине лӑпкать пуль ачаш ҫил,

Кунта акӑ саншӑн ҫунса пурӑн —

Тусӑм, эсӗ тусна, тусна аса ил.

Укăлча умĕнче, шурă хурăн çинче

Алексей Шадриков эстрада юрӑҫин репертуарӗнче «Укăлча умӗнче, шурă хурăн çинче» юрӑ пур[5]:

Укăлча умĕнче, шурă хурăн çинче

Сарă кайăк юрлать юррине.

Укăлча умĕнче ăшă çил хумĕнче

Пăлханса эп кĕтеп савнине.

Сарă кайăк мухтать çурхи каç илемне

Шăнкăр шыв çеммипе пĕр пулса.

Савнă тусăм тухсам шурă хурăн умне

Сарă кайăк юрри пек юхса.

Çума çум ÿсекен икĕ хурăн пекех

Ман ларасчĕ санпа юнашар.

Йăлтăркка тÿпери çутă уйăх пекех

Шăранать чĕрери шӗл кăвар.

Укăлча умĕнче, шурă хурăн çинче

Çепĕç кайăк юрлать юррине.

Кил, савниçĕм, сана, ăшă çил хумĕнче

Парнелем эпĕ хам чĕрене.

Ваттисен сӑмахӗсем

  • Укӑлчаран тухсанах тӗнче асланать.
  • Укӑлчаран тухсан ҫул йӳпленет.
  • Усал укӑлча хыҫӗнчех кӗтсе тӑрать.
  • Укӑлча ӑсатать те, кӗтсе те илет.
  • Ял илемӗ уничерен пуҫланать.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Салмин А.К. Праздники, обряды и верования чувашского народа. — Чебоксары, 2016.
  2. ^ Народный фольклорный ансамбль «Укӑлча» (выр.). Муниципальное автономное учреждение культуры Дворец культуры «Акация»муниципального образования города Чебоксары — столицы Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
  3. ^ Республиканский фестиваль-конкурс детского художественного творчества «Черчен чечексем» (Цветы Чувашии) (выр.). МБУК «Централизованная клубная система» Канашского муниципального округа Чувашской Республики (19 ҫӑвӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
  4. ^ Ирина Перова. Чувашский вокальный коллектив «Сарнай» приглашает ульяновцев на день рождения (выр.). Информационный портал «Ulpravda.ru» (12 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
  5. ^ Укӑлча умӗнче. webkind.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.

Каçăсем

Категорисем