Урташ Валентин Андреевич

Валентин Урташ (паспортра: Валентин Андреевич Яковлев, 1924 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ, Раккасси, Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики1973 ҫулхи акан 18-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР)— совет саманинчи чӑваш поэчӗ, ҫыравҫи. СССР Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1971)[1].

Кун-ҫулӗ

1924 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче Тутар АССРӗн Пӑва кантонӗнчи Раккасси ялӗнче ҫуралнӑ[2]. 1941 ҫулта Элшел вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ[3].

Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ[2]. 1943-мӗшӗнче вӑрҫа тухса кайнӑ. Фронтран аманса таврӑннӑ хыҫҫӑн 1943—1944 ҫулсенче Хусанти «Хӗрлӗ ялав» чӑваш хаҫатӗнче ӗҫленӗ. 1944 ҫултанпа Шупашкарта пурӑннӑ, Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн ҫумӗнчи Радиоинформаци комитетӗнче ӗҫленӗ[2].

1973 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Урташ Шупашкарта куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ[3].

Пултарулӑх ӗҫӗсем

Сӑвӑ ҫырма вӑрҫӑ хыҫҫӑн тытӑннӑ. Халӑхра вӑл сӑвӑҫ-юрӑҫ пек палӑрнӑ. Ун сӑввисемпе ҫӗр ытла юрӑ кӗвеленӗ. Кунпа пӗрлех унӑн прозӑри, сатирӑри ӗҫӗ-хӗлӗ те курӑмлӑ[4].

Унӑн пурӗ 10 кӗнекене яхӑн пичетленсе тухнӑ: «Ҫурхи кунсем» (пӗрремӗш кӗнеки, 1951); «Чун савнӑран» (1958); «Аслӑ йыш» (1966); «Ӑраскал» (1974) тата ыттисем[2].

Унӑн сӑввисене чылай композитор ҫӗр ытла юрӑ кӗвӗленӗ. Вӗсен хушшинче: «Ҫеҫкереччӗ палан» (А. Асламас), «Калаймарӑм», «Укӑлча умӗнче», «Шупашкарӑм, савнӑ Шупашкарӑм» (Г. Хирбю), «Сарӑ хӗвел хӗртсе пӑхнӑ чух» (Ю. Кудаков), «Саншӑн мар–и?», «Юратушӑн юррӑм ман» (Г. Маркиянов)[2] тата ыттисем.

В. Урташ чӑвашла А. Мусатовпа В. Каверинӑн ӗҫӗсене куҫарнӑ[2].

Кӗнекисем

  • «Аслӑ йыш»;
  • «Ӑраскал»;
  • «Ӗмӗтӗмӗр çитсе пынӑран»;
  • «Пӗчӗк Роза»;
  • «Пурӑнас килет»;
  • «Саншӑнах юрлатӑп»;
  • «Сарӑ хурт»;
  • «Чун савнӑран»;
  • «Ҫурхи кунсем»[3].

Хисепӗсем

  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗ;
  • медальсем[4].

Астӑвӑм

  • Шупашкарта Карл Маркс урамӗнчи 62-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[5].
  • Шупашкарта Урташ ячӗпе урам хисепленет[2].
  • 2009 ҫулта Тутарстанра Раккасси ялӗнче Валентин Урташ ҫемйи пурӑннӑ ҫурт тӗлӗнче поэта палӑк лартнӑ[6].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Знаменательные и памятные даты Чувашии: 20 декабря: родились Валентин Урдаш, Борис Борлен, Евгений Бургулов, Анна Григорьева (выр.). Чувашский государственный институт гуманитарных наук (20 раштавӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Урдаш, Валентин Андреевич (поэт-песенник; 20.12.1924—18.04.1973) (выр.). Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Валентин Урташ (выр.). Официальный сайт Данковского сельского поселения Буинского муниципального района Республики Татарстан. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Писатели: Урдаш (Яковлев) Валентин Андреевич (выр.). Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
  5. ^ Улица Карла Маркса, 62 (выр.). cheb.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
  6. ^ Раково (выр.). Татарская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Ахун, В. Ятран халал / В.Ахун // Хыпар.– 1996.– 8 ҫурла.
  • Владимиров, И. Чӑваш шӑпчӑкӗ пурӑннӑ ҫурт / И.Владимиров // Хыпар.– 2003.– 25 ака.
  • Давыдов–Анатри, В. Юрӑ ӑсти // Давыдов–Анатри, В. Юлташсемпе юнашар / В.Давыдов–Анатри.– Шупашкар,1981.– С. 95–98.
  • Дедушкин, Н. Пурнӑҫа юратса // Дедушкин, Н. Кунҫул уттипе / Н. Дедушкин.– Шупашкар, 1978.– С. 146–151.
  • Дедушкин, Н. Пурнӑҫа юратса, пурнӑҫа мухтаса // Дедушкин, Н. С. Пурнӑҫ илемӗпе хавхаланса / Н. Дедушкин.– Шупашкар, 1988.– С. 125–129.
  • Дедушкин, Н. Яланах халӑхпа пӗрле / Н. Дедушкин // Урташ, В. Ӑраскал / В. Урташ.– Шупашкар, 1974.– С. 3–12.
  • Иванов, С. Урташӑн малтанхи сӑввисем Шӑмӑршӑра пичетленнӗ / С. Иванов // Шӑмӑршӑ хыпарӗ.– 1997.– 31 утӑ.
  • Малов, А. Ҫутӑ чунлӑ талант / А. Малов // Тӑван Атӑл.– 1974.– № 12.– С. 62–67.
  • Николаев, А. Улхаш тата Урташ / А. Николаев // Чӑваш ен.– 1997.– 6–13 раштав (№ 51).– С. 5.
  • Петров, К. Халӑха юратнӑ сӑвӑҫ / К. Петров // Хыпар. – 1994.– 20, 21 раштав.
  • Цыфаркин, В. «Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗнче...» : сценари / В. Цыфаркин // Сувар (Тутар Респ.).– 1997.– 7 нарӑc.– С. 2.
  • Цыфаркин, В. Урташ aраскалӗ / В. Цыфаркин // Сувар (Тутар Респ.).– 1995.– 5 ҫу.
  • Цыфаркин, В. Урташ ӑраскалӗпе синкерӗ / В. Цыфаркин // Чӑваш ен.– 1994.– 24–31 раштав (№ 52).– С. 13.
  • Цыфаркин, В. Урташ калавӗсем / В. Цыфаркин // Ялав.– 1987.– № 2.– С. 13.
  • Цыфаркин, В. Урташ ячӗпе / В. Цыфаркин // Хыпар.– 1995.– 28 кӑрлач.
  • Чепунов, Р. «Укӑлча умӗнче» ҫуралнӑ шухӑшсем / Р. Чепунов // Хыпар.– 1995.– 15 утӑ.
  • Чепунов, Р. Урташ сӑввисем / Р. Чепунов // Тӑван Атӑл.– 1969.– № 4.– С. 90–93.
  • Шашкин, Д. Урташ ачалӑхӗ / Д. Шашкин // Ялав.– 1984.– № 12.– С. 24–25.
  • Шашкин, Д. Урташӑн юлашки юрри / Д. Шашкин // Хыпар.– 2002.– 6 ҫӗртме.
  • Эльби, В. «Валентин Урташ хӗр кӑтартма ман пата илсе пыратчӗ» / В. Эльби // Капкӑн.– 2002.– № 10.– С. 16.
  • Юман, А. Шухӑ пулнӑ, шухӑшсӑр ҫӳренӗ / А. Юман // Хресчен сасси.– 1995.– 4 ҫурла.
  • Юшков, С. Ҫунатлӑ ӗмӗр юрӑҫи / С. Юшков // Ялав.– 1985.– № 11.– С. 24.
  • Волков, Л. М. Художественно–стилевые особенности поэзии В. Урдаша / Л. М. Волков // Художественное мастерство чувашских писателей.– Чебоксары, 1986.– С. 25–39.
  • Давыдов–Анатри, В. И словом, и оружием / В. Давыдов–Анатри // Совет. Чувашия.– 1985.– 10 янв.