Хирбю Григорий Яковлевич

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Хирбю Григорий Яковлевич (1911 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ, Чикмеҫин, Кӗчкей вулӑсӗ, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1983 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ, Чӑваш АССРӗ, РСФСР, СССР) — совет саманин паллӑ чӑваш композиторӗ.

РСФСР халӑх артисчӗ (1974)[1], РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1968). КПСС[ru] членӗ (1945)[2].

Пурнӑҫӗ

Григорий Яковлевич 1911 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Шупашкар уесӗнчи Кӗчкей вулӑсӗнчи Чикмеҫин ялӗнче (1960-мӗш ҫулсенчен Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ял шутне кӗнӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Аслашшӗ енчен унӑн хушамачӗ — Хирбиков, 1944 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен — Хирбю. 16 ҫул тултариччен ялта пурӑннӑ, Кӗчкей салинчи шкулта вӗреннӗ, кӗтӳ кӗтнӗ[3].

Кӗчкейри шкулта ултӑ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн 1927 ҫулта Шупашкарти шкул-коммунӑна вӗренме кӗнӗ, вӗреннӗ вӑхӑтрах сӗрме купӑс класӗпе музыка шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ. 1929–1932 ҫулсенче Чӑваш музыкӑпа театр техникумӗнче хор дирижированийӗн класӗнче вӗреннӗ[3].

1927 ҫулта Шупашкарти III Интернационал ячӗллӗ шкул-коммунӑна вӗренме кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах С. М. Максимов сӗннипе Шупашкарти музыка шкулне вӗренме кӗнӗ, Чӑваш патшалӑх хорӗнче юрлама тытӑннӑ. 1929–1932 ҫулсенче Хирбю Чӑваш музыкӑпа театр техникумӗнче вӗреннӗ. 1932–1943 ҫулсен тапхӑрӗ Ленинград консерваторин (малтанхи пилӗк ҫулта — ҫак вузӑн рабфакӗнче вӗренни) композици класӗнче вӗреннипе ҫыхӑннӑ. Рабфакран ӑна консерваторин композитор факультетне куҫарнӑ, унта вӑл 1937–1943 ҫулсенче ӑсталӑха туптанӑ. Консерваторине вӑл Ташкентра (ӑна кунта эвакуациленӗ) вӗренсе пӗтернӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн 1943 ҫулхи кӗркунне Шупашкара таврӑннӑ. 1944–1951 ҫулсенче Г. Я. Хирбю Чӑвашрадиовӗн вокал ансамбльне ертсе пынӑ. 1971 ҫултанпа — Пӗтӗм Раҫҫейри Хор обществин правлени членӗ. Чӑваш АССРӗн Хор обществине ертсе пынӑ[4].

Г. Я. Хирбю 1983 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Шупашкар хулин мемориаллӑ масарӗнче пытарнӑ.

undefined

Пултарулӑхӗ

Чӑваш юрри-кӗввине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Пултарулӑх анинче 50 ҫул ытла ӗҫленӗ хушӑра 5000 ытла вокал сочиненийӗ ҫырнӑ, вӗсем содержани енӗпе те жанр тӗлӗшӗнчен те тӗрлӗ енлӗ. Композиторӑн юррисене, хор хайлавӗсене тата обработкисене авторӑн 16 пуххинче пичетленӗ. Г. Я. Хирбю хайлавӗсенче наци сӗмӗ вӑйлӑ палӑрать, кӗвӗлӗх енӗпе те вӗсем аван шӑранаҫҫӗ[3].

Тӗп ӗҫӗсем: «Нарспи» опера (композитор пурӑннӑ чухне чӑваш оперин классики шутланнӑ); икӗ кӗвӗллӗ камит — «Чечекленет ҫӗршыв», «Кай, кай Ивана»; икӗ оратори, икӗ кантат; симфониллӗ хайлавсем; оркестрлӑ гобой валли ҫырнӑ концерт; хорсем; романссем; халӑх юррисене илемлетнисем. Ҫавӑн пекех вӑл республикӑри театрсен сценисем ҫинче лартнӑ чылай спектаклӗн юрӑ-кӗвӗ тӗлӗшӗнчен илемлетнӗ[4].

Обществӑлла ӗҫ

Композитор хӑйӗн пултарулӑх анинчи ӗҫӗ-хӗлне общество ӗҫӗпе те пӗрлештернӗ. Чӑваш республикин тӗнче хӳтӗлекен комитетӗнче, Чӑваш АССРӗн Хор обществин правлени председателӗ пулнӑ, Чӑваш композиторӗсен пӗрлӗхӗн правлени председаталӗн ӗҫне пурнӑҫланӑ[5].

Ӑна республикӑн композиторсен союзӗн парти организацийӗн секретарьне, 1944 ҫултанпа СССР Композиторсен пӗрлӗхӗн членне, Чӑваш Енӗн композиторсен союзӗн правлени пайташне (1945, 1948, 1956, 1968, 1973, 1977), Чӑваш республикин тӗнче хӳтӗлекен комитечӗн пайташне (1948 ҫултан), Чӑваш АССРӗн Хор обществин правлени председательне (1963 ҫултан), Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществин правлени пайташне (1971 ҫултан), РСФСР композиторсен пӗрлӗхӗн ревизи комиссийӗн пайташне (1960), СССР композиторсен пӗрлӗхӗн Тӗп ревизи комиссийӗн пайташне (1979) суйланӑ[5].

Наградӑсем, премисем

Астӑвӑм

undefined

Ӑнлантарусем

  1. ^ Деятели культуры и искусства: Артисты и музыканты: Хирбю Григорий Яковлевич. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ.
  2. ^ Музыкальная энциклопедия / Гл. ред. Ю.В. Келдыш. — «Советская энциклопедия». — 1982. — С. 31. — 1008 с.
  3. ^ 1, 2, 3 Хирбю Григорий Яковлевич. Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Хирбю, Григорий Яковлевич (композитор; 27.11.1911-17.08.1983). «Наследие Чувашии» Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Архивы Чувашской Республики (выр.). srv.giachr.kaisa.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  6. ^ Культурное наследие Чувашии → Хирбю Григорий Яковлевич. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ.

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем