Яковлев Валерий Николаевич
Валерий Николаевич Яковлев (1939 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ, Шăмăршă районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 2024 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ, Шупашкар) — совет тата Раҫҫей театрпа кино актёрĕ, театр режиссёрĕ, СССР халăх артисчĕ (1991), РСФСР халăх артисчĕ (1981), ЧАССР халăх артисчĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1975), ЧАССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1970)[1].
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
1939 çулхи авăн 25-мĕшĕнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Мускаври патшалăх А. В. Луначарский ячĕллĕ театр искусстви институчĕн актёр (2-мӗш чӑваш студийӗ, ертӳҫи — В.А. Орлов, 1961) тата режиссёр (ертӳҫи — М.О. Кнебель, 1967) факультечĕсенче пĕлӳ пухнă[1].
Чăваш академи драма театрĕнче режиссер-постановщик (1967—1979), тĕп режиссёр (1979—1990), пултарулăх ертӳçи (1990—2024) пулса вӑй хунӑ.
Мускавра, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Мордва Республикинче, Чулхула облаҫӗнче, Беларуҫре иртнӗ Чӑваш Ен кунӗсене, Чӑваш Республикинче паллӑ кунсем тӗлне хатӗрленӗ вун-вун концерт сценарийӗн авторӗ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗрентнӗ, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи дарама театрӗ тата Вырӑс драма театрӗ валли 2006 тата 2011 ҫулсенче икӗ курс вӗрентсе кӑларнӑ. М. С. Щепкин ячӗллӗ Мускав театр училищинче 3 чӑваш актёр курсне (1983, 1993, 2002), Ленинград патшалӑх театр, музыка тата кинематографи институтӗнче 1 чӑваш курсне (1972) вӗрентсе кӑларас ӗҫе хутшӑннӑ.
Радио- тата телепостановкӑсене ӳкерме, илемлӗ фильмсен чӑваш дубляжӗсене ҫырма хутшӑннӑ. Влас Иванов-Пайменӑн романӗпе ӳкернӗ «Кӗпер» телефильмӑн сценарине ҫырнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн тӗп правленийӗн секретарӗ, 2002-2011 ҫулсенче Чӑваш Республикинчи Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи пулнӑ.
Валерий Николаевич 2024 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче вилнӗ. Сывпуллашу раштавӑн 23-мӗшӗнче театрта иртнӗ.
Ҫемье
Машӑрӗ — Нина Михайловна Яковлева, РСФСР халӑх артисчӗ.
Икӗ ывӑл — Андрей тата Дмитрий — ҫитӗнтернӗ.
Хисепӗсем
- Чӑваш АССР К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премийӗ (1977);
- Чăваш Республикин литература тата ӳнер енӗпе патшалăх премийӗ (1999);
- Раҫҫей Федерацийӗн литературӑпа ӳнер енӗпе патшалăх премийӗ (2003);
- Чӑваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1970);
- РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1975);
- РСФСР халӑх артисчӗ (1981);
- СССР халӑх артисчӗ (1991);
- Халӑхсен туслӑхӗн орденӗ (1999);
- РФ Правительствин Ф. Г. Волков ячĕллĕ премийӗ (2002);
- Хисеп орденĕ (Раççей) (2010);
- Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ (2004);
- Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ (2004);
- ЧР «Чĕнтĕрлĕ чаршав» театр ӳнерĕ конкурсĕнче «Çулталăкри чи лайăх спектакль (режиссура)» номинацире çĕнтернĕ (1999, 2004, 2007)[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Г. В. Кириллов. Яковлев Валерий Николаевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
Вуламалли
- Вдовцева Л.П. Талант – всегда загадка. Ч., 1984; Данилова Г.Д. И воздаст сторицею // Театральная жизнь. 1987. № 11; Чебанов А.С. Асамçă. Ульяновск, 2009.
- Агивер, Х. Шырав терчĕ, шырав савăнăçĕ / Х. Агивер // Ялав. – 1980. – № 10. – С. 24-25.
- Вӑй-халӗн ҫӑл куҫӗ ӑҫтан-ши? / Н. Яковлева [тата ыт. те] // Хыпар. – 2009. – 19 чӳк. – С. 3.
- Жегин, Н. Унӑн пурнӑҫ уйӗ / Н. Жегин // Хыпар. – 2009. – 19 чӳк. – С. 3.
- Журавлев, С. В. Валерий Николаевич Яковлев // Журавлев, С. В. Чӑваш ен актерӗсем : пурнӑҫ ҫулӗ = Актеры Чувашии : биогр. / С. В. Журавлев. – Шупашкар, 2008. – С. 115-120.
- Краснова, Т. Театр тӳпинчи ялтӑр ҫӑлтӑр / Т. Краснова // Хыпар. – 2009. – 24 чӳк. – С. 2.
- Падиаров, П. Турӑ панӑ пултарулӑх / П. Падиаров // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. – 2009. – 23 авӑн. – С. 2.
- Смирнова, Н. Чун илемĕн вăрлăхне акаканĕ / Н. Смирнова // Тăван Атăл. – 1999. – № 12. – С. 54-56.
- Яковлев, В. Н. Ахаль артист ҫеҫ мар... / В. Н. Яковлев ; Н. Смирнова калаҫнӑ // Хыпар. – 2013. – 27 нарӑс. – С. 1,
- Яковлев, В. Н. Виҫпӳртрен пуҫланнӑ пурнӑҫ ҫулӗ / В. Н. Яковлев ; Вл. Михайлов [ҫырса илнӗ] // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. – 2009. – 14 чӳк. – С. 2.
- Яковлев, В. Н. Курăнман асамçăсем / В. Н. Яковлев ; Н. Смирнова калаçнă // Хыпар. – 2008. – 11 кăрлач. – С. 3.
- Яковлев, В. Н. Санра сăваплă вăй, театр / В. Н. Яковлев // Тăван Атăл. – 2008. – № 1. – С. 113-119 ; № 2. – С. 144-150.
- Яковлев, В. Н. Чунра хавхалану пулсан... / В. Н. Яковлев ; Н. Смирнова // Хыпар. – 2008. – 9 нарăс. – С. 3.
- Яковлев, В. Н. Чунри хӗлхем ан сӳнтӗр : СССР халӑх артисчӗ В. Н. Яковлев 70 ҫул тултарнӑ май / В. Н. Яковлев ; Н. Смирнова калаҫнӑ // Хыпар. – 2009. – 19 чӳк. – С. 3.
- Вдовцева, Л. «Прекрасное есть жизнь» // Вдовцева, Л. Талант – всегда загадка / Л. Вдовцева. – Чебоксары, 1984. – С. 56-94.
- Говорова, Н. Каким видится свет далекого счастья... / Н. Говорова // Республика. – 2003. – 19 марта (№ 11). – С. 6.
- Жегин, Н. Поле его жизни : Валерию Яковлеву – 70 лет / Н. Жегин // Совет. Чувашия. – 2009. – 27 окт. – С. 1.
- Кириллов, Г. В. Яковлев Валерий Николаевич / Г. В. Кириллов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 717-718.
- Кириллова, Р. Счастливая дорога из деревни Трехизб-Шемурша / Р. Кириллова // Совет. Чувашия. – 2009. – 26 сент. – С. 3.
- Романов, П. В. Яковлев Валерий Николаевич / П. В. Романов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 515.
- Смирнова, Н. Г. Валерий Николаевич Яковлев: 1939. Фрагменты жизни в рамке рампы / Н. Г. Смирнова // Мастера театрального искусства. – Чебоксары, 2012. – С 368-376. – (Б-ка Президента Чуваш. Респ. ; т. 10).
- Яковлев Валерий Николаевич // Национальная академия наук и искусств Чувашской Республики.– Чебоксары, 2002.– С. 338-341.
- Яковлев Валерий Николаевич // Who is Who в России : [биогр. энцикл. успеш. людей России]. – 5-е изд. – Zug, 2011. – С. 2711.
- Яковлев, В. Н. Алхимия искусств / В. Н. Яковлев ; [беседовал] Е. Спасевич // Совет. Чувашия. – 2005. – 1 февр. – Прил.: с. 1. – (Сцена).
- Яковлев, В. Н. Валерий Яковлев : Я репетирую пьесу о времени Берии / В. Н. Яковлев ; [беседовала] Р. Кириллова // Совет. Чувашия. – 2007. – 26 мая.
- Яковлев, В. Н. Вечные истины театра / В. Н. Яковлев // Грани. – 2003. – 13 февр. – С. 8.
- Яковлев, В. Н. Драматический «дирижер» / В. Н. Яковлев ; беседовала Н. Титова // Чебоксар. новости. – 2009. – 24 сент. – С. 4.
- Яковлев, В. Не только театральные заботы / В. Яковлев ; [беседовала] Д. Двойнова // Сцена Чувашии. – 2007. – 18 дек. – С. 6-7.