Виçпӳрт Шăмăршă

Виçпӳрт Шăмăршă, Vişpürt Šămăršă (выр. Трехизб-Шемурша) — Чăваш Енĕн Шӑмӑршӑ районӗнчи ял. Ялта Илпек Микулай ячĕллĕ литература музейĕ вырнаçнă.[2]

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 463 çын, çав шутра 234 арçын, 229 хĕрарăм пурăннă[3].

Кун-çулĕ

1920 çулхи утă уйăхĕн 29-ччен ял Пăва уесне, каярах Çӳрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шăмăршă вулăсĕнче шутланнă.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Шăмăршă районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.

Паллă çынсем

Вуламалли

  • Ухтияров, Анатолий Ильич. Родимый край-село родное : Крат. история села Трехизб-Шемурша / Л. И. Ухтияров. - Чебоксары : Чувашия, 1996. - 303 с., [8] л. ил. : ил.; 21 см.; ISBN 5-86765-041-3 (В пер.) : Б. ц. П. Н. Муллин укçа-тенкĕпе пулăшнипе кăларнă.

Каçăсем