Илпек Микулайӗ
Илпек Микулай | |
---|---|
Ҫуралнӑ | Ҫу, 19, 1915 |
Ҫуралнӑ вырӑн | Чӗмпӗр кӗпӗрни, Шӑмӑршӑ районӗ, Виçпӳрт Шăмăршă ялĕ |
Вилнӗ | Ҫу, 12, 1981 |
Вилнӗ вырӑн | Шупашкар, Чăваш АССР |
Гражданлӑх |
![]() ![]() |
Пӗлӳ илни | |
Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | чăваш прозăçи, тăлмачĕ |
Жанр | проза, публицистика |
Хайлавсен чӗлхи | чăваш |
Премисем | Чăваш халăх çыравçи (1970) |
Наградӑсем |
Илпек Микулайĕ (паспортри ячĕ Ильбеков Николай Филлипович, 1915 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ, Виçпӳрт Шăмăршă ялĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Шӑмӑршӑ районӗ, Чăваш АССР) — 1981 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕ, Шупашкар), — чăваш прозăçи, тăлмачĕ.
1948 çултанпа СССР ÇП пайташĕ. 1970 çулта Чăваш АССР халăх çыравçи ятне тивĕçнĕ.
Вăрçăра Тăван Çĕршыв вăрçин 2 степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗсене тата медальсене тивĕçнĕ.
Пурнăçĕ
1915 çулхи çу уйăхĕн 19 Чăваш Енри Шӑмӑршӑ районӗнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă.
Патăрьелри педтехникумĕнче, Чăваш педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ.
Тăван Çĕршыв Аслă вăрçине хутшăннă, дивизи хаçачĕн редакторĕ пулнă. Çартан таврăнсан чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ тата Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн секретарĕ пулнă.
1981 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
Сăвă-калав çырма Шупашкар педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне пуçланă. Çирĕме яхăн кĕнеке тухнă. Чи сулăмли — икĕ томлă «Хура çакăр» роман. Ăна вырăс, болгар тата ытти чĕлхесене те куçарнă.
Ильпек Микулай чăвашла Гоголь, Горький, Чехов, Франко, Вазов çырнисене куçарнă.
Çавăн пекех Петӗр Хусанкай, Ҫемен Элкер, В. Митта тата ытти çыравçăсен пултарулăхĕ çинчен статьясем çырнă.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- «Куçукпа чĕрĕп» (1948);
- «Эпир совет салтакĕсем);
- «Тăватă кун» (1955);
- «Новеллăсем» (1957);
- «Кăмпара» (1960);
- «Сурпан» (1964);
- «Тимĕр» (1971);
- «Вăрçăпа çĕнтерӳ» (1973);
- «Хура çăкăр» (1-мĕш кĕнеки 1958, 2-мĕш — 1961, вырăсла — 1961, 1982, 2004);
Асăнмалăх
- Илпек Микулайĕ ятне Шупашкарти урама тивĕçтернĕ.
Каçăсем
- «Хура çăкăр» романĕ
- Илпек Микулайĕн хайлавĕсем
- Илпек Микулайне Европа палăк лартать 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнисем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Ĕç ветеранĕ» медалĕпе чысланисем
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- Рувики:Ҫыравҫӑсем пирки ҫырнӑ портретсӑр статьясем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Тăлмачсем, алфавитпа
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш тăлмачĕсем
- Раççей çыравçисем
- Чăваш халăх çыравçисем
- Раççей тăлмачĕсем
- ССРП тăлмачĕсем
- СССР ҫыравҫисем
- 1915 ҫулта ҫуралнисем
- Ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1981 ҫулта вилнисем
- Ҫӑвӑн 12-мӗшӗнче вилнисем