Терентьев Николай Терентьевич

Терентьев Николай Терентьевич (1925 ҫулхи акан 17-мӗшӗ, Кăшнаруй, Чăваш автономи облаçĕ (халĕ Чăваш Республикин Канаш районĕ), СССР2014 ҫулхи акан 11-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики) — чăваш çыравçи, драматургĕ, тăлмачĕ.

Чăваш Республикин халăх çыравçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ, К. Иванов ячӗллӗ Чăваш Республикин патшалăх премийӗн лауреачĕ[1][2].

Пурнӑҫӗпе ĕçĕ-хĕлĕ

1925 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Кӑшнаруй ялĕнче çуралнă. Чурачӑкри вӑтам шкулта пӗлӳ илнӗ. Каярахра И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫавӑн пекех А.В. Луначарский ялӗллӗ ГИТИСра вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче СССР ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ ҫумӗнчи Аслӑ литература курсӗсенче аспирантурӑра вӗреннӗ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче актёр, литература пай пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.

Пултарулăхĕ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑл Сентиер (П. Н. Осиповӑн «Айтарӗ»), Ахмар (В. Т. Ржановӑн «Энтип» пьесипе), Ваня Земнухов (А. Н. Фадеевӑн «Ҫамрăк гвардийӗ») сӑнарсене калӑпланӑ.

Николай Терентьевич пьесисем оптимистла кӑмӑлпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ, вӗсенчи ӗҫ-пуҫ питӗ хӑвӑрт пулса иртет. Унӑн ӗҫӗсенче час-часах романтикӑллӑ пай пур.

Пултарулӑх анинчи пуҫламӑш ҫулӗсенче ҫырнӑ пьесисем ытларах енӗпе ҫамрӑксене халалланӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче унӑн пӗрремӗш ӗҫне 1957 ҫулта лартнӑ. Вӑл «Арканнӑ юрату» (тепӗр ячӗ «Ҫунатлисем те ҫӗр ҫинчех») ятлӑ пулнӑ. Унта мал тӗллевлӗ хастар ҫамрӑксем сӑнарланнӑ. Ытларах енӗпе вӗсем ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлекенсем, рабочисем тата интеллигентсем. Тепӗр май каласан, драматургпа пӗр ҫулхисем. Ҫак тапхӑрта вӑл «Ӗлӗкрен туслисем», «Йӑнӑш утӑм», «Архис Кузьмич» пьесӑсем хайланӑ.

1960–1970-мӗш ҫулсенче вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи темипе «Куккук ҫаплах авӑтать» трагедине ҫырнӑ. Ҫак тапхӑртах театрсенче унӑн пьесисем тӑрӑх «Кӗмӗл пӗлӗтсем», «Тин ҫеҫ ҫуралнисем», «Ҫынпа ҫын пӗр мар» спектакльсем лартнӑ. Пугачёв пӑлхавне хутшӑннӑ чӑвашсене халалласа вӑл «Ҫӗрпе хӗр» трагеди хатӗрленӗ, И.Я. Яковлевпа Ульяновсен ҫемйин темипе вӑл «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ» драма ҫырнӑ.

Пурӗ вӑл 40 пьеса хайланӑ. Паллăрах ӗҫӗсем шутне савӑн пекех кӗреҫҫӗ: «Сирень аллейи», «Манăн çăлтăр», «Шăнман чечексем», «Атӑл куҫӗ», «Пушар лаши» тата ыттисем. Унӑн пьесисене «После молнии…» (М., 1981), «Колокола души» (М., 1987), «Суйласа илнисем. 1-мӗш том» (Шупашкар, 1994) тата ытти кӗнекесенче пичетленӗ.

Хисепӗсем

Вуламалли

  • Зубков, Ю. А. Драма и комедии Николая Терентьева / Ю. Зубков. – Шупашкар: Чăваш. кĕн. изд–ви, 1980. – 72 с.
  • Темы и образы пьес Николая Терентьев / Под ред. С. А. Александрова. – Чебоксары, 1986. – 59 с.
  • Агивер, Х. Николай Терентьев театрĕ / Х. Агивер // Тaван Атaл. – 1995. – № 4. – С. 65–67.
  • Агивер, Х. Чăваш лавĕ / Х. Агивер // Хыпар. – 1995. – 20 ака.
  • Кузьмина, В. Cул кaтартакансем / Вера Кузьмина // Ялав. – 2003. – № 3. – С. 100–102.
  • Николаева, В. Улми улмуççийeнчен аякка "yкмест / В. Николаева // Тăван Атăл. – 2000. – № 11. – С. 61–62.
  • Прокопьев, В. “Маншăн театр – кун–çул тупсaмĕ...” / В. Прокопьев // Канаш ен (Канаш р–нĕ). – 2003. – 9 кăрлач.
  • Прокопьев, В. Халăхшăн хĕмленнĕ талант / В. Прокопьев // Чăваш ен. – 1995. – 22–29 апр. (17). – С. 13.
  • Романова, Ю. Кунçул сунталĕ / Ю. Романова // Ялав. – 1985. – № 4. – С. 16–17.
  • Смирнова, Н. Акăлчансем – Шекспир, вырӑссем Островский театрӗсемпе мухтанаççĕ, чӑвашра Терентьевăн пулмалла мар–и? / Н.Смирнова // Хыпар. – 1995. – 21 ака.
  • Смирнова, Н. Чӑваш драматургийĕн патши / Н.Смирнова // Хыпар. – 2000. – 27 ака.
  • Степанова, Л. Чăн–чăн чăваш драматургĕ / Л.Степанова // Çилçунат. – 1995. – № 4–5. – С. 22–23.
  • Таллеров, Л. Пултаруллă туслăх уйĕ / Л. Таллеров // Тăван Атăл. – 1985. – № 4. – С. 54–55.
  • Терентьев, Н. Г. “Çынсем те уçă чунлăрах...”/ Николай Терентьев; А.Тямина cырса илнe // Хыпар. – 1997. – 26 ч"yк.
  • Хлебников, Г. Пурнăç уттипе васкаса // Хлебников, Г. Меслетпе aсталaх / Г. Хлебников. – Шупашкар, 1984. – С. 144–174.
  • Терентьев, Н. Быть верным правде жизни / Н. Терентьев // Совет. Чувашия. – 1984. – 3 нояб.
  • Терентьев, Н. Т. Куда летите, дни-года? / Николай Терентьев // Хыпар на русском – Дайджест. – 2003. – 7 марта.
  • Хлебников, Н. Быть верным правде жизни / Н. Хлебников // Совет. Чувашия. – 1987. – 4 июля.

Темӑпа ҫыхӑннисем