Сергеев Леонид Павлович
Сергеев Леонид Павлович (1929 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ, Çурлатăри, Муркаш районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — чӑваш чӗлхеҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, чӑваш диалектологине тӗпчес ӗҫӗн пысӑк ӑсти[1].
Пурнăçĕ
1929 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Çурлатăри ялĕнче çуралнă.
1950 çулта Чăваш патшалăх пединститучĕн филологи факультетĕнче, 1964 çулта чăваш чăлхипе литература кафедрин аспирантуринче пĕлӳ илнĕ. Диплома алла илсен шулта ачасене вĕрентнĕ, шкул директорĕ, районти çутĕç пайĕн пуçлăхĕ пулса тăрăшнă.
Тепĕртакран ăслăх ĕçне кĕрсе кайнă. Пĕр вăхăт Ăслăх тĕпчевĕсен институчĕн (халĕ ЧПГĂИ) чĕлхе пайне, вун икĕ çул (1972-1984) РСФСР Çутĕç министерствин Наци шкулĕсен ăслăх тĕпчев институчĕн Шупашкарти лабораторине ертсе пынă.
1984—1991 çулсенче педагогика институчĕн пуçламăш вĕрентӳ кафедрин тата чăвашпа вырӑс чӗлхисен кафедрин пуçлăхĕ пулнă. Халĕ — педуниверситетăн чăваш чĕлхи кафедрин профессорĕ.
«Чăваш чĕлхин Вăрмар калаçăвĕ» темăпа кандидат диссертацине (1965), «Чăваш чĕлхин диалект системи (Диалектологи атласĕ)» темăпа тухтăр диссертацине (1973) хӳтĕленĕ. 300 ытла ăслăх, вĕренӳ, вĕрентӳпе меслетлĕх ĕçĕсен авторĕ. Ăслăх шыравĕсен тĕп теми — тĕрлĕ вырăнти чăвашсен калаçу уйрăмлăхĕсене тĕпчесси. Унăн ĕçĕсене В. М. Жирмунский, М. Ш. Ширалиев (Баку) академиксем, Ш. Ш. Сарыбаев профессор (Алма-Ата) тата диалектологипе паллă ытти ăсчахсем питĕ çӳллĕ хакланă.
Леонид Павлович чăваш лексикографине те чылай пуянлатнă: «Чăваш чĕлхин тӳнтер словарьне», «Чĕлхе терминĕсен ăнлантаруллă словарьне», тĕрлĕ йышши фразеологи, синонимсемпе антонимсен тата орфографи словарĕсене пичетлесе кăларнă.
Ача пахчинчен пуçласа аслă шкул таранах Леонид Сергеев пухса хатĕрленĕ вĕренӳ кĕнекисемпе усă кураççĕ. Аслă шкулсем валли кăна 9 вĕренӳ кĕнеки пичетлесе кăларнă, вĕсенчен пĕри — «Чăваш чĕлхи» (ăна çырма В.И.Котлеев хутшăннă) Чăваш Республикин Патшалăх премине илме тивĕç пулнă.
Леонид Сергеев гуманитари ăслăхĕсен институчĕн ăслăх канашĕн пайташĕ. Аспирантсене ăслăх ĕçĕ-хĕлне кĕртес енĕпе чылайвăй хунă.
2021 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче Сергей Павлович Шупашкар хулара вилсе кайнă[2].
Ăслăх ĕçĕсем
- Чăваш чĕлхин диалектологи словарĕ. Ш., 1968;
- Чăваш диалектологийĕ. Аслă шкулсен вĕренӳ кĕнеки. Ш., 1992;
- Чăваш чĕлхи. Аслă шкулсен чăваш филологи факультечĕссм валли. Ш., 1993;
- Кивĕ чăваш çырулăхĕ. Вĕренӳ кĕнеки. Ш., 1988;
- Чăваш чĕлхи методики. Пуçламăш шкул учителĕсемпе вĕсене хатĕрлекен факультет студенчĕсем валли. Ш., 2002 (ытти авторсемпе пĕрле);
- Моргаушский район. Краткая энциклопедия. Ч., 2002.
Хисепӗсем
- Раççей Федерацийĕн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (2002);
- Чăваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1990);
- Чăваш Республикин Патшалăх премин лауреачĕ (1992);
- Чăваш Республикин Ăслăхпа ӳнер наци академийĕн Н. И. Ашмарин ячĕллĕ премин лауреачĕ (2002);
- Раççей Федерацийĕн профессиллĕ аслă пĕлĕвĕн хисеплӗ ӗҫченӗ (2000);
- Муркаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ (2002).
Вуламалли
- Тепляшина Т.И. Л.П. Сергеев. Диалектологический словарь чувашского языка. Ч., 1968. // Советское финноугроведение. Уфа, 1969;
- Чернов М.Ф. Чăвашсен паллă диалектологĕ // Ялав. 1979. 6 №;
- Павлов И.П. Чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи // Тăван Атăл. 1979. 6 №;
- Петров Н.П. Первое вузовское//Сов. Чувашия. 18.1.1989;
- Горшков А.Е. Паллă профессорăн çĕнĕ кĕнекисем // Хыпар. 27.1.1996;
- Федотов М.Р. Пурсăмăра та кирлĕ грамматика // Ком. ялавĕ. 14.1.1989.
Ӑнлантарусем
- ^ Исследователи чувашского языка : Сергеев Леонид Павлович
- ^ Леонид Сергеев чӗлхеҫӗ куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнче архивланӑ.