Овчинников Николай Васильевич

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Овчинников Николай Васильевич (1918 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ, Мӗшӗл, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни, РСФСР2004 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ, Шупашкар, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманин тата Раҫҫейӗн художник-живописецӗ, педагогӗ, общество ӗҫченӗ.

Ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ (1955), профессор (1973). РСФСР халӑх художникӗ (1984). РСФСР художникӗсен пӗрлӗхӗн правлени секретарӗ (1970—1975)[1].

Тӗп датӑсем

1918 ҫулта Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗ) Мӗшӗл ялӗнче ҫуралнӑ[2].

Улатӑрти ӳнерпе гравёрлӑ училищӗре вӗреннӗ (1934–1937); Ленинградри Ӳнер Академийӗ ҫумӗнчи хатӗрленӳ класӗсенче (1937–1939); СССР Ӳнер академийӗн И. Е. Репин ячӗллӗ Ленинградри живопиҫ, скульптура тата архитектура институтӗнче (Рудольф Френц[ru] профессорӑн ӑсталӑх лаҫҫи) (1939, 1945–1951); аспирантурӑра (1951–1954), А. М. Герасимовӑн пултарулӑх лаҫҫинче вӗреннӗ; Эгерти (Венгри) Культура университетӗнче лекцисем итленӗ (1971)[2].

1939—1945 ҫулсенче Финн компанийӗ вӑхӑтӗнче Карели пымакӗнче тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

1944 ҫултанпа — СССР художниксен пӗрлӗхӗн[ru] пайташӗ.

1954 ҫулта ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗн степеньне тивӗҫнӗ.

Н. В. Овчинников И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче ӳнерпе графика факультетне йӗркелес ӗҫе хутшӑннӑ. 1960 ҫултанпа — И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультечӗн сӑнарлӑ ӳнер кафедрин доценчӗ[3].

Шупашкар хулин ӗҫ ҫыннисен депутачӗсен канашӗн тата Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗн депутачӗ, КПСС Чӑваш обкомӗн членӗ, Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн правлени председателӗ, «Аслӑ Атӑл» зонӑри курав комитечӗн членӗ, Раҫҫей художникӗсен пӗрлӗхӗн правлени секретарӗ (1961—1983), Чӑваш АССР художниксен пӗрлӗхӗн правлени председателӗ (1963—1989)[3].

1963 ҫулта ӑна ӳнерпе графика факультечӗн сӑнарлӑ ӳнер кафедрин заведующине суйланӑ, ҫак вырӑнта вӑл 1985 ҫулччен ӗҫленӗ[3].

Пултарулӑхӗ

Н. В. Овчинников тӗрлӗ жанрпа ӗҫленӗ: портрет та ӳкернӗ, пейзаж та тата натюрморт та, тематика композицийӗсемпе те ӗҫленӗ. Художник темӑна вӑрахчен хатӗрлеме, сюжета вариантлама юратнӑ. Истори жанрӗпе хатӗрленӗ чи чаплӑ ӗҫӗ «Ӗмӗрлӗхе пӗрле» (1980–1985) масштаблӑ картина пулса тӑнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна тӗнче, вырӑс тата совет реализмӗн живопись йӑлипе хатӗрленӗ, «паллӑ ӑстасен мелӗпе усӑ курнӑран вӑл композици питӗ аван йӗркеленипе, унта сӑнарланӑ кашни ҫыннӑн характеристикисемпе тӗплӗ ӗҫленипе илӗртет»[3]. Истори жанрӗпе вӑл ҫӑк картинӑсене хатӗрленӗ: «Каҫарӑр, патшалӑхӑн пӗлтерӗшлӗ калаҫу иртнӗ. В. И. Ленин приёмнӑйӗнче» (1987), «А. С. Пушкинпа Н. Я. Бичурин Петӗрте» (1995), «И. Я. Яковлев II Николай патша патӗнче» (1997), «И. Я. Яковлев шкулӗ Чулхулари 1896 ҫулхи ярмӑрккӑра» (1998), «Амазонкӑсем» (2001), «Чӑвашсем Хаяр Иван патӗнче хӑнара. 1551 ҫул» (2003) тата ыттисем те[3].

Унӑн живопиҫӗнче В. И. Ленин пурнӑҫӗпе, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе тата еткерлӗхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем чылай вырӑн йышӑнаҫҫӗ: «Чӑваш халӑхӗ янӑ ҫынсем В.И. Ленин патӗнче Кремльте хӑнара» (1951). 1958—1959 ҫулсенче вӑл «Ленин Горкинче» хатӗрлет, 1960 ҫулта — чи паллӑ картинӑна, «Пӗрремӗш йӗр. Ленин 1921 ҫулта Мускав ҫывӑхӗнче пӗрремӗш совет электроплугне тӗрӗсленӗ вӑхӑтра» ятлине, 1962 ҫулта — «Ленин ачасемпе» композицине[4].

Овчинников 1950-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче ашшӗ-амӑшӗн телейӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа ӗҫленӗ («Пӗрремӗш пепке» (1952) картина). «Пӗрремӗш пепкен» тепӗр вариантне художник 1963 ҫулта хатӗрлӗ, ун чухне вӑл «Пирӗн бригадӑри ҫӗнӗ ҫын» холст ӳкернӗ. Унӑн темиҫе картининче Андриян Николаев космонавт сӑнланнӑ: «Здравствуй, Земля!» (1962-1964), «А. Николаев пир авӑрҫӑсем хушшинче» (1963), «Космонавтсен ҫемйи» (1964), «Тӑван кӗтесре» (1967). «Ҫурхи шыв», «Март хӗвелӗ» (1957), «Атӑл-Дон каналти ҫуркунне» (1957), «Вӑрманта ҫуркунне», «Ҫурхи юхан шыв» (1958), «Хула хӑпарать» (1959), «Кӗр» (1962) пейзажсенче ҫутҫанталӑка питӗ илемлӗ сӑнласа кӑтартнӑ[4].

Художник тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине сӑнлакан картинӑсем те хатӗрленӗ: «Пир шуратни» (1989), «Иртни. Чӑваш кинӗ» (1990), вӗсен шутне ҫавӑн пекех философиллӗ тата этемлӗхе сӑнарласа кӑтартакан «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» символ-картина (1995) кӗрет[3].

Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши Н. В. Овчинников пултарулӑхӗ ҫинчен ҫапла каланӑ:

Н. В. Овчинниковӑн кашни картини, кашни этючӗ — питӗ пысӑк ырӑ ӗҫ. Хӑйӗн ӗҫӗсенче вӑл пирӗн чӑваш ҫӗрӗ пек, пирӗн халӑх пек аслӑ… Кашни картинӑрах… эпӗ ҫын чунне, персонажсен характерне куратӑп. Унӑн кашни картини – чӑваш ҫӗрӗ ҫинчен ҫырнӑ поэма…[5]

Куравӗсем

Зонӑри, Союз, Раҫҫей шайӗнчи тата ют ҫӗршывсенчи куравсене хутшӑннӑ. Н. В. Овчинников республикӑри куравсене (1950 ҫултанпа); Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксемпе студентсен III тата IV фестивалӗсенчи куравсене (Бухарест, 1953; Варшава, 1955); Пӗтӗм Союзри ӳнер куравӗсене (Мускав, 1954, 1957, 1958, 1963); «Советская Россия» (Мускав, 1960, 1975)); «На страже мира» (Мускав, 1965); «Аслӑ Атӑл» зонӑри куравсене (1964, 1967, 1969, 1980, 1985); «По родной стране» (Мускав, 1981) хутшӑннӑ. Персоналлӑ куравсем 1963–1964, 1968, 1969, 1974, 1976, 1979, 1982, 1988 ҫулсенче Шупашкарта; 1978 ҫулта Мускавра; 1978 ҫулта Чулхулара иртнӗ[3].

Персоналлӑ куравсем АПШ-ра, Японире, Францире, Англире, Германире пулнӑ. 1994 ҫулта художникӑн ӗҫӗсене Спрингфилд (Юта штат, АПШ) хула галерейинче унӑн персоналлӑ куравне йӗркелесе кӑтартнӑ, 1996 ҫулта чӑваш ӑстин ӳнер ӗҫӗсен куравне Лондон коллекционерӗн Эдвард Крошоун Келт Галери музейӗнче ирттернӗ[3].

Картинисем

Хисеплӗ ячӗсемпе наградисем

Астӑвӑм

  • Николай Овчинникова асӑнса Шупашкарти вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине (Ленинград урамӗ, 31-мӗш ҫурт) асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[7].
  • Художникӑн тӑван ялӗнче Овчинников урамӗ (Пуян картиш урамӗ[8]) пур[9].
  • 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18—23-мӗшсенче Сӗнтӗрвӑрринче Н. В. Овчинников ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫей шайенчи I пленер иртнӗ[10].
  • 2003 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑ ялӗнче Николай Овчинников художникӑн картинӑллӑ галерея-музей уҫӑлнӑ[11].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Овчинников Николай Васильевич. chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Чувашское изобразительное искусство (выр.). visitvolga.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Николай Васильевич Овчинников: сборник статей и материалов / сост. и науч. ред. Ю.В. Викторов. — Чувашский государственный институт гуманитарных наук, 2016. — 204 с. — ISBN 978-5-87677-215-2.
  4. ^ 1, 2 Ургалкина Н.А. Николай Васильевич Овчинников // Николай Васильевич Овчинников. Сборник статей и материалов. — 2016. — .
  5. ^ Памяти Николая Овчинникова. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (14 юпан 2008).
  6. ^ Наследие Чувашии.рф Овчинников, Николай Васильевич (художник; 14.10.1918-18.02.2004) (выр.). xn--80aafhebudawu3c5a9cs.xn--p1ai. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  7. ^ Мемориальные доски увековечат память известных чебоксарцев , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗнчи копийӗ // Официальный портал органов власти Чувашской Республики, 08 июня 2004 г.
  8. ^ Пуян картиш. Электронлӑ сӑмахсар.
  9. ^ Деревня Мижули. Улица Овчинникова , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнчи копийӗ // «КЛАДР — Классификатор адресов России»
  10. ^ Рита Кириллова. На дивном берегу // «Советская Чувашия». — 2015. — 23 мая.
  11. ^ На малой родине чувашского художника Н. Овчинникова открылась картинная галерея-музей , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗнчи копийӗ // Официальный портал органов власти Чувашской Республики, 15 декабря 2003 г.

Библиографи

  • Овчинников Н. В. Миг между прошлым и будущим / Н. В. Овчинников ; Нац. акад. наук и искусств Чуваш. Респ. Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук. — Чебоксары : [б. и.], 1998. — 127 с., [16] л. ил : портр. — ISBN 5-87677-044-2
  • Овчинников Н. В. Живопись: [Альбом] / Н. В. Овчинников. — Чебоксары : Чувашия, 1998. — 103 с. : ил. — ISBN 5-86765-106-1

Вуламалли

  • Апалеев А. А. Николай Васильевич Овчинников как художник и общественный деятель: искусствоведы России и Чувашии о его творчестве / А. А. Апалеев. — Чебоксары : Перфектум, 2012. — 67 с. : ил. ; 21 см. — 50 экз. — ISBN 978-5-4234-0047-7
  • Николай Васильевич Овчинников: живопись : альбом / сост., авт. вступ. ст. П. В. Сымкин. — Чебоксары : Чувашия, 1998. — 104 с. : портр., цв. ил.
  • Н. В. Овчинников : кат. выст. произведений. – Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1988. – 36, [15] с. .
  • Овчинников Николай Васильевич : выст. произведений, посвящ. 50-летию со дня рождения и 25-летию твор. деятельности худож. : кат. – Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1971. – 29, [19] с.
  • Овчинников, Н. В. Миг между прошлым и будущим : [восп. худож.] / Н. В. Овчинников ; предисл. А. А. Трофимова. – Чебоксары : Изд–во ЧГИГН, 1998. – 128 с. - См. обложку
  • Викторов, Ю. В. Овчинников Николай Васильевич / Ю. В. Викторов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 305—306. , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи акан 12-мӗшӗнчи копийӗ

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем