Енилин Николай Аристархович
Енилин Николай Аристархович (хушма ячӗ — Неҫҫе Кули, ҫур. 1939 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ, Рункă (Тутарстан), Пăва районĕ, Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет тата Раҫҫей художникĕ, педагог. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш Республикин халăх художникĕ, СССР художникĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1975), Чăваш художникĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1993)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1939 çулхи çурлан 26-мĕшĕнче Тутар АССР (халĕ Тутарстан Республики) йышĕнчи Пăва районне кĕрекен Рункă ялĕнче çуралнă. Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ.
И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ӳнер-графика факультетĕнче (1970) аслă пĕлӳ илнĕ. 1970—1975 ҫулсенче ҫак аслӑ шкултах студентсене вӗрентнӗ.
1975—1980 çулсенче Шупашкарти 2-мĕш ӳнер шкулĕнче, 1980—2004 çулсенче 5-мĕш ӳнер шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ, пӗр вӑхӑтрах 1987—2000 ҫулсенче директор пулнӑ.
И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ИВТ факультечӗн доценчӗ (2004—2006), И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн живопись кафедрин доценчӗ (2006—2009) пулнӑ.
Пултарулӑхӗ
Николай Енилинăн ĕçĕсем Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче[2] тата Чăваш наци музейĕнче упранаççĕ.
Республика куравӗсене 1971 ҫултанпа, Раҫҫейри, Совет Союзӗнчи куравсене 1973 ҫултанпа хутшӑнма пуҫланӑ.
Харпӑр куравӗсем: Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта (1979), Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче (1989, 1999), Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче(1994, 1998), Чӑваш наци музейӗнче (1997, 2009).
Хисепӗсем
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ (1980)[3];
- Чăваш Республикин халăх художникĕ (2010)[3];
- Митта Ваçли ячĕллĕ наци премийĕ (лауреат)[4];
- «Чӑваш автономи облаҫне никӗсленӗренпе 100 ҫул» медаль (2020)[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Енилин Николай Аристархович. Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Чăваш патшалăх ӳнер музейĕ. Чăваш патшалăх ӳнер музейĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Енилин Николай Аристархович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Васьлей Митта - Лауреаты премии им. Василия Митты. nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
Вуламалли
- Викторов, Ю. Ăсталăх / Ю. Викторов // Ялав. — 1981. — № 1. — С. 18–19.
- Эктел, В. Çирĕп çултан пăрăнмасăр / В. Эктел // Ялав. – 1994. – № 6. – С. 22.
- Григорьев, А. Г. Енилин Николай Аристархович / А. Г. Григорьев // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 159.
- Николай Енилин // Союз художников Чувашии: 1935—2005. – Чебоксары, 2005. – С. 71.
- Енилин Николай Аристархович // Чуваши Татарстана = Тутарстан чăвашĕсем: [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 498–499.
- Григорьев, А. Г. Енилин Николай Аристархович / А. Г. Григорьев, А. И. Мордвинова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А–Е. – С. 567.
- Викторов, Ю. В. Николай Аристархович Енилин: 1939. С безграничной любовью ко всему чувашскому / Ю. В. Викторов // Мастера изобразительного искусства. – Чебоксары, 2011. – С. 96–106. – (Б-ка Президента Чуваш. Респ. ; т. 9).
- Енилин Николай Аристархович // Культурное наследие Чувашии. – Чебоксары, 2025. – URL: https://наследиечувашии.рф/russian/енилин-николай-аристархович-художни/ (дата обращения: 29.07.2026).